Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Трак ен» - 20 çулта

Шупашкарта йĕркеленнĕ «Трак ен» ентешлĕх Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ 8 пин ытла çынна пĕрлештерет. Вăл кăçал 20 çул тултарнă. Çавна май Красноармейскисем ăна савăнăçлă лару-тăрура уявланă. Хаклă хăнасен шутĕнче асăннă тăрăхра кун çути курнă паллă çынсем, ăсчахсем, хуçалăх ертÿçисем, ял хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хуракан ĕçченсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, спортсменсем пулнă.

Уява «Трак ен» ентешлĕх правленийĕн председателĕ А.Львовпа Красноармейски район администрацийĕн ертÿçи В.Александров уçнă, залра ларакансене саламласа ырлăх-сывлăх суннă. Çавăн пекех Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене те палăртнă унта. 2010 çул кăтартăвĕсем тăрăх çак чыса Чăваш Республикин халăх художникĕ К.Владимировпа В.Александров скульптор тивĕçнĕ.

«Трак енсене» саламлама Чăваш Республикинчи ентешлĕхсен канашĕн председателĕ Анатолий Кипеч çыравçă тата Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Вăрнар, Канаш, Элĕк ентешлĕхĕсем хутшăннă.

Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ юрă-кĕвĕ ăстисем вара куракана хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

 



"Хресчен сасси"
06 апреля 2011
00:00
Поделиться
;