Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пирĕн ыйтăва кам татса парĕ?

Иртнĕ çулхи май уйăхĕнчен тытăнса пирĕн çуртпа юнашар (Красноармейскинчи Г. Степанов урамĕнчи 18-мĕш çурт) В. И. Куваев ертсе пыракан хупă йыши “Регионстрой” акционерсен пĕрлешĕвĕ виçĕ хутлă 12 хваттерлĕ çурт çĕклерĕ (прорабĕ О. И. Васильева).

Строительство ĕçĕсене уçăмлă пурнăçлама виçĕ енчен тимĕр листасенчен карта тытса çаврăнчĕç, çурçĕр енчен вара пирĕн хуçалăха карта вырăнне усă курма шутларĕç пулас, пĕчĕк шалчасене (колышкăсене) пирĕн сарай çумнех çапса паллă турĕç. Çавна пула тĕрлĕрен оборудование, строительство материалĕсене пирĕн енне тултарчĕç. Котлован чавнă çĕрĕ те пирĕн сетка карта çумĕнчех.

Хĕлĕпе пысăк кран ĕçлерĕ пирĕн çурт çумĕнче. Вăл ĕçленĕ чухне пÿрт чĕтренсе илетчĕ. “Асанне, мĕн çĕр чĕтренет-им?” — тет Саша мăнукăм, пÿрт чĕтренме тытăнсан. Кайран çак лару-тăрăва хăнăхса çитрĕмĕр. Ку ахаль иртмерĕ. Тул енчен кирпĕчпе купаланă стена çурăлса кайрĕ. Урай хăминчен стена пĕр сантиметр уйрăлса тăрать халĕ, çурт та пусăрăнчĕ.

Кĕркунне çурхи шыв ăçталла юхасси пирки шута илнĕ-ши строительсем? Кран валли плитасенчен çул туса нимĕнле шыв юххи те хăвармарĕç. Кăçал çурхи шыв вăйлăн юхма тытăнсан çĕнĕ çурт путвалне шыв ан кĕтĕр тесе çĕнĕ çурт енне кирпĕчсемпе, хăйăрпа купаласа дамба тунă, пирĕн енне шыв çулĕ туса икĕ çĕртен уçса ячĕç (пÿрт тата сарай тĕлĕнчен). Çавна май сакайне шыв кĕрсе тулчĕ, мĕн пур çĕр улми шыв айне пулчĕ. Пирĕн унччен сакайне нихăçан та шыв кĕмен. Юр айĕпе шыв юхса анкартинчи чи лайăх çĕр сийне юхтарса кайрĕ, тăмпа, хăйăрпа хупласа хучĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çĕре çура-çура хăварчĕ. Паян анкарти еннелле пăхсан куççуль тухать, чун тарăхупа тулать. Пирĕн канализаци шăтăкĕ сарай айккинчеччĕ, вăл та шывпа тулчĕ.

О. Васильева прорабпа калаçса пăхрăм, анчах вăл айăпа йышăнасшăн пулмарĕ. Унăн пĕр хурав: “Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп, администрацине кайса татса парăр”.

Манăн мăшăрăн Г. М. Капровăн сывлăхĕ япăх, инсульт пулнă хыççăн хуллен кăна çÿрет, начар калаçать. Эпĕ те тивĕçлĕ канура. Пире, ватăсене, хисеплеменни питех те кăмăллă япала мар.

Халĕ çĕнĕ çуртра шалти ĕçсем пыраççĕ. Раствор пăтратмалли агрегата пирĕн çуртпа юнашарах вырнаçтарчĕç. Яланах шав тăрать. Урăх çĕре куçарма каллех прораб килĕшмерĕ.

Пирĕн çемье пăшăрханмалли çак ĕçсемшĕн, ним айăпсăр сăтăр курмалла пулнишĕн тивĕçлĕ йышăну тума авторитетлă комисси йĕркелеме ыйтать, пулăшу кĕтет.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
06 мая 2011
00:00
Поделиться
;