Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кăçалхи кăтартусем çакăн пек

2010—2011 вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ пек, халĕ черетлĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç те вĕçленнĕ темелле. Иртнĕ вĕренÿ çулне Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула 154 вĕренекен ăнăçлă вĕçлерĕ.

Тăван шкулăн чун-чĕрийĕ — учительсем, коллективра пĕтĕмпе 19 вĕрентекен. Вĕсенчен кашниех ÿсекен ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чунне парса тăрăшать. Пирĕн коллектив çирĕп, пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа та, ĕçпе те яланах пулăшма хатĕр. Мĕн пур вĕрентекен паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ технологисемпе туллин те тухăçлă усă курать. Пĕр тĕллевпе ĕçлени вара хăйĕн çимĕçне кÿретех.

Шкулăн тĕп ĕçĕ — вĕренÿ. Иртнĕ вĕренÿ çулне çÿлерех асăннă вĕренекенсенчен 21-шĕ (13 процент) "5" паллăсемпе кăна вĕçлеме пултарчĕ, 46-шĕ (30 %) — "4" тата "5" паллăсемпе. Ыттисем вăтам шайра ĕлкĕрсе пыраççĕ. Людмила Кузьмина кăçал вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕçлерĕ. Иринăпа Аркадий Кузьминсен ашшĕпе амăшĕ тав сăмахне тивĕç. Вĕсен хĕрĕ Людмила Кузьмина вĕренекенсен олимпиадинче тарăн пĕлÿ кăтартма пултарчĕ, биологипе тата чăваш чĕлхипе иккĕмĕш вырăна тухрĕ (ертÿçисем Л. В. Фролова, В. В. Васильева), технологипе виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ (И. Г. Иванова), Галина Савельева (9-мĕш класс) акăлчан чĕлхипе тата технологипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ (ертÿçисем А. С. Никифорова, И. Г. Иванова), Иван Александров (9-мĕш класс) историпе (С. Ю. Федоров), Елена Васильева чăваш чĕлхипе (В. В. Васильева), Алина Васильева (10-мĕш класс) вырăс чĕлхипе (В. П. Никитина) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Григорий Игнатьев (9-мĕш класс) технологипе (И. П. Матвеев) виççĕмĕш вырăн кăтартма пултарчĕ.

Кĕçĕн классем хушшинче иртекен интеллектуаллă вăйă та пирĕн шкул ачисемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Г. А. Васильеван виçĕ вĕренекенĕ — М. Петрова, Д. Егоров, Д. Илларионов 3—2—1-мĕш вырăнсене тухрĕç. Пуçламăш классен учительницин Г. В. Иванован вĕренекенĕсем А. Никифоров — иккĕмĕш, З. Петровапа Т.Василькова виç-çĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен районта иртнĕ олимпиадăсенче палăрнисем пĕтĕмпе 15-ĕн (17%).

Наукăпа тĕпчев ĕçне те вĕренекенсене явăçтарма тăрăшатпăр. Акă республика шайĕнче иртнĕ " Шаг в будущее — 2" наукăпа практика конференцийĕнче Е. Савельева пĕрремĕш, А. Васильева (7-мĕш класс) виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Раççей шайĕнче иртекен "Чĕвĕлти чĕкеç" тупăшăва 45 ача хутшăнчĕ. А. Васильев (3-мĕш класс), А. Петрова, С. Васильев (6-мĕш класс), Е. Васильева (8-мĕш класс), Е. Васильева (10-мĕш класс) дипломсене тивĕçрĕç (ертÿçи В. В. Васильева). Çавăн пекех "Британский бульдог" конкурсра — 36, "Кенгурура" 54 вĕренекен вăй виçрĕç. А. Иванова (5-мĕш кл.), А. Леонидова, А. Волкова, М. Якимова (8-мĕш кл.) дипломлă пулчĕç.

