Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Асăну хăми умне - чечексем

Медицина институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă çамрăк специалиста Красноармейски районĕнчи тĕп больница коллективĕ тарават йышăннă. Ираида Ивановна 1955 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче шурă халат тăхăннă та ăна 2008 çулхи чÿк уйăхĕччен хывман. И.Пашкеева тĕп тивĕçне яланах чĕре хушнă пек пурнăçланă.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Ираида Ивановна Пашкеева 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, чĕри юбилей умĕн кăшт маларах тапма чарăнчĕ. Сумлă сиплевçĕне ялан асра тытас тĕллевпе Красноармейскисем Ираида Ивановна 50 çул ытла ĕçленĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç.



"Хыпар"
31 августа 2011
00:00
Поделиться
;