Çав кунсем асран тухмаççĕ
Питĕ яваплă поручени (хушнă ĕç) терĕç, ун пирки ăнлантарчĕç. “Шкул çурчĕ Красноармейскинче чи çÿлли, ун тăрринче 12 сехетрен пуçласа 14 сехетчен дежурство тăмалла пулать. Санăн яланах пĕлĕт çине пăхса тăмалла. Унта хĕрлĕ тĕслĕ шар курăнсан, çак номерпе шăнкăравламалла”, — терĕ пуçлăх. Эпĕ хăрама пуçларăм. “Каллех вăрçă тухать-им?” — тетĕп. “Санăн нимĕн те тумалла мар, çавăн евĕр ÿкерчĕк пулсан, директор пÿлĕмĕнчи телефонпа тÿрех палăртнă вырăна шăнкăравламалла. Никама та, нимĕн те пĕлтерес çук”, — терĕç.
Комсомол райкомĕнчен тухрăм, пуçра тĕрлĕрен шухăшсем. Каярах шкул директорĕпе те калаçрăм. Ун чухне Красноармейскинчи вăтам шкулти (эпĕ унта вожатăйра ĕçленĕ-çке) пуçламăш классем В. Васильев урамĕнчи малтан аптека пулнă вырăнти çуртра вĕреннĕ. Унта Мария Николаевна (шел, хушаматне астумастăп), Г. Христофорова, Л. Сурьева, С. Петров, Н. Степанова ĕçленĕ. Асăннă шкулта манăн октябреноксемпе тата пионерсемпе сбор ирттерме хатĕрленмелле пулнă. Шкултан тухнă чухне Ф. Н. Рекеев директора тĕл пултăм. Эпĕ ăна октябреноксемпе пионерсен отрячĕсемпе сбора хатĕрленме пуçлани пирки каласа патăм. Вăл манпа килĕшсе ăнăçу сунчĕ. Анчах манăн пуçра пĕр шухăш: ăна дежурство пирки нимĕн те систермерĕм, пуçлăх хăй те нимĕн те шарламарĕ. Пуçламăш шкултан вăтам шкула дежурствăна ĕлкĕрес тесе васкарăм. Алăк уçрăм çеç, коридорта урра! тесе кăшкăраççĕ, шавлаççĕ. Çавăнта физкультура учителĕн Денис Егоровичăн сассине уйрăммăн палăртмалла. Эпĕ иккĕмĕш хута чупса хăпартăм, учительсен кабинетне кĕтĕм. Унта вĕрентекенсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, савăнăçлăн калаçаççĕ. Федор Николаевич Рекеев директор радиоприемнике хытă сасăпа янă. Радио пĕрмай Совинформбюро хыпарĕсене пĕлтерет: “Паян, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин “Восток” караппа çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăнса çĕр çине палăртнă вырăна анса ларнă”. Диктор космонавтăн биографийĕпе, космос карапĕпе паллаштарать. Çак хăпартланмалли хыпара пĕтĕм тĕнчипе пĕлтерни халĕ те хăлхара илтĕнсе тăнăн туйăнать. Космосра пулнă пĕрремĕш çыннăн вĕçевĕ 108 минута тăсăлнă.
Мана дежурствăна каймалла марри çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ вара манăн мĕншĕн пĕлĕт çине пăхса тăмалла пулнине ăнлантăм.
Хальхи вăхăтра телевиденипе радио передачисенче космонавтсем ăçта анса ларнине пĕтĕмпех калаççĕ-кăтартаççĕ. Ю. А. Гагарин палăртнă вырăна анса ларманнине эпир уççăнлăх тапхăрĕнче тин пĕлтĕмĕр.
Çапла асра юлнă маншăн 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ.