Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Епле аван-çке атте-анне пурри...

Янкас тăрăхĕнче Кивĕ Йĕкĕтри Сергеевсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Ял-йышра вĕсем ĕçченлĕхпе, ырă кăмăллă та ăш пиллĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Валериан Сергеевичпа Зинаида Егоровна тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те кил-тĕрĕшре тăрăшаççĕ: хуçалăхĕ пĕчĕк мар вĕсен - выльăх-чĕрлĕхĕ, чăххи-чĕппи. Вĕсене пăхсах тăмалла, вăхăтра тăрантармалла, хĕл каçармалăх утă-улăм çителĕклĕ хатĕрлемелле. Чăн та, кăçал курăк парка ÿсрĕ, иртнĕ çулхи евĕр ĕнсе лармарĕ. Пахчара кăна мар, çырма-çатрара та самаях çитĕнчĕ вăл. Ĕлĕкхи пек колхоз ĕнисем такăрламĕç тек вĕсене - фермисем арканнă, хуçалăхĕ юхăннă. Ял кĕтĕвĕ те çулсеренех чакса пырать, ватă çынсен ĕне выльăх усрамалăх вăй çук ĕнтĕ текех. Сергеевсем пирки апла калаймăн-ха: ашшĕ-амăшне ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем пулăшсах тăраççĕ.

Çемьере - çураçу

Виçĕ хĕрпе икĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ вĕсем. Тĕпренчĕкĕсем çĕр-шыв тăрăх саланнă ĕнтĕ, ялта кĕçĕн ывăлĕ Витя кăна юлнă. Унсăр пуçне пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Сергеев-кĕçĕнни газокомпрессор станцийĕнче водительте ĕçлет, Иринăпа Люба Мускавра тĕпленнĕ, Вера - Шупашкарта, Рудольф - район центрĕнче. Пурте çемьеллĕ, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне сакăр мăнук парнеленĕ. Мăнукĕн пĕр ачи те вĕсемшĕн - куç тулли илем. Йăх тымарне тăсакансем вăй илсе, тĕрекленсе пынипе чăннипе мăнаçланаççĕ.

Ашшĕпе амăшĕ ывăл-хĕрне пĕчĕклех ĕçре пиçĕхтернĕ, тĕрĕс воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтернĕ, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тăван киле пĕрле пуçтарăнса пахча ĕçĕсене те, хуçалăхри юсава та пĕрле тума тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса тăраççĕ, “Атте-аннерен тĕслĕх илетпĕр, - тет ывăлĕ Рудольф, - вĕсем пире çапла пулма хăнăхтарнă”.

Сергеевсен туслă çемйинче килĕшÿпе çураçу, пĕр-пĕрне хисеплесе сума суни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслисем хăйсен ырă ĕçĕсемпе кĕçĕннисене хавхалантарса пыраççĕ, сăпайлă та ĕçчен, тÿрĕ чунлă та ăнтăлуллă пулма хăнăхтараççĕ. Ырă вăрлăх вара паха çимĕçпе савăнтарать.

Ялта ят яман

Валериан Сергеевич хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çитĕннисемпе тан ир пуçласа каçченех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тар тăкнă. 1957 çулта ентешĕсем ăна уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. Хĕрĕх çула яхăн çак тивĕçе чыслăн пурнăçласа пынă, тухăçлă кăшман çитĕнтерсе районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Ял хуçалăх производствинчи çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакласа Валериан Сергеева III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, патшалăхăн тата ведомствăн ытти наградипе чысланă.

Сакăр вунă çула çитнине пăхмасăр халĕ те общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнать ялти ятлă-сумлă ватă, вăл - Кивĕ Йĕкĕт старости тата ветерансен канашĕн председателĕ.

Зинаида Егоровнăн тăван ялĕ - Яманак. Вăл та шкул хыççăнах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Каярахпа çĕвĕçĕ-закройщик хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă та халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм çитичченех тăрăшнă.

Çур ĕмĕр ытла пĕрле

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн ЧР Правительствин çуртĕнче çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакан, тĕрĕс воспитани парса халăха юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ мăшăрсене Чăваш Ен Президенчĕпе унăн мăшăрĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наградисемпе чысларĕç. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче Красноармейски районĕнчи Кивĕ Йĕкĕт ялĕнчи Сергеевсем те пулчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин “Юратупа шанчăклăхшăн” орденĕпе чысларĕç. Чăннипех çирĕп те тĕреклĕ Сергеевсен çемйи, йăх тăсăмĕ сывă та çирĕп. Пĕр-пĕрне сума суса хисеплĕ мăшăр çемьеллĕ пурнăç сукмакне 55 çул такăрлать, савăнăçне те, йывăрлăхне те çурмалла пайлать.

“Епле аван-çке атте-анне пурри”,- тет ывăл-хĕрĕ хаклă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанса.

 



"Хыпар"
27 июля 2011
00:00
Поделиться
;