Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Уява хутшăнса

Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх 20 çул тултарнине тата пирĕн ентеш, Танăшра çуралса ÿснĕ Ю. С. Семенов-Сементере халалласа тĕп хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕ савăнăçлă уява районти коллективсем активлă хутшăннă.

Çав кун Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ. Унта Трак ен çыннисем чылайăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятире Еншик Чуллă ял тăрăхĕнчи "Эншей" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Хăнасем наци апат-çимĕçĕн выставкине тата юбилейлă датăсене халалланă информаци стендне йĕркелерĕç. Çакăншăн Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А. Львов Еншик Чуллă ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалистне А. Фролована ăшшăн тав турĕ.

* * *

Çав кунах Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче иртнĕ уявра Алманчри ял тăрăхĕ те наци апат-çимĕçĕн конкурсне хутшăннă. Алманчсем çавăн пекех унта хăйсен ĕç-хĕлне кăтартакан стендсемпе паллаштарнă. Шывпуçĕнчи кану çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ фойерех пĕчĕк концерт кăтартнă. Кунти Е. Егорова методист тата "Гигант" ЯХПКри В. Николаев механизатор "Трак ен" ентешлĕхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

* * *

Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем наци апат-çимĕçĕн конкурсне хутшăнчĕç.

Уява пирĕн ентешсем те ахаль ирттерсе ямарĕç.

Вăл питех те савăнăçлă иртрĕ. Унта пирĕн ентешсем— Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки Н. Степанова, чăваш эстрада юрăçисем В. Леонтьев, Ф. Васнар, Л. Афанасьева тата Г. Шадрина чăваш халăх поэчĕн, Красноармейски районĕн хисеплĕ çыннин Ю. Сементерĕн сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Уяв концертне Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн "Хĕвел" ушкăнĕ тата райцентрти 2-мĕш шкулта вĕренекен Катя Козлова хутшăнчĕç.

"Трак ен" ентешлĕх ертÿçисем Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацине Кубокпа тата Тав çырăвĕпе чысларĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
08 апреля 2011
00:00
Поделиться
;