Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Элли Юрьев - нихăçан сÿнми çутă

Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри чăвашсен паллă журналисчĕн, критикĕн, поэчĕн Михаил Юрьевăн çемйинче çуралнă. Пĕр тапхăр Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ, çар хыççăн Тбилиси патшалăх ÿнер академине вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен 1964 çулта Чăваш Ене таврăннă. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин ÿнер редакторĕнче, Шупашкар хулин тĕп художникĕнче ĕçленĕ, Шупашкарти ÿнер училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕрентнĕ.

Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Элли Юрьев пурăннă пулсан 75 çул тултармаллаччĕ. Шел те, 10 çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те вăл пирĕн асăмăртах, ĕçĕсем - Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ, ялавĕ, Шупашкар хулин гербĕ, илемлетнĕ кĕнекисем, шрифчĕ, графики, картинисем тата ыттисем - куç умĕнчех.

Ÿнерçĕн юбилейне халалланă курав иртнĕ эрне кун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи вăхăтри искусство центрĕнче уçăлчĕ.

ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин ертсе пынă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Президент Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Викторов профессор, Элли Юрьевăн мăшăрĕ Галина Юрьева, ÿнерçĕсем, пултарулăх ĕçченĕсем, ыттисем хутшăнчĕç.

Вĕсем Элли Юрьевăн шыравсемпе тата сăнавсемпе пуян пултарулăхне тишкерчĕç, ÿнерçĕн тĕрлĕ енлĕ произведенийĕсене хак пачĕç, ун ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсене асăнчĕç.

Манăн Юрьевăн феноменĕ - тĕлĕнмелле пултарулăхĕ - пирки Чăваш Енри паллă çынсем мĕн шухăшлани пирки пĕлес килчĕ. Çакă «Хыпар» вулаканĕсемшĕн те кăсăклă пулĕ тетĕп.

Николай Карачарсков, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ:

- Элли Михайлович пирки чăннипех сайра пулакан тĕлĕнтермĕш теме юрать. Çак пулăм Чăваш Еншĕн çеç мар, Раççейшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кунашкал ÿнерçĕ, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ÿнер искусствин пур жанрĕнче те пĕр пек вăйлă хăватпа палăрнăскер, çĕр-шывра татах пуррине пĕлместĕп.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче ÿнер пĕлĕвĕ илсе тăван республикăна таврăнсан мĕн канăçсăрлантарнă-ха ăна? Кĕнеке графики çукки, ăна илемлетес ĕç вăйсăрри, типографи ĕçĕ «уксахлани» тата ытти те чĕрĕк ĕмĕре яхăн шрифтсемпе - наци сĕмĕпе пуян, çав вăхăтрах хальхи вăхăт енĕсемпе палăрса тăракансемпе - çине тăрса ĕçлеме хистенĕ. Кĕнеке графикине илемлетес тесе тĕнчере ку енĕпе тунă çитĕнÿсемпе паллашрĕ. Унăн пултарулăхĕнче промышленноç графики пысăк вырăн йышăнать. Вăл общество пĕлтерĕшлĕ, илем, эстетика тĕлĕшĕпе пысăк пахалăхлă ĕçсен - дипломсен, йыхрав хучĕсен, Хисеп грамотисен, кăкăр çине çакмалли паллăсен эскизĕсен - авторĕ. Юрьевăн эрешĕсемпе Шупашкар кĕперĕсене хитрелетнĕ. Чăваш тĕррин элемĕсем пин-пин çулхи аваллăхран Патшалăх гербĕ, ялавĕ таран çĕкленчĕç.

Шел, эпир ăна вăхăтсăр çухатрăмăр. Ĕçĕсем - пинĕ-пинĕпе - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн фондĕнче выртаççĕ. Пĕчĕк-пĕчĕк курав йĕркелесе районсене, ялсене, республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем патне çитермелле. Культура министерствин çак ĕçе пурнăçламаллах.

Юрий Викторов, профессор:

- Унпа пĕр шайлашура тăракан художник тупма йывăр. Элли Михайлович пирĕн искусствăра çук мелсемпе чылай вăхăт ĕçлерĕ, вĕсене тĕлĕнмелле, ăмсанмалла шая çĕклерĕ. Тĕрĕссипе, сăнарлă искусствăра вăл ĕçлемен, тĕкĕнмен жанр çук та пулĕ.

