Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пахча çимĕç

Малтанхи ĕмĕрсенче пахчапа кил хушши пурнăç тытса тăнă теме те пулать. Ялта тимлекенсен ĕç укçи пулманпа пĕрех, пенси таврашĕ те пулман. Ăна Çĕнтерÿ хыççăн çеç пĕчĕккĕн (вун икĕ тенкĕ) вăрçă инваличĕсене пама пуçланă, пурнăç хăй майĕпе шуса пынăçемĕн ĕç ветеранĕсене те унпа тивĕçтернĕ. Паллах, ку укçа-тенкĕ пурнăçа саплаштарса пыма çитмен.

Пĕтĕм шанчăкĕ пахчапа кил хушши çинче пулнă. Çĕр, çĕр аллă çул каялла та хальхи пекех пулнă пахчасем, улшăнусем çиелтен çеç, çатан картасем вырăнне халĕ çирĕпрех те илемлĕрех строительство хатĕрĕсенчен тытса лартаççĕ. Пахча çимĕçĕсем вара ĕлĕк мĕн лартнă халĕ те çавсемех. Яланхинчен уйрăлса урăх енчи çимĕçсене ÿстерекенсем те пур-ха, анчах сахал ун пекки. Ĕçлекенсем — ĕç укçи, ватăсем пенси илмесен, килти хуçалăхпа пурнăç тытса тăраймăн. Ун çине шанса пурăннă вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш пин çуллăхсен çыхăнăвĕ тĕлĕнче çумăр хыççăн кăмпа шăтнă пек суту-илÿ точкисем ÿссе ларчĕç. Лайăх пулăм пулĕ-ха ку, йышлă мар лавккасенче нимĕнех те сутманнине аса илсен. Хуласем пирки каламăпăр.

Ялти лавккасенче ĕлĕкрех тĕп хуласенче те пулман япаласене те илме пулать. Тинĕс-океан тепĕр енчи улма-çырла, пахча çимĕç, аш-пăш анчах мар, ĕлĕк-авалтанпа килти пахчара ÿстернĕ çĕр улми, ыхра-сухан... та ялти лавккарах сутаççĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк хăй тÿпине хывнă-ха ку пулăма. Çапах та ку чи пысăк пĕлтерĕшлĕ сăлтав мар. Таварне илсе килсен, ăна сутаççĕ те, илеççĕ те — илекенсем тупăнаççех. Хальхи çамрăксене тĕлĕнтереймĕн кунпа. Пурнăçăн ытларах пайне 20-мĕш ĕмĕрте ирттернĕ сахалланса юлнă ветерансем çеç тĕлĕнме пултараççĕ.

Пысăк хуçалăхсем хăй хакне кăларман культурăсене ÿстермеççĕ хальхи вăхăтра, выльăх-чĕрлĕх усрасси те çав сăлтавпах çыхăннă. Килти пахчара ĕç хакне кăларнипе кăларманнине никам та шутламасть (ĕлĕкрех колхозра е совхозра та çавах пулнă). Килти пахча хуçисемшĕн чи пысăк пĕлтерĕшĕ кунта — хăйĕн ĕçне хăй курса, хакласа, хавхалануллă-çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлесе пахча çимĕç ÿстерсе пухса кĕртни.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
24 мая 2011
00:00
Поделиться
;