Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнĕ, чаплă юрăсем шăранччăр

Апрелĕн 5-мĕшĕнче музыкăна юратакансем районти халăх пултарулăхĕн çуртне черетлĕ “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивале пухăнчĕç. Шучĕпе вăл вун виççĕмĕш пулчĕ. Çак цифрăна пăхмасăр вăл ăнăçлă иртрĕ.

Фестивале хутшăнакансен йышĕ самаях пысăк пулчĕ. Мĕн пурĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ 12 композитор юррисене тăратнă. Вĕсенче тĕрлĕ темăсене хускатнă.

Акă Илья Степановăн 9 юрă янăрарĕ. Репертуарĕ анлă: йыш тата пĕччен, çамрăксем, ача-пăча тата ытти те юрламалли хайлавсем. Композиторăн “Эсĕ хаклă та çывăх чунăма” (сăмахĕсем Вăрăм Палюкăн) юррине Заволжски клуб çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертÿçи М. Дмитриев, баянисчĕ А. Алексеев), “Тăванăм” ятлине (сăвви Г. Çуткÿлĕн) районти пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ (баянисчĕ А. Алексеев), “Вăрман чĕкеçĕсене” (сăвви И. Ахратăн) Пикшикри хĕрарăмсен “Шанчăк” ушкăнĕ (баянисчĕ Н. Никоноров), “Аннене” ятлине (сăвви З. Сывлăмпин ), “Çул хĕрринчи юманне” (сăвви Р. Волковăн) Кушкă енчи хĕрарăмсен “Кĕмĕл” ушкăнĕ (баянисчĕ И. Степанов хăй) шăрантарчĕç. Унăн “Тăван яла курма”, “Чăваш каччи чун савни” (сăвви Нина Степанован) юррисене уйрăм солисткăсемТамара Тимофеевапа (баянисчĕ И. Степанов) Наталья Григорьева, “Робинзонне” (сăвви А. Смолинăн) ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекен Л. Герасимов (баянисчĕ Н. Никоноров) пысăк туйăмпа юрларĕç.

Валентина Рудникова фестивале 6 юрă тăратнă. Вĕсенчен “Сăрлă алăк” (сăмахĕсем В. Давыдов-Анатрин), “Тăвансем пуçтарăнсан” (сăвви Л. Антоновăн) юрăсене “Трак ен” фольклор ушкăнĕ (баянисчĕсем Н. Никоноровпа Г. Яковлев), “Облака” юррине (сăвви В. Егоровăн) Г. Яковлев, “Акăшсене” (сăвви Ю. Сементерĕн) Эльвира Федорова, “Сассăр кайăк пулар мар” юррине (сăвви Г. Дубровăн) Лина Александрова, “Аниса юррине” (сăвви Юрий Сементерĕн) Альбина Павлова (баянисчĕ Н. Никоноров) солисткăсем хавхаланса шăрантарчĕç. Паллах, ăсталăх шайĕ çак ушкăнсен те, уйрăм юрлакансен те чăннипех пысăк. Баянистсем те музыка инструменчĕпе професси шайĕнче выляççĕ.

Пирĕн ентеш Г. Алексеев-Яманак юрă кĕвĕлессипе “шур сухалсен” шутĕнче. Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар поселокĕнче пурăнать. Çапах фестивале хутшăнма вăхăт та, кăмăл та тупать. Çитменнине тата ăна ку фестивальте жюрине те ертсе пыма шанса панă (чăннипе конкурса хăй юррисемпе тухаканăн ку тивĕçе пурнăçлама кирлĕ мар теме пулать, анчах мĕн тăвăн, хамăр тăрăхран ăна валли хальхинче ирĕклĕрех çын тупаймарăмăр курăнать). Ку фестивальте хăйĕн хайлавĕсене сцена çине кăлармашкăн вăл фонограммăсем хатĕрленĕ. Вĕсемпе усă курса янраттарма ăста юрăçсене тупнă. Мĕн калăн, шанăçа пĕтĕмпех тÿрре кăларчĕç вĕсем, ахăр. Зоя Смирнова “Шурă акăшсене” (сăвви Ю. Сементерĕн), С. Васильевапа Н. Филиппова (дуэт) “Эсĕ маншăн кун çути” юрра (сăвви А. Ивановăн), З. Смирнова, Л. Ильина тата С. Васильева (трио) “Аннеçĕм, эс ялан манпа” юрăсене питĕ кăмăла каймалла шăрантарчĕç.

