Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кун кĕнекинчен илнĕ йĕркесем

Э. М. Юрьев кун-çулĕпе вулакана райхаçатăн кăçалхи январĕн 14-мĕшĕнче тухнă номерĕнче паллаштарнăччĕ. Паян пичетленекен статья та кăсăклă пуласса шанас килет. Элли Михайловичран вĕренмелли питех те нумай-çке.

* Пурнăçра яланах çĕнни кирлĕ, апла пулсан чăваш халăхĕн тĕп палли — çĕнни енне туртăнни.

* Эпир ĕçленĕ, ĕçе вĕреннĕ.

* Ĕç нихăçан та улталамасть. Вăл сана тăрантарать те, чунна та канăçтарать, ăсна та ĕçсĕр лартмасть. Ĕçре кăна чун та, ăс та пĕр-пĕринпе пĕрлешсе тăраççĕ. Ултава та сирет.

* Чăвашсем ĕлĕкрех: ĕç чир-чĕртен те сыватать тенĕ. Пĕтĕм чир ĕçсĕр çапкаланса, нăйкăшса, çын аллинчи кукăле ăмсанса çÿренипе пулать.

Автор. Элли Михайловичпа сахал мар тĕл пулма тÿр килнĕ мана. Кашнинчех сăмах тапратсан чăвашăн ĕçченлĕхне хаклани сисĕнетчĕ. Михаил Ивановичпа Евдокия Ивановна — ашшĕпе амăшĕ —ачисене, вăл шутра Эллине те, "урам тăрăх йытă хăваласа чупма ирĕк паманнине" тĕпе хуратчĕ.

Тăван тăрăха килсе курма сĕнсен, пĕрмаях вăхăт çитменнипе кăмăлсăрччĕ. Ÿкĕнетчĕ те.

* Эп тумасан никам та тумĕ. Эп шутланине урăххи тăваймастех.

* А. Пушкинăн "Пĕчĕк трагедийĕсене" (чăвашла), К. Ивановăн "Нарспине" (вырăсла), Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер чăвашла куçарнă "Игорь полкĕ çинчен хунă юрра" уйрăм кĕнекен илемлетсе вулакан патне çитересшĕн. Пушă вăхăт пачах та çук. Ирхине ултă сехетре выртатăп та — 10—11-те каллех ура çинче. Ĕçе кÿлĕнетĕп. Ывăнсах çитрĕм.

* Ниçта тухмасăр, çурма выçăллă-тутăллă тенĕ пек, ыйхă мĕнне пĕлмесĕр, канăçа çухатсах ĕçленисем сахал мар пулнă манăн.

* Юратнă ачамсем, тĕпренчĕкĕмсем эп ăçта çуралса çут тĕнчене килнине те пĕлеймеççĕ. Илсе килсе кăтартаймарăм. Вăхăт çитмест-çке.

* Республика ертÿçисен шанăçне те тÿрре кăлармалла вĕт: питĕ яваплă ĕç шансах параççĕ. Хисеп, Тав, Йыхрав хучĕсем, Патшалăх шайлĕ документсен бланкĕсене вăхăтра хатĕрлемелле. Плакат-афишăсем, кĕнеке графики, промграфика, çĕнĕрен те çĕнĕ шрифтсем, медаль, укçа эскизĕсене тăвасси те вăхăта ытларах уйăрма ыйтать.

* Республика Аслă Канашĕпе Министрсен Совечĕн аппаратĕнче ĕçлекенсен ĕнентерÿ хучĕсене (удостоверение личности) хатĕрлекенĕ те эпех пулнă.

* "Ялав", "Тăван Атăл" журналсемпе "День", "Чăваш Ен", "Тантăш", "Ял пурнăçĕ", "Порецкие новости" хаçатсен ячĕсене хатĕрлерĕм. Вулакансене юрăхлă пулччăр тесе тăрăшрăм.

* Чăваш патшалăх университечĕн, Куç микрохирургин, Пăрачкав салипе Йĕпреç поселокĕсен элемĕсене (гербĕсене) халăх йышăнни — маншăн темрен те паха, пысăк Савăнăçпа Телей.

* "Слово о Чувашии" фотоальбом, Н. Я. Бичуринăн "Ради вечной памяти" кĕнеки, Г. Айхин Франци, Венгри, Польша поэчĕсен сăввисен пуххи, И. Я. Яковлевăн "Халалне", Чăвашсен чаплă çыннисем çинчен (Н. Бичурин, И. Яковлев, П. Егоров) Президент библиотекинче кĕнеке тухни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тÿрремĕнех калатăп — манăн ĕçсем.

* Чăваш, вырăс, тутар, украина тата ытти халăх писателĕсемпе поэчĕсен (çыравçисемпе сăвăçисен) кĕнекисене — 400-е яхăн — илемлетсе кун çути параканĕ те эпех. Вулакансем патне çитерме тÿпе хывнăшăн чăн-чăнах мăнаçланма пултаратăп (каппайланмастăп).

* 1993 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче "Чăваш халăх художникĕ" хисеплĕ ят пани —эпĕ ÿнер ăсталăхĕнче, чăваш культурине тĕнче шайлă рете лартас тесе тăрăшнине шута илнин пĕтĕмлетĕвĕ.

* Çапла хаклани ĕçлес кăмăла татах та çÿлерех çĕклени мар-шим?

