Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пикшик тăрăхĕнче спорта хисеплеççĕ

Пикшик ял тăрăхне А.Данилов 11-мĕш çул ертсе пырать. Малтан вăтам шкулта физкультура учителĕнче вăй хунă. Çавăнпах та пулĕ Алексей Николаевич ялсенче физкультурăпа массăллă ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пырассишĕн нумай тăрăшать. Ÿсĕм вара çук мар.

Вĕсене шута илсе ку ял тăрăхне юлашки вăхăтри кăтартусемпе «Физкультурăпа массăллă ĕçе йĕркелессипе Чăваш Республикинчи чи лайăх ял тăрăхĕ» Дипломпа чысланă. Асăннă наградăна ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Данилова Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С.Николаев пачĕ.

-Пикшик енчи ялсенче спорт чăннипех те хисепре, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. – Кăçал Ыхракасси ялĕнче çуралнă Е.Скрипкина асăнса футбол турнирĕ тăххăрмĕш хут йĕркелерĕмĕр. Ăмăрту республика шайне çитрĕ. Волейбол турнирне, В.Максимова халалланăскере, урăх районсенчи командăсем килеççĕ. Çĕнĕ çул хыççăн кашни ялтах мини-футбол вăййисем пулаççĕ. Спорта кăмăллакан чылай пирĕн, çав шутра - çамрăксем те, вăй питтисем те, ватăсем те пур. Çеçмерти П.Шумилов, 77 çулта пулсан та, ăмăртусене тăтăшах хутшăнать, япăх мар кăтартусемпе палăрать. Пикшикри футбол ветеранĕ А.Петров кăçал 50 çул тултарчĕ, ун ячĕпе ятарласа турнир ирттертĕмĕр. Кÿлçырмари Э.Краснов тата хамăн ывăл Данил республикăпа Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр вĕсем Италипе Францире пулнă ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Кăçал пирĕн тăрăхра «Пикшики-Диана» спорт клубĕ уçăлчĕ. Ăмăртусене йĕркелеме пулăшакансем, чăн та, ялсенче сахал мар. Ку йыша Ыхракассинчи Э.Иванова, Кÿлçырмари Г.Семенова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Э.Шумилова тата ыттисене кĕртмелле. Пикшик шкулĕнче те спорт секцийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кунта, паллах, кунти физкультура учителĕн В.Ивановăн тÿпи пысăк.

Пирĕн командăсем районти, республикăри ăмăртусене яланах хутшăнаççĕ. Кăçал ветерансен тата ял тăрăхĕн командисем районти «Ял пурнăçĕ» хаçат парнисене тивĕçессишĕн пынă тупăшура çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Халĕ республикăри ăмăртусене хатĕрленетпĕр.

 .



"Хыпар"
24 августа 2011
00:00
Поделиться
;