Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çырав кăтартăвĕсене пĕлтерме

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсене Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕ Эльвира Набиуллина ертсе пыракан ĕç ушкăнне тăратаççĕ.

2011 çулхи июньре Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ: РФ Правительствин 2011 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчи 444-мĕш №-лĕ Постановленийĕпе РФ Правительствин Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси хăйĕн ĕçне вĕçленĕ, эстафетăна Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене официаллă майпа пĕлтерекен Ĕç ушкăнне панă.

РФ Правительствин Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси хăйĕн тĕп ĕçне — Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çырава хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ĕç тăвакан федераллă органсемпе Раççей Федерацийĕн субăекчĕсен ĕç тăвакан органĕсен пĕрлехи килĕшÿллĕ ĕçне туса пырассине тата тивĕçлĕ ыйтусене хăвăрт татса парассине — вĕçленĕ, тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă.

Халĕ çыравăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси кăна юлать. Ку вăл Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕ Эльвира Набиуллина ертсе пыракан ĕç ушкăнĕн тĕллевĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсене пурне те паллашма официаллă майпа пичетлет. Ушкăна ĕçе вĕçлекен комисси 2010 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче туса хунă, унăн виçĕ ларăвне ирттернĕ, Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсене сармалли концепцине çирĕплетнĕ. Çыравăн малтанхи кăтартăвĕсене 2011 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Туса хунă ĕç ушкăнĕ хăйĕн ĕçне халăх çыравĕн кăтартăвĕсене 2013 çулта официаллă майпа пĕлтеричченех туса пырать.

(Çырав 2010 федераци пресс-центрĕ пĕлтернинчен)



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
01 июля 2011
00:00
Поделиться
;