Вăл çĕре кĕнĕ хыççăн ун ятне вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе ЧР Президенчĕ ятарлă Указ кăларнăччĕ. Çав шутра Элли Юрьевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен монографи хатĕрлессине те кĕртнĕччĕ. Çак ĕçе мана шанса пачĕç. Тăватă çул вăй хутăм. Пытармастăп, тепĕр чухне мĕншĕн пуçăнтăм-ши тенĕ самант та пулнă. Тĕпчемелли, тишкермелли питĕ нумайччĕ, ĕçĕн вĕçĕ çук пек туйăнатчĕ. Искусствăн пур енĕпе те кăсăкланни, пирĕн çуккине пĕлес, тăвас тени унăн пултарулăхне пуянлатнă. Ун пирки вулакана ăнланмалла çырса кăтартас, ÿнерçĕн иксĕлми пултарулăхне тарăн уçса парас тени хама малалла аталантарма, ытларах вулама хистерĕ. Çапла майпа эпĕ те пуянлантăм: чунпа, пĕлÿпе. Халĕ çак кĕнекене алла тытма намăс мар.

Атнер Хусанкай, ăсчах:

- Элли Михайловичпа хăйĕнпе паллашиччен унăн ĕçĕсемпе самай киленнĕ. Геннадий Айхи Франци поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарса пичетлерĕ. Çав кĕнекене Элли Юрьев илемлетнĕччĕ. Ун алли витĕр тухнă йыхрав хучĕсем, плакатсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем хăй евĕрлĕхĕпе тыткăнлатчĕç.

Çывăхланнă, туслашнă хыççăн унра, чĕри çывăхĕнче шалта, чăваш туйăмĕ пысăк пулнине ăнланса илтĕм. Çав туйăм чăвашлăха тĕнче шайне çĕклеме ăнтăлнă.

Халĕ эпир чăваш кĕнеки мĕнле пулмаллине унăн ĕçĕсенче куратпăр. Иккĕленместĕп: кашни йăхташ килĕнче вăл илемлетнĕ пĕр кĕнеке те пулин пурах.

Медаль искусствипе те тĕлĕнтерчĕ. 1990 çулта Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май 5 млн тиражпа поэт сăнĕллĕ пĕр тенкĕ укçа кăларчĕç. Элли Юрьев тăрăшнипе. Раççейре пĕрремĕшсем пултăмăр. 1998 çулта вара Иван Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине асăнса кăларнăччĕ.

Ÿнерçĕ яланах çĕннине шыратчĕ. Унăн тата Праски Виттин мастерскойĕсем юнашарччĕ. Тусăм Виталий Петровичран тимĕр эмельпе ĕçлеме вĕренесшĕнч-чĕ. Шел, ĕлкĕреймерĕ.

Галина Юрьева, ÿнерçĕ мăшăрĕ:

- «Ырă тума васкăр» чĕнÿ - ун кун-çулĕн тĕп тĕллевĕччĕ. Ман шухăшăмпа, вăл ăна пурнăçа кĕртрĕ. Унăн пултарулăх анлăшĕ ăсчахсене, тĕпчевçĕсене кăсăклантарасса шанатăп. Акă вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитрĕ, çав тапхăрта Э.Юрьев ячĕллĕ парнене çĕнсе илес енĕпе ачасен ÿкерчĕкĕсен республика конкурсĕ вуннăмĕш хут иртрĕ. Элли Михайлович ачасен ăсталăхĕпе киленме пĕлетчĕ.

Патшалăх символĕсенче - гербпа ялавра - халăх философийĕ, тĕнче курăмĕ пытаннă. Ытти кирек хăш ĕçĕ те пуян чунлă. Хальхи курав ун пултарулăхĕнчи икĕ енпе - живопиçпа тата графикăпа - паллаштарать. Вĕсем темипе те, стилĕпе те, техникипе те тĕрлĕ енлĕ. Калăпăшĕпе пысăках мар курав та художникĕн шайне, ăсталăхне лайăх уçса парать.

 



"Хыпар"
29 марта 2011
00:00
Поделиться
;