Фестивале ытла тăсăлса каясран тата куракансене пĕр автор хайлавĕсемпе йăлăхтарасран (паллă ĕнтĕ ку мероприяти пĕр автор каçĕ мар-çке тата пахалăх тĕп вырăнта) малтан кашнин икшер юрăран ытла тăратмалла мар текен шухăш та пурччĕ. (Тен, вăл хăшĕ-пĕрисем патне çитеймен те вĕсем çавăнпа кунта ытларах юрă илсе килнĕ, малашнехи фестивальсенче çавна шута илни кирлĕ пуль. Фестиваль вăл кашни мĕн сĕнет, çавна усă курмалли мероприяти мар-çке). Икшер юрă сĕннисем И. Прокопьевпа О. Николаев пулчĕç. И. Прокопьев юррисем малтанхи фестивальтенех (вăл пуçласа1997 çулта иртнĕ) янăраççĕ. Хальхинче унăн çĕнĕ “Манас çук нихçан” (сăвви те хăйĕнех) лирикăлла юррине Анатолийпе (баянпа та вăлах калать) Станислав Алексеевсем, “Сĕрме купăс сасси ян каять” текеннине (сăмахĕсем Гурий Дубровăн) Г. Дубров (баянисчĕ Н. Никоноров), Олег Николаевăн “Мĕн тери илемлĕ” (сăвви те хăйĕн) хайлавне Эльвира Федоровапа Алевтина Федорова (баянисчĕ Н. Никоноров), “Кăмăллатăп эп сана” текеннине (сăвви хăйĕн, О. Николаевăн) Галина Егорова (баянисчĕ А. Алексеев) ăста юрларĕç.

Халĕ фестивальти пĕрер юрă авторĕсене асăнăпăр. Ку фестивальте хăй çине Николай Никоноров пек йывăрлăх тиекенни урăх пулмарĕ те пулĕ. Вăл алла баян тытса нумай коллективпа уйрăм солиста сцена çине кăларчĕ. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Чăннипех тур пани пур унăн. Николай Михайлович районти музыка пĕрлĕхне ертсе пыраканăн мĕнле пулмаллине кăтартрĕ мар-и? Вăл хăйĕнне нумай янраттарма тăрăшмарĕ, ыттисене ытларах çул пачĕ (çакă мар-и вăл чăн-чăн сăпайлăх). Пултаруллă композитор тата юрлаттарма пултаракан кĕвĕленĕ “Пурнăç чи хакли” юрра (сăмахĕсем В. Рудникован) Анастасия Козлова çамрăк юрăç (баянпа калаканĕсем автор Н. Никоноров хăй, Г. Яковлев, А. Алексеев) янраттарчĕ. Çакă пурин чунне-кăмăлне те пырса тиврĕ ĕнтĕ.

Алманчри Олег Дмитриев сцена çине хăйĕн ентешĕн Галина Макарован “Аманнă чĕре” сăввипе кĕвĕленĕ юрăпа тухрĕ. Шăрантараканĕ те хăйсен ентешех — Людмила Егорова. Вăл та солист пулмах çуралнă тейĕн, сасси уçă, янравлă тата мĕн чухлĕ туйăм. Баянпа та композитор хăй вылярĕ. Харăсах мĕн чухлĕ пултарулăх тытăнса тăрать пĕр çынра. Çавăнпа, паллах, юрă хальхинче никама та чуна пырса тивмесĕр тăма пултараймарĕ.

Шетмĕ Михалин “Каласамччĕ чăннине” сăввипе Станислав Гаврилов юрă кĕвĕленĕ. Ăна Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” ушкăн юрларĕ. Баянпа Г. Яковлев вылярĕ.

Тепĕр талант Юрий Данилов. Ăна турă сассине те панă. Гитара калама та ăста. Хальхинче “Осенняя грусть” ятлă сăввине те хăех çырнă. Ăна вăл хăй юрласа, хăй гитарăпа каласа пысăк ăсталăхпа куракансем патне çитерчĕ.

Чатукассинчен килнĕ “Илем” ушкăн (баянисчĕ Валентина Николаева) хăйсен Енĕшкассинчи ентешĕ Валентин Никитин хăй çырнă сăмахсемпе хăй кĕвĕленĕ “Чатук ен катисем” юрра пухăннисене парнелерĕ.

