Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Хĕрарăмсен кунĕ

Красноармейски. Ялти “Колос” кафере хĕрарăмсен кану каçĕ иртрĕ.

Ăна “Чи юратаканни, чи илемли” ят панă. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ З. Петрова пурне те чаплă уяв ячĕпе саламларĕ. Районти арçынсен ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров салам сăмахĕ каларĕ.

Хăнасене А. Алексеев, З. Смирнова, Л. Ильина хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, хĕрарăмсен ячĕпе нумай юрă шăрантарнă.

Крентейкасси. Йÿçкассипе Крентейкасси хĕрĕсем “Атьăр-ха, хĕрсем” конкурсра тупăшнă.

Вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă, хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçе сăнланă, юрласа тата ташласа кăтартнă. Конкурсра туслăх çĕнтернĕ.

Ялти кану çурчĕ çумĕнче Г. Г. Яковлева ертсе пынипе драма кружокĕ ĕçлет. Мартăн 7-мĕшĕнче кружок членĕсем “Пурнăç мыскари” спектакль лартса панă. Ăна 47 çын курнă.

Шывпуç. Ялти кану çуртĕнче чи пĕчĕк хĕр ачасем валли “Мисс Дюймовочка” конкурс иртрĕ.

Унта 4 хĕр ача — Е. Петрова, В. Капитонова, К. Романова, А. Еперина — хутшăнчĕ. Вĕсем тумтир комплекчĕсене — шкул формине, спорт костюмне, дискотека тумне, килти тумтирпе каçхи кĕпене — кăтартрĕç, тĕрлĕ заданисене пурнăçларĕç. “Домисолька” ансамбль юрăсемпе савăнтарчĕ. Хĕр ачасем пурте хăйсен номинацийĕсенче асăнмалăх призсем çĕнсе илнĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ. Ял-ти кану çуртĕнче “Хĕр-сен савăнăçлă каçĕ” конкурс пулчĕ.

Сцена çинче икĕ команда — “Мультяшки” тата “Русские красавцы” — хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Вĕсем ултă конкурса хутшăннă. Унăн кăтартăвĕсемпе “Русские красавцы” команда çĕнтернĕ.

Пăрăнтăк. Ялти арçынсем кунти хĕрарăмсем валли уяв сĕтелне хатĕрленĕ.

Пур хĕрарăма та уяв ячĕпе саламланă, парнесем панă. Ял старостисем М. Исаковпа В. Петров, Пăрăнтăк магазинĕн сутуçи А. Васильева сывлăхпа телей суннă. Уяв спонсорĕсем В. Ильин, А. Васильева тата арçынсем пулнă.

Чатукасси. Ял шкулĕнче амăшĕсемпе вĕренекенсен конференцийĕ иртнĕ.

Ун ячĕ “Анне — телейлĕ çын çитĕнтерекен тĕп воспитатель”. Ку темăпа анлă та тĕплĕ калаçу пулса иртнĕ. Амăшĕсем “Пĕрле кулатпăр” савăнăçлă урокра та пулнă. Уяв концертне курнă.

Чатукасси шкулĕнче вĕренекенсемпе кану центрĕн ĕçченĕсем уяв умĕн ветерансен çуртĕнче пулнă, ватăсене концертпа савăнтарнă.

Яманак. “Шуçăм” ача садĕнче уяв утренникĕ пулнă.

Уява амăшĕсемпе вĕсен ачисем хутшăннă. Амăшĕсем тĕрлĕ конкурссенче вăй виçнĕ, ачасем вĕсене халалласа юрăсем юрланă. Юлашкинчен уявра пулнисем чей ĕçнĕ, пылак призсене тутаннă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 марта 2011
00:00
Поделиться
;