Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Вунă ача амăшне чысларĕç

Майăн 1-мĕшĕ кĕçĕншетмĕсемшĕн те савăнăçлă килчĕ: çав кун ялти кану центрĕнче В. П. Хайбуллинана ял-йышпа чысларĕç.

Вера Петровна Кăмакал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн 1979 çулта Кĕçĕн Шетмĕри сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хума пуçланă. Хальчченех пĕтĕм чун хавалĕпе тимлет. Хастар ĕçшĕн, ăмăртусенче мала тухнăшăн ăна Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе пĕр хутчен кăна мар чысланă. Вера Петровнана коллективра хисеплеççĕ, унпа мухтанаççĕ. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, вĕсене çĕнтерсе тулли ĕмĕтпе пурăнать. Мăшăрĕ — Алексей те — ферма ĕçченĕ. Вĕсем 10 ача çуратса ÿстернĕ. Çавăншăн В. П. Хайбуллинана Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе Хисеп грамотипе наградăланă. Ачисем — Наташа, Алина, Алефтина, Эдикт, Оксана, Рамилия, Ренат, Ирина, Таня тата Дима — пурте пултаруллăскерсем, чăн-чăн артистсем, юрă-ташă ăстисем, кану центрĕн сцени çинчен халăха тăтăшах савăнтарнă, савăнтараççĕ те. Оксанăпа Эдикт — хăвăрт утас енĕпе спорт мастерĕсем. Эдикт халĕ — çарта, салтак тивĕçне пурнăçлать, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлет.

Уяв каçĕнче Вера Петровнана “Нива” хуçалăх ертÿçи И. М. Петров, профсоюз комитечĕн председателĕ Ю. А. Ильин, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен Е. В. Афанасьева, ветерансен канашĕн председателĕ Н. С. Семенов тата хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В. И. Петрова салам сăмахĕсем каларĕç, парнесемпе чысларĕç. Ун ячĕпех мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕ чĕрĕ чечексем парса ырăлăх сунчĕç.

Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи “Солнышко” ташă ушкăнĕ (ертÿçи А. В. Бажбенова), искусство шкулĕн халăх инструменчĕсен “Изумруд” ансамблĕ (ертÿçи И. Н. Михайлова), Виталий Ивановпа Геннадий Яковлев юрăçсем праçник каçне юрă-ташă парнелесе илем кĕртрĕç.

Вера Петровна юбилей каçне пынисене пурне те ăшшăн тав турĕ.

Эпир кăмăллă та сăпайлă, пултаруллă та пуçаруллă нумай ача амăшне — В. П. Хайбуллинана 50 çулхи юбилейне паллă тунă май тепĕр хут чун-чĕререн саламлатпăр, яланах телейлĕ пулма ырă сунатпăр. Çу кунĕ пек — ăшă, кĕркунне пек — пуян, хĕл кунĕ пек — çирĕп, çурхи кун пек илемлĕ пулăр. Чун-чĕрере яланах шанăç, ĕненÿ, юрату пултăр.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
13 мая 2011
00:00
Поделиться
;