Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Лайăх тухăç илес шанчăкпа

«2011 çулта çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттермелли мерăсем çинчен» ыйтупа республикăри семинар-канашлу Красноармейски районĕнче иртрĕ. «Таябинка» агрофирмăра çĕнĕ техника экспозицине йĕркелерĕç. Ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисем куравра тĕш тырăн акма сĕнекен сорчĕсемпе те паллашрĕç.

- Пĕлтĕр çут çанталăк кÿнĕ йывăрлăхсене пула ял хуçалăх пысăк çухатусем тÿсрĕ. Çавна май Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине пурнăçлас ыйту çивĕчленчĕ. Ăна сирес, апат-çимĕç саппасне пысăклатас тĕллевпе хуçалăхсем çур акине лайăх тухăç илес шанчăкпа тухаççĕ, - терĕ семинар-канашлăва уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. - Кăçал çуркунне юлса килет. Выльăхсене ешĕл курăк çине кăларас вăхăт тăсăлать, апат ытларах çитермелле. Юр вăрах ирĕлнĕрен кĕрхисен пăнтăх чирĕпе аптрас хăрушлăх пур. Çур акине юларах тытăнни тепĕр енчен, тен, лайăх та. Ăна хатĕрленме вăхăт ытларах пулать. Шутлă кунсенче пурнăçламалли ĕç вара самаях. Тĕш тырă, çĕр улми вăрлăхĕсем, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал çитмеççĕ. Вĕсене кÿрсе килес ĕç малалла пырать.

Çур акине хатĕрленсе ирттерес ыйтупа ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Леонид Николаев паллаштарчĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсем 119,3 пин гектар /унчченхи çулхи шайрах/ кĕрхисем акса хăварнă. Йĕркеллех хĕл каçнă. Экспертсен шухăшĕпе - 10-15 проценчĕ кăвакарма, çĕрме пултарнăран çав лаптăка çĕнĕрен акма тивет-и тен. Çакă тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и - юр кайсан паллă пулĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ: вăйсăр тухакан кĕрхисене тăхтаса тăмасăр апатлантармалла.

Пĕлтĕрхи шăрăх нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕн пĕр пайне тĕп тунă. 18 пин гектар акмалăх вăрлăх пур. Хуçалăхсен унпа усă курса юлмаллах.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 280,7 /2010 çулхин 109,4 проценчĕ/, çĕр улми - 54,0 /пĕлтĕрхи шайрах/, пахча çимĕç - 6,1 /2010 çулхинчен 13: нумайрах/, техника культурисем - 4,3 /2010 çулхин 134,4 проценчĕ/, выльăх апачĕлĕх 252,4 пиншер гектар /пĕлтĕрхинчен 1,4: ытларах/ йышăнĕç. Куккурус 7,0 пин га /1,7 хут пысăкрах/ акĕç. Шел те, Улатăрпа Шăмăршă, Куславккапа Çĕмĕрле районĕсем ăна çитĕнтересшĕн мар.

Республикăра акма уйăрнă тĕш тырă 95,3:, ыттине Чăваш Ен тулашĕнчен туянĕç. Вăрлăхăн 78 процентне кондицие çитернĕ. Лару-тăру Улатăр, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче йывăр. Акмалли тырă 66,4-73,9: çеç. Унăн та пулин пахалăх шайĕ пĕчĕк. Канашпа Куславкка тата Шăмăршă енче акма юрăхлине 63-67: кăна хатĕрленĕ. Çуркунне вара кĕтмест.

Çĕр улми енĕпе те çăмăл мар. Лартмалли 89,6: пур, вăл уйрăмах харпăр хăй хуçалăхĕсен сахал. ЧР Апат-çимĕç фончĕ халăха йывăрлăхра пăрахмастех, «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхĕпе тивĕçтерме шантарать.

Элита сорт хакланса пынăран 2011 çулта субсиди ставкине пысăклатнă. Республика тата федераци бюджечĕсем акма пĕр тонна паха тĕш тырă туяннăшăн - 8900 тенкĕ, çĕр улмишĕн 13380 тенкĕ субсиди уйăраççĕ.

«ЧР Апат-çимĕç фончĕ» предприяти хуçалăхсем валли 1500 тонна лайăх вăрлăх туянма килĕшсе татăлнă, хальлĕхе 1150 тонна кÿрсе килнĕ, çĕр улми 260 тонна хатĕрленĕ.

Ака-суха ирттерме 26 пин тонна топливо, 6 пин тонна бензин кирлĕ. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем дизтопливо - 59,7, бензин 51,7: хатĕрленĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал /ÇСМ/ Элĕк, Куславкка, Етĕрне районĕсенче çителĕксĕр. Раççей Правительстви ял хуçалăх организацийĕсене ÇСМа 10: йÿнетсе сутма йышăннă, анчах «Лукойл» оператор ăна Чăваш Республикине çулталăкра та 1600 тонна çеç уйăрма палăртнă. Ку мĕн кирлин 8 проценчĕ çеç. «Эпир Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствине тата Энергетика министерствине çырупа тухрăмăр. «Роснефтьрен» пулăшу кĕтетпĕр. Калаçса татăлсан топливăна Ульяновскран кÿрсе килĕпĕр. Вĕсен хакĕ йÿнĕрех те. Ыйтăва татса паратпăрах», - пĕлтерчĕ Сергей Павлов министр.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем 64,7 млн тенкĕлĕх 108 техника туяннă, вăл шутра 21 трактор. «Росагролизинг» АУО техникăна хресченсене çуррине йÿнетсе сутма хатĕр. Ку çăмăллăхпа çĕр ĕçченĕсем усă курса юлаççех пулĕ.

Тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшĕ пирки те сăмах пычĕ. «Ялсенче пысăк хуçалăхсем те пулмалла, - терĕ Сергей Владимирович. - Вĕсене локомотив, отрасле туртса пыракан тĕп вăй тетпĕр. Çав вăхăтрах уйрăм çын хуçалăхĕсен тÿпи те пысăк. Патшалăх вĕсене пулăшсах тăрать. Харпăр хăй ĕçне пуçарма 58 пин тенкĕ субсиди парать. Пĕлтĕр вăл укçапа 1700 çемье тĕллевлĕ усă курчĕ».

2008 çултанпа хушма хуçалăха аталантарма Чăваш Енри хресченсем 4,6 млрд тенкĕлĕх 32742 кредит илнĕ. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн кăтартăвĕсем 257 хуçалăх 41 млн тенкĕлĕх кивçене кĕнине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсем кăтартуллă.

2010 çулхи тип шар шăвармасăр пысăк тухăç илме май çуккине кăтартрĕ. Хуçалăхсем мелиораци техники туянма тытăнчĕç. «Çĕр улмине мухтав» агрофирма /Комсомольски районĕ/ 4,5 млн тенкĕлĕх шăвармалли оборудовани илнĕ. «Санары» /Вăрнар районĕ/, «Куснар» /Куславкка районĕ/ агрофирмăсем, «Дружба» ЯХПК /Комсомольски районĕ/ тата чылай хуçалăх çак çул çине тăчĕç.




"Хыпар"
06 апреля 2011
00:00
Поделиться
;