Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Космонавтика кунне халалласа

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Карайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта Космонавтика кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ.

Малтанах сăвă каласа малти вырăна тухнă ачасем космонавтсем çинчен сăвăсем каларĕç.

Л. Проклова вĕрентекен Космонавтика çулталăкне халалласа космонавтсем çинчен электронлă презентаци кăтартрĕ. Ыйту-хурав ирттерчĕ.

Çак çул пирĕн çĕр-шывра Космонавтика çулталăкĕ пулнишĕн эпир чунтан хĕпĕртетпĕр. Савăнма сăлтавĕ те пур-çке. Тĕнче уçлăхне парăнтаракансен йышĕнче пирĕн ентеш те пур. Андриян Григорьевич Николаев Чăваш çĕр-шывĕнче çуралса ÿснĕ.

Ачасен “Тÿпе уçлăхĕ” ÿкерчĕксен конкурсне те йĕркеленĕ, вăл та космоспа çыхăннă ÿкерчĕксемпе пуян.

Эпир çуллахи каникулта Шуршăла çитсе курас ĕмĕтсемпе пурăнатпăр. Ентешĕн космосри ĕçĕпе мухтанатпăр. Вĕсене кура эпир çитĕнÿсем патне ăнтăлатпăр, тăрăшса вĕренетпĕр.

Уявра малалла Карай шкулĕнчен вĕренсе тухнă арçынсен ушкăнĕ (В. Малинин, Н. Исаков, А. Григорьев, В. Кириллов) концерт кăтартрĕ.

В. Малининпа А. Григорьев спонсорсем шашкăпа шахмат вăййисенче мала тухнисене грамотăсемпе хаклă парнесемпе чысларĕç.

Асăннă мероприятипе ашшĕ-амăшĕсем, ачасем, вĕрентекенсем кăмăллă юлчĕç.

М. Романова



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 апреля 2011
00:00
Поделиться
;