Пирĕн шкулта вĕренекенсен тавракурăмĕ пĕчĕк маррине палăртасшăн. Ахальтен мар пирĕннисем республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Кăçал — Раççей космонавтикин çулталăкĕ. "Сыны и дочери планеты Земля" ÿкерчĕксен конкурсĕнче Л. Порфирьева (7-мĕш кл.) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. "Çăлтăрсем патне çул хыватпăр" ятлă тĕпчев ĕçĕнче В. Андреева (7-мĕш кл.) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. "Çăлтăрсем патне" электронлă презентацисен конкурсĕнче 10-мĕш класри А. Васильева, Е. Васильева, А. Петров, В. Петров тата Л. Кузьмина (11-мĕш кл.) (ертÿçи В. П. Никитина) дипломсем илме пултарчĕç. "Урхамахсем тăраç тапăртатса" инçет фантастикăлла произведенисен конкурсĕнче Е. Васильева (10-мĕш кл.) пĕрремĕш, А. Петрова (6-мĕш кл.) виççĕмĕш вырăна тухнă. "Эпĕ тата манăн çемье" конкурсра С. Васильева (6-мĕш кл.) (ертÿçи Г. А. Васильева) çитекенни пулмарĕ. "Межрегиональная олимпиада в сфере дополнительного образования" республика шайĕнчи тупăшура Е. Васильева (10-мĕш кл.) иккĕмĕш, Ю. Фомина (6-мĕш кл.) виççĕмĕш вырăнсене (ертÿçи Л. В. Фролова) пайланă. Раççей шайĕнче иртнĕ "Симĕс планета" ăмăртура А. Петров (10-мĕш кл.) "Эко — обăектив" номинацире лауреат ята тивĕçнĕ. Çак конкурсрах "Вăрман пурнăçĕ тата çын шăпи" номинацире Е. Васильева (10-мĕш кл.) та лауреат пулса тăнă. Раççей шайĕнче иртнĕ "Эрудит- марафон" проектсен конкурсĕнче К. Фомин (1-мĕш кл.) (ертÿçи Т. Г. Петрова) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Район шайĕнчи тупăшусенче палăрнисем татах та нумайăн: "Туслăх хĕлхемĕнче" В. Андреева (7-мĕш кл.), "Çамрăк чух ташла" тупăшура А. Васильева (7-мĕш кл.), кĕçĕннисен ташă ушкăнĕ, "Анне чĕри" конкурсра Е. Яковлева пĕрремĕш, А. Васильев (3-мĕш кл.) иккĕмĕш, "Тĕнче уçлăхне уçакансем" — Д. Якимов (7-мĕш кл.) виççĕмĕш, "Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсем" — С. Васильев (6-мĕш кл.) пĕрремĕш, А. Васильев, А. Илларионов иккĕмĕш, краеведени олимпиадинче А. Петрова (7-мĕш кл.) иккĕмĕш, "Ачасен куçĕпе симĕс тĕнче" — Д. Егоров, А. Васильев (3-мĕш кл.) иккĕмĕш, "Çăлтăрсем патне çул хыватпăр" — В. Андреева (7-мĕш кл.), В. Иванов (9-мĕш кл.) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. "Паттăр ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев" викторинăра 14 ача çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Спортри çитĕнÿсем пирки те уйрăммăн асăнас килет. П. Гаврилов (9-мĕш кл., шахмат), М. Якимова (8-мĕш кл., йĕлтĕр спорчĕ), Г. Савельева (9-мĕш кл., шашка) шкул чысне район шайĕнче хÿтĕлерĕç.

Вĕренекенсемпе пĕрлех педагогсем те тĕрлĕрен тупăшусене хутшăнаççĕ. Кăçал республикăра чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта пирĕн шкулти В. В. Васильева палăрчĕ. Районти тĕрлĕ йышши конкурссенче (воспитани енĕпе иртекен проектсемпе программăсен тупăшăвĕнче) В. В. Васильева, В. Н. Федорова, Л. В. Фролова палăрчĕç. "Çулталăкри учитель-2011" тупăшăва хутшăнса С. В. Петрова "Учителями славится Чувашия, приносят славу ей ученики" диплома тивĕçрĕ, Л. В. Фролова "Методические разработки уроков химии с использованием информационно-коммуникационных технологий" конкурсра палăрчĕ. Хими учителĕсен фестивалĕнче Л. В. Фролова виççĕмĕш вырăна тухрĕ. "Самый классный классный-2011" тупăшура А. С. Никифорова пĕрремĕш, И. Б. Миронова иккĕмĕш, Г. А. Васильева виççĕмĕш, "Школьная библиотека — информационный ресурс образования" презентацисен конкурсĕнче В. Н. Федорова виççĕмĕш, истори учителĕсен фестивалĕнче С. Ю. Федоров виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç.

Урок тулашĕнчи ĕçсем те япăхах мар пыраççĕ. Вĕренекенсен кăмăлне, пултарулăхне кура 15 предмета тарăнрах тĕпчессипе, тавракурăма аталантарассипе çыхăннă 9 кружок ĕçлет. Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ урлă 4 кружок ("Çамрăк вăрманçă", "Техникăлла моделировани", "Мастерица", "Çавал хумĕсем"), районти ачасен искусство шкулĕ урлă хореографи уйрăмĕ ĕçлет. Хореографи уйрăмне А. В. Корнеевпа А. А. Козлова ертсе пыраççĕ. Г. В. Борисова тата В. В. Васильева ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ тăтăшах хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать."Мастерица" кружока çÿрекенсем И. Г. Иванова пулăшнипе çыхма вĕренеççĕ. Республикăра иртнĕ физика учителĕсен тупăшăвĕнче М. В. Иванова, шкул питомникĕ тăвассипе çыхăннă "Больше кислорода" проектсен конкурсĕнче Л. В. Фролова, педагогика шухăшĕсен "Уçă урок" фестивалĕнче В. П. Никитина дипломсене тивĕçрĕç. Л.В. Фролова тимленипе "Çамрăк вăрманçă" кружока çÿрекенсем вăрмана, çут çанталăка сыхлама, юратма, упрама хăнăхса пыраççĕ. Кашни çуркуннепе кĕркуннех йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăхсене хутшăнатпăр. Кăçал "Больше кислорода" проектсен конкурсне хутшăнса шкул пахчинче питомник йĕркелерĕмĕр.

