Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Телейпе ăшăлăх, илемлĕх çулне хывакан

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿн­­­­­ер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.

Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лек­нĕ­­нех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли те­­­­­с­­­ен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.

Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. “Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.

“Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.

Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри “Çăл куç” ансамбль юбиляра илемлĕ юрăпа савăнтарнă. Красноармейски районĕн культурăпа спорт тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Аркадий Лебедев Георгий Николаева “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăпа, район ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Львов ÿнерçе ентешлĕх медалĕпе чысланă.

 





"Хыпар"
29 августа 2011
00:00
Поделиться
;