* Чăваш Республикин пĕрремĕш Элтеперĕ (Президенчĕ) Н. В. Федоров ячĕпе çыхăннă сакăр эскиз проектне хатĕрлеме тиврĕ. Республика Конституцийĕ, Президент Тупи (Присяга), Президент Хăйăвĕ, конверчĕ, йышăну Йыхрав хучĕ, Президент Ялавĕпе (штандарт) керменĕ, савăнăçлă уява (инаугураци) килме, хутшăнма чĕннĕ хут, Президент докуменчĕсен бланкĕсем. "Андриян" шрифта Н. Федоров Президент пысăк хак пачĕ, малашне Патшалăх докуменчĕн шрифчĕ пулассипе хакларĕ.

* “Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ" кĕнекене те илемлетсе çут тĕнчене кăларнăшăн, вулакансем патне çитерме пултарнăшăн, кунта та хам ăсталăха, пултарулăха кăтартма вăй-хал çитернĕшĕн хĕпĕртетĕп.

* "Память — Астăвăм" кĕнеке — истори докуменчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх та хăюлăх кăтартнисен çырулăх палăкĕ. Сăваплă кĕнекесен шутне кĕртесшĕн эпĕ ăна.

* Енчен те ĕçлес килмен пулсан, хăраса тăнă пулсан, киввипе килĕшсе ларнă пулсан, пĕр значок та, пĕр эмблема та, пĕр йыхрав хучĕ те, программăсемпе грамота хучĕсене те тăвайман пулăттăм. Вĕсене тума уйрăммăн вĕренмелле, вăхăта "сая" ямалла.

* Çĕннине шырамасăрах пурăнма та пултарнă-çке! Тата унăн эрешĕсем - кĕнеке хупăлчипе страници çинче те, йыхрав хучĕсем çинче — çĕнĕ технологине алла илмесĕр, вĕренмесĕр, тăрăшмасăр пулманах.

* К. Иванова, А. Сахарова, И. Яковлева халалласа укçа турăм. Укçа картишĕ (Монетный двор) йышăнчĕ. Питĕ интереслĕ, кăткăс ĕç. Пурте унпа аппаланма пултараймаççĕ, унăн технологине алла илес тесе тăрăшаймаççĕ. Анчах çĕннисĕр чăваш культури, чăваш халăхĕ епле пурăнтăр? Çĕнни енне чăваш культури те, чăваш халăхĕ те туртăнмасăр пултараймастех тесе çирĕппĕнех калатăп.

* Хула урамĕпе вăхăт тупсах утса тухсамăр. Унта та кунта чăваш эрешĕсем палăраççĕ, пур çĕрте те чăваш эрешĕ капăрланать.

Автор. Чăваш халăх художникĕ Э. М. Юрьев çĕнĕрен те çĕнĕ эрешсем (орнамент) ăсталанă, кĕнеке графикипе промграфикăра усă курса чăвашсене çеç мар, ытти халăха та паллаштарнă, тĕлĕнтернĕ.

*Чăваш культури ытти халăх культури хушшинче пурăнать. Унăн хăйĕн вырăнĕ, тĕллевĕ пур паллах. Анчах та ытти культура элеменчĕсене (пайĕсене) паянхи чăваш пурнăçне кĕртмесен, чăваш ÿнерĕ аталанаймастех. Вăхăт ыйтнине тумасан ÿнерçĕ хăйĕн тивĕçне пурнăçлаймастех тетĕп.

Автор. Тбилисири ÿнер академийĕнче вĕреннĕ чухнех грузи халăхĕн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе питĕ тĕплĕн паллашнă. Кăшт каярахпа, тăван тăрăха таврăнсанах, Финлянди, Швеци, Дани, Франци, Марокко, Вьетнам, Сенегал çĕр-шывĕсенче, Канар утравĕсем çинче пулнă. Кунти халăх Чăваш Енринчен пуянрах та лайăхрах пурăннине курса ĕненнĕ, тĕлĕннĕ те.

* Чăваш ачисене тĕнче тăрăх сапалаттăмччĕ. Курччăр малтан çынсем мĕнле пуян пурăннине, вара чухăн пулас килмесен мĕн тумалли хăех паллă пулать.

Автор. Çак сăмахсене эпĕ пĕрре çеç мар илтнĕ. Хаклă çыннăмăр чун ыратăвĕпе каланă ĕнтĕ. Чăваш ачисемшĕн чунтан хуйхăрни, пăшăрханса калаçни сисĕнетчĕ. Ытти халăх ачисенчен аякка тĕксе хăварас марришĕн чунтан çунатчĕ, чĕре патне илетчĕ. Енчен те чăвашсемшĕн килĕшÿллине тусан — ача пек савăнатчĕ.

Акă епле çынна парнеленĕ Шетмĕ тăрăхĕ!..

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ — Чăваш халăх художникĕ Э. М. Юрьев çут тĕнчене килнĕ кун. 75 çулхи юбилейĕ çывхарса пырать. Çак паллă датăна тивĕçлипе кĕтсе илесчĕ. Тăванĕ-пĕлĕшĕсене, çывăх çыннисене Кĕçĕн Шетмĕри ун ячĕллĕ музейра пухма май туса парасчĕ.

Юсав ĕçĕсене те çине тăрсах вĕçлесен аванччĕ. Тăсăлса кайрĕç вĕт вăл ĕçсем. Укçа-тенкĕ тивĕçменни çине-çинех ура хурать. Курав пÿлĕмĕсене те тумлантарма сахал мар тăкакланма тивет.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
22 марта 2011
00:00
Поделиться
;