Ю. Романова халăх вăрçă темипе çырнă “Я тебя никогда не забуду” сăвă интереслентерсе янă. Унăн кĕввине хăех шыраса тупнă. Г. Яковлев, Л. Григорьев, Г. Сергеев, А. Алексеев, П. Тимофеев чаплă юрлама хăнăхнă. Вĕсене концертра автор хайлавне Н. Никоноров баянист чăнласах ăнăçлă янраттарма пулăшрĕ.

А. Раськин та хăй сăвăласа кĕвĕленĕ “Ĕмĕтри савни” юрăпа тухрĕ халăх умне. Ю. Даниловпа иккĕшĕ гитарăпа каласа юрларĕç. Зал вĕсен пултарулăхне хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕ.

Концерт вăхăтĕнче фестивале юрă çырса тăратнă пур композитора та дипломпа чысларĕç. Художество пултарулăх ушкăнĕсем те диплома тивĕçрĕç. З. Смирнова, Л. Егорова, Т. Тимофеева, Н. Григорьева, Н. Филипповапа С. Васильева, Ю. Данилов, А. Козлова, Л. Герасимов солистсене, Юрий Даниловпа Анатолий Раськина, Зоя Смирновапа Лидия Ильинаран тата Светлана Васильеваран тăракан хĕрарăмсен ушкăнне тата Г. Яковлевран, Л. Григорьевран, Г. Сергеевран, А. Алексеевран тата П. Тимофеевран тăракан арçынсен ушкăнне пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш степеньлĕ дипломсемпе наградăларĕç.

Концерта Упири фольклор ушкăнĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри кану çурчĕн В. Парфенов (ăна унсăр пуçне жюри членне те кĕртнĕ) ертсе пынă артисчĕсем хăйсен юррисемпе пуянлатрĕç.

Маларах асăннăччĕ, пĕтĕмĕшпе илсен фестиваль аван иртрĕ. Çапах та ăна малашне ытти çулсенче ирттернĕ чухне çÿлерех асăннă шухăшсене шута илсен аванччĕ.

Çĕнĕ юрăсем тетпĕр пулсан кун пек фестивальте тахçанхисенех сцена çине кăларас марччĕ (шел пулин те хушăран кун пекки те тупăнать-ха).

Юрă мĕнле пуласси сăвă пахалăхĕнчен пуçланать. Хăш-пĕр çĕнĕ авторсем сăввисене те хăйсемех çырма тăрăшаççĕ. Анчах вĕсем пурте пулса çитнĕ-и? Пиçи-пиçми кашни сăвăпах юрă кĕвĕлеймĕн. Вăл поэзин хĕлĕх али витĕр тухса пичетленейĕ-и? Тата кĕвви аван пулсан та унăн пуласлăхĕ иккĕленÿллĕ. Кун пек юрă республика шайне тухайĕ-и? Унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ-и? Вăл чăваш музыкин ылтăн çÿпçине кĕрсе юлайĕ-и? Çуках пулĕ. Апла пулсан фестивале кăлармалли юрăсен ку таранччен палăрман авторсен сăввисене пăхса тухассине те йĕркелемелле пек туйăнать. Кунта чаплă тата ку таранччен республикăпа район шайĕнче палăрнă, шанчăклă авторсен хайлавĕсем пирки сăмах пымасть, поэзи картне лартман сăвăсемпе юрă кĕвĕленине эпĕ ăнланмастăп тата ырламастăп. Çав сăвăсене, ман шутпа, малтан Н. Янкас обществин е райхаçат редакцийĕ çумĕнчи поэзи секцийĕнче пăхса тухмалла. Унта ирĕк панă сăвăсемпе хывнă юрăсене кăна халăх умне кăлармалла. Хресчен пахалăхсăр, шăтман вăрлăхпа ака тумасть-çке. Кунта та çаплах пулмалла пек, вăл ыйтупа ку ĕçе йĕркелекенсен çирĕп, принциплă позицийĕ кирлĕ пулĕ.

Манăн фестиваль вăхăчĕ пирки те çĕнĕ шухăш çуралчĕ. Ăна çулталăк вĕçнелле ирттермелле мар-и? Акă мĕншĕн. Хальхи фестивале Космонавтика çулне тата Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалланă. Авторсем ку темăсемпе юрăсем çырса ĕлкĕреймен вĕт. Фестивале çулталăк вĕçĕнче ирттерсен вăл шăпах çавăн пирки кĕвĕленĕ çĕнĕ юрăсемпе тата кĕвĕсемпе пуянланма пултарнă пулĕччĕ. Çакă сăвăçсене те çĕнĕ хайлавсем шăратса кăларма хавхалантарĕччĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
12 апреля 2011
00:00
Поделиться
;