Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тĕп хулара - çĕнĕ урам

Шупашкарта çĕнĕ урам - Филипп Лукин ячĕлли - хушăннă. Вăл «Университет-2» микрорайонта ?Павлов мичман урамĕнчен Етĕрне çулĕ таран% вырнаçнă. Çакнашкал хушăва Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Емельянов алă пуснă.

Филипп Миронович ?1913-1995 çç.% - чăвашсен паллă композиторĕ, хор дирижерĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ. 1993 çулта ăна «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Филипп Лукин Красноармейски районĕнчи Çавалçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. 800 яхăн юрă авторĕ. Вăтăр çул Чăваш Ен Композиторĕсен союзне ертсе пынă.




"Хыпар"
30 марта 2011
00:00
Поделиться
;