Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чĕре лăпкăлăхпа килĕшмест

Красноармейски ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ юлашки вăхăтра хăйĕн ĕçне лайăхлатни куç кĕретех. Çакна иртнĕ çул вĕçĕнче çĕнĕрен суйланă канаш членĕсем çине тăнипе ватăсемшĕн усăллă, вĕсене пĕр çĕре пуçтармалли, халăх кăмăлне каякан мероприятисем ирттернинче яр уççăн куратăн. Канаш Кролик (Кушак) çулталăкне çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн, тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче райцентрти вăрçă ветеранĕсене, тивĕçлĕ канури салтак-хÿтĕлевçĕсене кăмăллă кану каçĕ туса панă. Мартăн 3-мĕшĕнче, каçхине, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче район центрĕнче пурăнакан ветерансен "Чĕре лăпкăлăхпа килĕшмест" ятпа художество пултарулăхĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ.

Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойине кĕрсенех хăвна пĕр-пĕр музейри евĕрех туятăн. Çав кун кунта район центрĕнчи ватăсен ал ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕ. Мĕнле кăна ĕç çук пулĕ куравра? Авă, ЗЛПУМГра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă С. Мефодьева (чăваш тĕррисем), Л. Борисова (вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ĕçсем), Ю. Фомиряков (йывăçран касса тунă япаласем) хăйсен ĕçĕсене курава "Пурнăç калама çук илемлĕ" ятпа тăратнă. В. Петрован (райпо), В. Зиновьеван, Е. Иванован ("Почта России"), А. Павлован (пенсионерка), Г. Михайлован, Л. Александрован (ветстанци), З. Федорован (вĕрентÿ пайĕ), Л. Волкован (ача-пăча библиотеки) тĕррисем, А. Малинина, А. Федорова, Р. Иванова, А. Раськина (сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕ) выставкăна тăратнă ĕçĕсем, В. Антонован, А. Галлямован (Красноармейски), А. Леонтьеван (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ) вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ экспоначĕсем, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн ÿнер уйрăмне çÿрекенсен ÿкерчĕкĕсем куракана хăй патне туртрĕç.

Унтан халăхпа лăк тулнă залăн сцени çине райцентрти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ В. Антонова тухрĕ. "Ĕçре те, юрă-ташăра та ăста Красноармейски ялĕнче пурăнакан ватăсем. Вĕсене пĕр çĕре пухса, ал ĕçĕсене хальхи çамрăксене кăтартма, куракана вара вĕсен юрри-ташшипе савăнтарма тахçанах палăртнăччĕ эпĕ. Акă паян райцентрти ветерансен "Душе не хочется покоя!" ятпа художество пултарулăхĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртет. Апла пулсан такăр çул сана, фестиваль", — терĕ Валентина Степановна.

Фестивале Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ "Тĕл пулу юррипе" уçрĕ. Куракансем ăна питех те ăшшăн йышăнчĕç. Культура тытăмĕнче чылай çул хушши вăй хунă З. Смирнова хăйĕн уçă сассипе "Аннене" юрра чĕрене пырса тивмелле шăрантарчĕ. Фестиваль Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртнĕ май К. Васильева хăй хайланă "Кам эпир?", С. Железин А. Дементьевăн "Никогда не жалейте" сăвăсене питех те ытарлă вуларĕç. Сергей Ивановичпа Екатерина Федоровна Железинсем, А. Федорова, Е. Агаськина "Одинокая гармонь" юрра янăратрĕç.

Сцена çине газ уçлакансен "Заволжский" клубĕ çумĕнчи М. Дмитриев ертсе пыракан ветерансен хорĕ тухать. 17 çын унта. Ватăсен тумĕ çине пăхма мĕне тăрать. "Хороводная", "Улăхри вир" юрăсем зал тăрăх ян та ян юхрĕç. Э. Федорова, Г. Сергеев, П. Тимофеев "Çĕнĕ ĕмĕрти хуçа" сценкăна профессиллĕ артистсем евĕрех кăтартрĕç. Райпоран килнĕ квартет — А. Дмитриева, Л. Соколова, Г. Антонова, Н. Антонова — фестиваль номерĕсене "Çавра сĕтел" юрăпа пуянлатрĕç. Е. Иванова ("Почта России") "Аннене", Л. Белова (Трак гимназийĕ) А. Пушкинăн "Евгений Онегин" поэмăн сыпăкĕсене, В. Антонова "Монолог свекрови", А. Дмитриева (райпо) Р. Рождественскин "Современная женщина" сăвăсене çепĕç туйăмпа вуларĕç. Ю. Молокина "Гармонь моя" юрра шăрантарма тытăнсан пĕтĕм зал тăвăллăн алă çупрĕ. С. Мефодьева "Барыня" ташша вун çичĕ çулхи хĕр евĕр ташларĕ. Л. Григорьевпа иккĕшĕ куракана чăваш ташшипе тыткăнларĕç. Н. Никоноров ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ сцена çине икĕ чăваш юррипе тухрĕ. К. Васильева "Дорожная песня", "Сарă кайăк — кăвакарчăн", "Заволжский" клуб çумĕнчи ветерансен хорĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ "Тăванлăх юрри", Р. Ивановапа А. Федорова "Савăнăç юрри" юрăсене чуна витермелле шăрантарчĕç. Н. Дмитриев хăй купăспа каласа "Анне сăмахĕ" юрă юрларĕ.

"Пĕлетĕн-и, пилешĕм, эсĕ

Пĕррехинче яланлăхах.

Хăварнă эпĕр пĕр сисмесĕр

Санпа пĕрле çамрăклăха", — тесе юрларĕ А. Раськин ("Пилеш" юрă) гитарăпа. Ветерансен хорĕн (халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ) "Оренбургский пуховый платок" юрăпа лартнă ташши те курăмлă пулса тухнă. Вĕсемех фестиваль кураканĕсене "Русская красавица" юрă парнелерĕç. Юлашкинчен унта хутшăннисем пурте пĕрле сцена çине тухса мăнаçлăн "Сердце, тебе не хочется покоя" юрă шăрантарчĕç.

Тулли программăпа, тĕрлĕ енлĕ жанрпа, пысăк йышпа иртрĕ фестиваль. Унта хутшăннисем хăйсен çулĕсене пăхмасăр пурнăçпа савăнма пултарнине кăна мар, хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене парне кÿме пултарнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем Красноармейски ял тăрăхĕпе кунти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн тав хучĕсене, дипломĕсене, парнисене тивĕçрĕç. "Тепĕр фестивальччен", — терĕç унта хутшăннисем куракансемпе сывпуллашса.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 марта 2011
00:00
Поделиться
;