Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕнер тата паян

Ĕçпе тивĕçтерекен центр çăмăл мар условисенче — Раççей экономики 90-мĕш çулсенче рынок механизмне куçнă тапхăрта — йĕркеленме тытăннă. Çав тапхăрта ĕçпе тивĕçтерекен службăсен ĕçченĕсем пĕр вăхăтрах çынсене усă кÿме май паракан структурăсем йĕркеленĕ. Вĕсем ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене хăйсен кăмăлне каякан юрăхлă ĕç тупса пама, психологи тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿме, тĕрлĕрен социаллă тÿлевсемпе ĕçлеме майсем шыранă. Паллах, чи малтан хăй умĕнче тăракан чи пирвайхи задачăсене татса памалла пулнă. Трак енре асăннă центра йĕркелес çĕрте Ю. Молокина тăнă. Юлия Ивановнапа кунти специалистсен çав тапхăр çинчен каласа памалли пурах. Пирваях центр район администрацийĕн çурчĕн пĕр кабинетĕнче вырнаçнă, пичетлекен машинка пулнă, учет карточкисене алăпа çырнă. Н. И. Иванова ĕçленĕ вăхăтра тăрăшнипе центр перекет банкĕн çуртне куçнă. Пÿлĕмĕсем таса, çутă. Паянхи вăхăт ыйтакан компьютерсем, ытти оборудовани вырнаçтарнă. Паян вара ăна манăн лайăх йĕркеленĕ пĕр-пĕр производствăпа танлаштарас килет. Центр штачĕ пĕчĕккĕн ÿссе пынă. Паянхи куна кунта 8 çын тăрăшать, вĕсенчен 6-шĕ — тĕп специалистсем.

Çирĕм çул хушшинче пирĕн служба ятне темиçе хут та улăштарнă. Халĕ вăл — “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” Патшалăх учрежденийĕ. Çак тапхăрта пирĕн ĕçченсем тĕрлĕ условисенче тăрăшнă, анчах пирĕнтен кашниех хамăр ĕçре яланах çĕнĕ формăсем шырас, çĕнĕ программăсене ĕçе кĕртес енĕпе тăрăшнă. Çĕр-шывра ĕçпе тивĕçтерекен службăсем валли специалистсем хатĕрлекен вĕрентÿ структурисем пулман, халĕ те çук пулĕ. Центрăн статусĕ чылай чухне ертÿçĕрен, коллектив пултарулăхĕнчен килет. Пирĕн коллектив — хăйсен ĕçне аван пĕлекен специалистсем. Вĕсен пĕлĕвĕпе опычĕ, ĕçлеслĕхĕ тата яваплăхĕ, çынлăхĕ умра тăракан тĕллевсене уçăмлăн татса пама май параççĕ.

2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен центра И. М. Козлов ертсе пырать. Вăл специалистран директора çити ÿсрĕ. Вăл тимленипе Трак енре халăха ĕçпе тивĕçтерес çĕрти патшалăх политикин тĕп енĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Службăна мĕн йĕркеленĕренпех кунта тĕп бухгалтерта М. Ю. Уткина тăрăшать. Марина Юрьевна центрăн финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн бухгалтери учетне йĕркелесе пырать, федераци тата республика бюджечĕсенчен тĕрлĕ программăсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕне мĕнле тĕллевпе усă курнине йĕркелесе тăрать. Ĕç-сĕррисене социаллă хÿтлĕх парас тата районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес çĕрте унăн тÿпи пысăк. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕнче çулленех япăх мар кăтартусемпе палăрать.

Центрти ертсе пыракан Н. В. Вишнеева инспекторăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Надежда Владимировна кунта 1999 çултанпа вăй хурать. Вăл ĕç рынокĕнчи ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене професси тата социаллă ориентаци, професси вĕрентĕвĕ парас, психологи пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе ĕçлет. Çак тапхăрта 20 пин ытла çын профориентаци çăмăллăхĕсем илнĕ. Ĕçсĕррисене социаллă адаптаци парас çĕрте тренингсем питех те меллĕ форма шутланаççĕ, вĕсене опытлă психологсем ирттереççĕ. Кунпа пĕрлех профессиллĕ вĕрентÿ форми çине те тимлĕх уйăратпăр. Унпа, тĕпрен илсен, ĕç рынокне тухакан, професси илмен çамрăксем усă кураççĕ. Ĕçлев служби йĕркеленнĕренпе ĕçсĕр тăрса юлнă 800 ытла çынна професси хатĕрленĕвĕ илме, квалификацие ÿстерме янă.

2009 çулхи октябрьтен ертсе пыракан инспекторта И. Ю. Иванов ĕçлет. Игорь Юрьевич ĕçсĕррисене тивĕçлĕ ĕç тупса парас çĕрте патшалăх пулăшă-вĕ парас, ĕç паракансене вара тивĕçлĕ специалистсем тупса пама пулăшас, обществăлла ĕçсем йĕркелес, ĕçрен массăл-лă хăтарнисене вăхăтлăх ĕç тупса парас тата профессиллĕ вĕрентÿ валли майсем шырас, вĕрентÿ учрежденийĕсен выпускникĕсен стажировкине туса пырас, ĕçсĕррисене хăйсен ĕçĕпе тăрăшма май туса парас, республикăри тĕллевлĕ программăсене ĕçе кĕртес, ытти ыйтусемпе тăрăшать.

Т. М. Яковлева — ертсе пыракан инспектор, центрта 2010 çулхи март уйăхренпе вăй хурать. Татьяна Михайловна çул çитменнисене вăхăтлăх ĕç тупса парас, ĕçсĕррисене социаллă тÿлевсем куçарса парас енĕпе тимлет.

Пирĕн центрти чи çамрăк специалист — Л. П. Сергеева. Луиза Петровна кăçалхи февральтенпе районта ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çыхăннă мероприятисене ĕçе кĕртес, обществăлла тата вăхăтлăх ĕçсене йĕркелес тĕлĕшпе вăй хурать.

Коллектив пурнăçне В. В. Петрова техслужащипе И. Н. Григорьев водитель те туллин хутшăнаççĕ.

Центр ĕçĕ тĕрлĕрен. Кунта хăйĕн ĕçне парăннă, ăна чунтан юратакан çынсем тăрăшаç-çĕ. Кашни сотрудник — тулли пĕлÿллĕ, кирек епле ĕçе пурнăçлама пултаракан чăн-чăн профессионал. Ырă хутшăнусем центра килекен клиентсем çине те “куçаççĕ”.

20 çул хушшинче пирĕн служба çăмăл мар аталану çулĕпе утса тухрĕ, çĕршер çынна ĕç тупма, çĕнĕ професси илме, хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшрĕ. Çак çул-йĕртен эпир малашне те пăрăнмăпăр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
22 апреля 2011
00:00
Поделиться
;