Эпир "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ" патшалăх учрежденийĕпе темиçе çул ĕнтĕ тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. "Муравейник" ĕç бригадине ертсе пыракан С. В. Петрова республикăри çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен фестивальне хутшăнса "Чи лайăх педагог-организатор — çул çитменнисен ĕç бригадин йĕркелÿçи" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçалхи каникул кунĕсенче пирĕн шкулта икĕ лагерь ĕçлерĕ. Пĕри — сывлăха çирĕплетмелли "Солнышко", тепри профильлĕ "Çамрăк вăрманçă" лагерь. Вĕсене пурĕ 38 ача хаваспах çÿрерĕ.

Пирĕн шкулта "Яковлев хунавĕсем" организаци ĕçлет. Унăн председателĕ — 10-мĕш класра вĕренекен Алина Васильева. Вăл район шайĕнче иртнĕ "Эпĕ тата манăн шкул организацийĕ" сочиненисен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, "Эпĕ — çăлтăр" видеоролик хатĕрлесе А. Петрова (6-мĕш кл.) иккĕмĕш пулчĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С. В. Петрова тата аслă вожатăй М. В. Осипова тăрăшнипе "Яковлев хунавĕсем" организацийĕн портфолиовĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕ. "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" КВНта пирĕн шкулти "Тăххăрмĕш хум" команда палăрчĕ.

Кăçал пирĕн шкулта хăнара Н. М. Бударин летчик-космонавт пулчĕ. Çĕр-шыв паттăрне Вика Андреевапа Екатерина Яковлева шкул музейĕпе паллаштарчĕç. Каярах Николай Михайлович хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Эпир хамăр пурнăçра пирвайхи хут чĕрĕ космонавт курнишĕн питех те савăнтăмăр. Аякри хăна космонавтика тематикипе йĕркеленĕ стендсемпе ("Чăваш Ен — 3-мĕш космонавт республики", "Шашков — паллă конструктор") тĕплĕн паллашрĕ. Шкула хăнасем час-часах килсе тăраççĕ. Афганистан вăрçине хутшăннă А. Мингалевпа, Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чечен Республикинчи тытăçусенче палăрнă Ю. Антоновпа, районти милици тата медицина ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем халĕ те асра.

Шкул администрацийĕ ачасене вĕренме тата канма условисем туса парассишĕн çине тăрать. Паянхи куна шкулта 29 компьютер, 8 принтер, ксерокопи аппарачĕсем — 4, сканер — 3, проектор — 8, цифрăллă видеокамера — 1, цифрăллă 2 фотоаппарат, музыка центрĕ — 3, шкул библиотекинче 4476 экземпляр илемлĕ литература пур, вĕсенчен 3188-шĕ вĕренÿ кĕнеки, 500-е яхăн электронлă дисксем. Вĕрентÿ ĕçĕнче компьютерпа усă курни уроксене уйрăмах чĕрĕлĕх кĕртет.

Çултан çул пирĕн шкул илемленсех пырать. Шкул умĕнче икĕ фонтан, вĕренекенсене хĕвелтен пытанма беседка ăсталанă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен хими, математика, кĕçĕн классен пĕр пÿлĕмне çĕнетрĕмĕр. Шкул умĕнчи канав урлă пĕчĕк кĕпер хывса ачасене автобус çине лармалли вырăн туса парасшăн. Выльăх-чĕрлĕх усрамалли вите те кивелчĕ, ăна та çĕнетмелле. Шкул пахчинче пахча çимĕç туса илни, выльăх-чĕрлĕх усрани хăйне май тупăш параççĕ.

Паянхи куна Упи шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Эпир вĕренÿпе воспитани ĕçĕ ăнăçлă пулса пытăр тесе çĕнĕ мелсем шыратпăр, тĕпчетпĕр, палăртатпăр. Малашлăха тинкерсе ачасене туллин те тĕрлĕ енлĕн аталантарса, сывă, çирĕп, ирĕклĕ тата творчествăлла шутлакан, хăйне хăй аталанма тата хăйне çак пурнăçра тупма пултаракан çын ÿстерме тăрăшатпăр. Ватă шкулăн çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăвачĕ иксĕлмест-ха. Туслă та пуçаруллă коллектив малашне те тăрăшса ĕçлессе шанатăп.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
02 августа 2011
00:00
Поделиться
;