Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çамрăксен палатин ларăвĕ

Районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен палати хăйĕн пĕрремĕш ларăвне вырăна тухса — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче ирттерчĕ.

Унта палатăн кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи ĕç планне сÿтсе явса йышăнчĕç, районти депутатсен Пухăвĕпе çыхăнса ĕçлемелли схемăна палăртрĕç. Чи интересли çакă пулчĕ — палата членĕсем ку ял тăрăхĕнче çамрăксемпе ĕçленин ырă опытне тишкерчĕç. Вĕсем çак ыйтупа палата председателĕн çумĕ, çав вăхăтрах вырăнти çамрăксен лидерĕ А.Христофоров каласа панине итлерĕç, ăна ыйтусем пачĕç. Андрей, татса паман ыйтусем чылай пулин те, ял тăрăхĕнчи çамрăксен пурнăçĕ çав тери интереслине, вĕсем хутшăннипе тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И.Николаев пулăшнипе социаллă, культура тата спорт мероприятийĕсем чылай йĕркеленине палăртрĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
12 августа 2011
00:00
Поделиться
;