Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çур çулхи кăтартусем

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, тунти кун, район хăй тытăмлăх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров йĕркелесе пычĕ. Унта асăннă канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Трак енри предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларура район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта епле пулнипе район администрацийĕн экономика аталанăвĕн, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова паллаштарнă.

"Кăçалхи январь—июнь уйăхĕсенче район бюджетне тĕрлĕ çăлкуçсенчен 50, 8 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, — тенĕ Ангелина Васильевна. — Харпăр хăй продукцине ăсатассин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парасси ÿснĕ".

Кăçал 12387 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 720 гектар "иккĕмĕш çăкăр", 27 гектар пахча çимĕç (9 гектар купăста, хĕрлĕ кăшман — 11, 7 гектар кишĕр) акнă-лартнă. Паян ял хуçалăх производствинче 454 çын тăрăшать, вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6320 тенкĕпе танлашнă. Вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 12 процент ÿснĕ. Январь—июнь уйăхĕсенче пысăк тата вăтам предприятисенче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçийĕ 16871 тенкĕ пулнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра 1655 çын вăй хурать. Кăçалхи çак тапхăрта çĕнĕрен 12 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнĕ. Кунта тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 7260 тенкĕпе танлашнă.

Ĕç рынокĕнче те лару-тăру çăмăлах мар. "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ" патшалăх учрежденийĕнче 382 çын учетра тăрать. Кăçалхи ултă уйăхра вакансиллĕ ĕç вырăнĕсен ярмарккисене пĕтĕмпе 6 ирттернĕ, 43 çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, çĕнĕрен 23 ĕç вырăнĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4, 7 процент нумайрах) йĕркеленĕ. Трак енре ĕçсĕррисен шайĕ 0, 91 процентпа (республикипе — 1, 33 %) танлашать. Çĕрпÿ районĕнче вăл — 0, 61, Шупашкар районĕнче 1, 51 %.

Кайри Карăк ялĕнчен инçех мар — "Красноармейски — Шупашкар" автоçулпа юнашар облицовка кирпĕч туса кăлармалли çĕнĕ завод пулмалла. Ăна Шупашкарти хупă йышши "Тус" акционер пĕрлешĕвĕ çĕклет. Инвестицисен калăпăшĕ — 1, 1 миллиард тенкĕ. Çулталăкра 60 миллион штук кирпĕч туса кăларма тытăнмалла. Халĕ строительство ĕçĕсем пуçланнă.

Красноармейски ялĕнчи "30 лет Победы" урамри унччен ДРСУн административлă икĕ хутлă çурчĕ пулнă вырăнта хĕрÿ ĕç вĕрет: строительсем тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Малашне кунти пĕрремĕш хутра миравай судья, иккĕмĕшĕнче районти ЗАГС пайĕ вырнаçмалла. Çакна валли республика бюджетĕнчен 5, 8 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсем вăй илеççĕ. Кунта тулли мар яваплă "Волга Транс — Ч" пĕрлешÿ ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен тĕп усадьбăри кану центрĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, райцентрти "Чебурашка" ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕнче юсав ĕçĕсене малалла пурнăçламалла. "Таябинка" Агрофирма" пĕрлешÿре 4, 5 пин тонна кĕмелĕх çĕр улми хранилищи тума тытăннă.

Район хăй тытăмлăх канашĕн иртнĕ ларăвĕнче "2010—2011 çулсенчи хутмалли сезон кăтартăвĕсем тата 2011—2012 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа социаллă сфера обăекчĕсене шанчăклă ĕçлеттерес тĕлĕшпе йышăннă мерăсем çинчен" ыйту пăхса тухнă. "Коммунальщик" компани райцентрта пурăнакансенчен хваттершĕн тÿлев укçине йышăнма тытăннă.

Нумай ачаллă çемьесене пÿрт-çурт çĕклеме çĕр уйăрса парассипе малалла ĕçлеççĕ.

Вĕренÿ тытăмĕнче те ырă улшăнусем пур. 2011—2012 çулсенчи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе уйрăм ĕç туса ирттернĕ. Янкасри пуçламăш шкула реорганизациленĕ. Шкул автобусĕсем те кивелсе пыраççĕ. Çавна май бюджетран 660 пин тенкĕ уйăрнă. Анчах вăл укçапа хальлĕхе усă курман-ха.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсем хушшинче кăçалхи пĕрремĕш çур çулти экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Кунта 29 кăтартăва шута илеççĕ. Çак тапхăрта агропромышленность комплексĕнчи предприятисем хушшинче "Красное Сормово", "Таябинка" Агрофирма", "Шатьма" палăрнă. Ял тăрăхĕсем хушшинче красноармейскисем, кĕçĕншетмĕсем, пикшиксем чи нумай балл пухнă. Вĕсем дипломсене тата З пин — 2 пин — 1 пин тенкĕ премине тивĕçнĕ.

Ларура А. В. Михайлова умри тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. Вĕсен шутĕнче — выльăх апачĕ хатĕрлесси тата уй-хирти мĕн пур ĕçе вĕçлесси, палăртнă чухлĕ кĕрхи культурăсем акса хăварасси, обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси, обăектсене хутмалли çĕнĕ сезона тĕплĕн хатĕрлесе çитересси тата ыт. те.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. В. Степанов сăмах илчĕ. Иван Васильевич палăртнă тăрăх, июль уйăхĕнче район тăрăх иртнĕ вăйлă çиллĕ тата шалкам çумăра пула уй-хирсенчи 559 гектар тыр-пула шутран кăларма тивнĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне районти уй-хирсенче 35 комбайн ĕçленĕ. "Таябинка" Агрофирмăпа" "Нива" — АСРОS 530, Е. Ю. Степанова хресченпе фермер хуçалăхĕ "Полесье" маркăллă çĕнĕ комбайнсем туяннă. Районĕпе пĕр агрегат пуçне 340 гектара яхăн тивет. В.Н. Шумилов ХФХра ĕç çине вĕçленĕ, кунти "уй-хир карапĕ" карайсене пулăшма кайнă. "Заря" ял хуçалăх артелĕн комбайнĕ те алманчсене пулăшу кÿрет. "Красноармейскагроснаб" та вырмана вĕçленĕ. Августăн 8 — 15-мĕшĕсенче районĕпе тыр-пул лаптăкĕн 19 процентне пухса кĕртнĕ. Кĕçĕншетмĕсен механизатор çукран пĕр комбайн ĕçлемесĕрех ларать, яманаксен йĕтем çинче ĕç вăйĕ çитмест. Кăçал районĕпе 4500 гектартан кая мар кĕрхи культурăсем акса хăвармалла.

Ларура район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев, "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ" патшалăх учрежденийĕн ертÿçи И. М. Козлов, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Г. Л. Ефимов, Красноармейскинчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л. Ф. Илларионова, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В. Ю. Иванов тухса калаçнă.

Лару сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăннă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
23 августа 2011
00:00
Поделиться
;