Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Икĕ уйăхри кăтартусем

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта автомашинăсемпе мотоцикл транспорчĕсене 2966 единица регистрациленĕ.

Çÿлерех асăннă кăтартуран 230-шĕ — юридика сăпачĕн транспорт хатĕрĕ. 2688-шĕ уйрăм çынсен, 48 мототранспорт.

Кăçалхи 2 уйăхра çул-йĕрĕн 1 инкекне регистрациленĕ, унта 1 çын аманнă. Çул-йĕрĕн ача-пăчапа çыхăннă инкекĕ пулман.

Инкексене асăрхаттарас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ икĕ уйăхра çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсене пăснă 370 тĕслĕхе тупса палăртнă, 89150 тенкĕлĕх штраф хунă, 71661 тенкине (81 процент) шыраса илнĕ, суда 28 материал янă. Автотранспорт предприятийĕсенче 11 хут, шкулсемпе ача сачĕсенче 8 хут тухса калаçнă. Пичетре 6 статья пичетленĕ. Çул-йĕр надзорĕ тĕлĕшпе 10 акт çырнă, 10 предписани панă. Должноçри 2 çынна административлă яваплăх тыттарнă. Техника надзорĕ тĕлĕшпе юридика сăпачĕсен транспортне 4 хут тĕрĕслеве кăларнă, должноçри 1 çынна административлă яваплăх тыттарнă. Республика рейчĕсене ирттернĕ чух çул-йĕр правилисене пăснă 45 тĕслĕхе тупса палăртнă, административлă штрафа тÿлеменшĕн суда 15 административлă ĕç тăратнă, судпа 14 çынна штраф панă, 1 çынна арестленĕ (адмарест).

Çул çÿрекен хисеплĕ граждансем, Раççей Федерацийĕн çул-йĕр правилисене пăхăнăр, правилăсене пурнăçланма çырнă. Çул-йĕр инкекĕсем пурте правилăсене пăхăнманнипе пулаççĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 марта 2011
00:00
Поделиться
;