Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çуллахи ярмарккăсенче

Алманчри ав хĕвеллĕ кун иртрĕ, ку ял тăрăхĕн гербне, ялавне тата гимнне презентациленинчен пуçланчĕ. Алманчсене йăлана кĕнĕ ярмаркка ячĕпе вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов, Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн тата информаципе тивĕçтерекен управлени начальникĕ В. Иванов, ку тăрăхри хуçалăхсен ертÿçисем саламларĕç.

Çур аки тата обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарнин кăтартăвĕсемпе ĕç коллективĕсенче малта пыракансене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Ял çыннисене Алманчпа Шывпуçĕнчи кану çурчĕсенчи художество пултарулăх ушкăнĕсем, çавăн пекех Еншик Чуллăри кану центрĕ çумĕнчи театр кружокĕн коллективĕ тата Муркаш районĕнчи Оринин ял тăрăхĕнчи “Шуракăш” фольклор ансамблĕ хăйсен интереслĕ программисемпе савăнтарчĕç.

Спорт вăййисем те пулчĕç. Акă А. А. Тимофеевпа П. С. Яковлев тренерсен воспитанникĕсем бокс енĕпе кăтартуллă вăйăсемпе тĕлĕнтерчĕç. Çамрăксем мини-футболла, шашка-шахматла выляса тупăшрĕç.

* * *

Мăн Шетмĕри “Юн кун пуххи”, Раççей космонавтикин çулталăкне тата хăйсен ентешĕ — Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланăскер, çумăрлă килчĕ. Сумлă паттăра халалласа курав та йĕркеленĕ.

Ярмарккана ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, ветерансен канашĕн председателĕ И. И. Ильин уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăранă май ял старости Г. В. Власова, шкул директорĕ А. И. Васильев тата ĕç ветеранĕ Н. Е. Гаврилов ялав çĕклерĕç.

“Юн кун пуххипе” мăншетмĕсемпе хăнасене ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ П. И. Николаева ыр сунчĕ, пур çĕрте те активлăхпа палăракансен ушкăнне сувенирсемпе чысларĕ, Дворик ялĕнчи Аксеновсен çемйи ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ.

Ярмăрккана пынисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю. А. Васильев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти шкул директорĕ А. И. Васильев саламларĕç. Раççей ял хуçалăх тата Перекет банкĕсен районти уйрăмĕсен ертÿçисем А. В. Муравьевпа А. В. Шестаков хăйсен клиенчĕсене — Анаткасри А. В. Юдинпа Четрикри Г. А. Филиппована хаклă парнесем кÿчĕç.

Концерта Кăлава ялĕнче çуралнă В. Михайлова, Карай ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсенчи тата халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнчи юрă-ташă ăстисем хутшăнчĕç. Юн кун пуххине ялти тĕслĕх библиотекăра вăй хуракан Р. Герасимовапа И. Андреева йĕркелесе пычĕç.

Спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем те пулчĕç. Футболла выляса кăлавасем çĕнтерчĕç. Велокросра 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Андрей Власов мала тухрĕ. Столовăй ĕçченĕсем шашлăк пĕçерчĕç, тĕрлĕ тавар туянма та май пулчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
17 июня 2011
00:00
Поделиться
;