Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Мĕнле пурăнатăн, инçетри ял?

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Канаш хулипе Канаш районĕн куçса çÿрекен клиент служби 12 района, çав шутрах пирĕн района та тивĕçтерет. График тăрăх уйăхра 1—2 хутчен вĕсен кирлĕ пур оборудованипе те комплектланă автомашини Трак енри ялсенче те пулать. Хальхинче, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче акă РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕсем Л. П. Языковапа О. А. Афанасьева тата А. Н. Леснов водитель инçетри ялсенче — Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Шурка тата Чумаш ялĕсенче пулчĕç. Любовь Петровнапа Ольга Анатольевна ку ялсенчи ватăсене пенси тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе консультацисем пачĕç.

1. Шуркара

Ирхине çуса иртнĕ çумăр çула пылчăклантарнăран автомашинăна ял пуçне хăвартăмăр. Пахча-анкартисен çумĕпе çуран иртсе яла кĕтĕмĕр. Çĕр çынни паян канăçа çухатнă: çĕр улми анисене çум курăкран тасатса рет хушшисене çырать, килти выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă хатĕрлет. Кăçал çумăрсене пула çак ĕçсене тума пĕртте çăмăл лекмест. Апла пулин те ял çынни пуçне усасшăн мар. Çанталăкăн уяр кашни сехечĕпе усă курма тимлет. Ватти-вĕттипех пахча-анкартинче тăрмашаççĕ. Шуркара вара ватăсем ытларах. Вĕсем те пулин урамра курăнмаççĕ: хĕрсех утă типĕтеççĕ.

— Ял куç умĕнчех ватăлать çав, — терĕ пире кĕтсе илекен Е. Иванова. Елизавета Александровна — ял депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ.

— 14 килте çеç пурăнаççĕ пулмалла. Урамсенче вĕлтрен çын çÿллĕшех çĕкленчĕ. Пурăнакансем хăйсен килĕсем умĕнчине çулкалаççĕ, ыттисем çук. Çу кунĕсенче йыш хушăнать-ха, дачниксем килеççĕ. Ĕçе çÿрекенсен йышне шутласа кăларма икĕ алăри пÿрнесем те ытлашши. Шкула каякансен хисепĕ вара 3—4 ачаран иртмест, — пĕлтерчĕ вăл малалла.

Тĕрĕсех пăшăрханать Еншик Чуллăри вăтам шкулта çамрăк ăрăва математикăна вĕрентекенскер.

— Пĕлтĕрхи çу кунĕсем уйрăмах нушаллă килчĕç пирĕншĕн. Çăлсем (вĕсем 3) типсе ларчĕç вĕт. Пурте çырмари Мăн çăлран шыв çĕклерĕмĕр. Ватăсене паллах уйрăмах йывăр лекрĕ, — ял пурнăçĕпе малалла паллаштарчĕ Елизавета Александровна.

Вăл каланă тăрăх, выльăх тытакансем те сахал ялта. 15—16 ĕнепе пăруран мала мар. Сунă сĕте сутма Çурткасси ялĕ патне çитиех çĕклеççĕ мĕн. Юрать-ха эрнере пĕр хутчен райцентрти кулинари лавккинче ĕçлекен И.Филиппова апат-çимĕç продукчĕсем килсе сутать.

Николаев урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнакан Ю. М. Гавриловапа та сăмахларăмăр.

— Пуçлăхсем пирĕн ял патне çитерекен çула манăçа кăларчĕç пулинех. 4 çул каялла районтан Л. Киселевпа А. Никитин килнине ас тăватăп. Урăх никама та курман, — терĕ Юлия Матвеевна.

74-ра вăл. Бухгалтерта вăй хунă. Çавăнпах лару-тăрупа интересленсех тăрать.

— Çăл юсаса пама шантарчĕç те — çук-ха, паянчченех кĕтсе илейместпĕр, — сăмахларĕ вăл малалла. — Ку çăла манăн мăшăр — Николай Гаврилович тутарттарнă. Вăл çĕре кĕни вăтăр çул çитет те.

Ленин урамĕнчи 12-мĕш çуртри Н.М.Ивановапа, Николаев урамĕнчи 7-мĕш çуртри З. В. Петровапа, çавăн пекех стройкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă С. Г. Сорокинпа, 40 çул ытла механизаторта тимленĕ Л. Х. Ивановпа та калаçрăмăр.

— Пуху-канашлусене пире чĕнмесĕрех ирттереççĕ, — терĕ ытларахăшĕ.

— Хĕлле килсе курăр-ха эпир епле нушаланнине. Çулсене юртан тасатманран кĕрсе те тухаймăр, — пĕлтерчĕç вĕсем. — Уй хапхисене пăхса тăма та кăшт пулăшасчĕ. Хуларан çу кунĕсене ирттерме яла килекенсене те çÿп-çапа пĕр çĕре пухма вĕрентесчĕ.

Çырăнтару ыйтăвĕпе те интереслентĕм. Пĕр кă-мăллăн район хаçатне çырăнса илнине пĕлтерчĕç.

— Унсăрăн епле-ха? Çулленех çырăнса илетĕп ăна, — терĕ Леонид Хрисанович.

2. Чумашра

Шуркасемпе сывпуллашнă хыççăн ку яла çитрĕмĕр. Урам симĕс курăкпа витĕннĕ. Хăшĕ-пĕрисем кил умĕнчех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Солнечная урамри 5-мĕш çуртра пурăнакан Г. М. Михайловпа курнăçрăмăр. 1935 çулта çуралнăскер пенсине Именкассинче кочегарта ĕçлесе тухнă.

— Хупăннă килсем пĕрре урлах пирĕн те, — пĕлтерчĕ Геннадий Михайлович.

Унăн ывăлĕ, газ уçлакан станцире ĕçлекен Владислав Михайлов ял старости иккен.

Пирĕн калаçăва 1928 çулта çуралнă, тăван хуçалăхра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă З. А. Ананьева та хутшăнчĕ. Ял ыйтăвĕсем тавра темчченех сăмахларăмăр.



28 июня 2011
00:00
Поделиться
;