Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурне те счетчик лартаççĕ-и?

Хăйсен хваттерĕсенче счетчиксем лартманнисем 2011 çулхи январьтен усă курмалли нормăпа мар, чылай ытларах тÿлеме пуçлаççĕ текен сас-хура пĕрремĕш уйăх кăна мар çÿрет. Ку кăна мар, "ырă çынсем" çакна çирĕплетеççĕ: кунашкал счетчиксем лартмасан, çĕнĕ çултан шывпа газ тăратма пăрахма та пултараççĕ.

Хальхи саккун йĕрки — 2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 261-мĕш номерлĕ "Энергие перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ÿстересси çинчен" саккун патне таврăнар. Ку саккунăн 13 статйин 5 пунктне тĕпе хурар:

— 2012 çулхи январĕн 1-мĕшчен пурăнмалли çуртсен хуçисем, нумай хваттерлĕ çуртсенче пÿлĕмсен хуçисем, çав çуртсене федераллă ку саккун вăя кĕнĕ кун тĕлне хута янă пулсан, ку çуртсене çут çанталăк газне шута илекен приборсемпе тивĕçтермелле, çавăн пекех вырнаçтарнă шута илекен приборсене хута ямалла.

Çакна асра тытăр. Эсир çут çанталăк газне шута илмелли приборсене вырнаçтараймастăр пулсан, федераллă саккунăн 113 статйин 12 пункчĕпе килĕшÿллĕн "Ку обăектсене газа шута илекен приборсемпе тивĕçтермен çын асăннă организацисене газа шута илекен приборсене вырнаçтармалли çĕре кĕртмелле тата асăннă организацисен вĕсене вырнаçтарма каякан тăкакĕсене сапламалла.

Газа шута илекен приборсем пурăнмалли çурт-йĕр хуçисене усă куракан газăн шутламалли вăтам коэффициенчĕсемпе мар, усă курнă çăмăллăхсемшĕн кăна тÿлеме май параççĕ. Çапла вара чи татăклă аргумент, укçа-тенке перекетлени куç умĕнче. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшчен счетчик лартман граждансене вĕсене вăйпа лартса параççĕ. Вара чылай хаклăрах тÿлеме тивет.

— Энергие тытакан эффективлăха ÿстермелли система мĕн тума кирлĕ? Энерги çухалассине, урăхла каласан, энергоресурссене сапаланине пĕтермешкĕн.

— Халĕ çын норматив палăртнине пĕлет: вăл шыв мĕн чухлĕ юхтарнине пăхмасăр, кашни кун ваннăна тултарать-и е шыва пач та уçмасть, çавах пĕрешкел тÿлет. Нормативпа усă курни перекетлĕхшĕн тăрăшма хистемест. Пирĕн электросчетчиксем пулсан, эпир çутă çутмалли кăна мар, сÿнтермелли те пуррине асра тытатпăр. Шыв валли счетчик çук пулсан, пире кирлинчен ытла шыва пĕтеретпĕр.

Кунпа пĕрле пирĕн граждансем коммуналлă тÿлев тăкакĕсене те май килнĕ таран чакарма тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр "ăслă" çынсен регистраци адресĕ чăн пурăнакан вырăнпа пĕр килмест. Хваттерте пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çăмăллăхĕсемшĕн субсиди илекен пенсионеркăпа çăмăллăнах гастарбайтер çемйи пурăнма пултарать. Кун пек чух ресурссен тăкакĕ палăртнă нормативран нумай пысăкрах пулать вĕт.

"Хуçасăрлăх", саккун кăларакан шухăшĕпе, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вĕçленет. 261-мĕш саккун шăпах çынсем валли çак вăхăта палăртать. Юридика сăпачĕсен (юридические лица)(вăл шутра бюджет учрежденийĕсен) вара васкамалла: вĕсен шутлав приборĕсене вырнаçтармашкăн икĕ уйăх ытларах кăна юлать.

"Чувашсетьгаз" ОАО хăйсен филиалĕсем тата газ участокĕсем урлă халăхăн газ счетчикĕсене вырнаçтармалли пулăшăвĕсене, пурнăçламалли техника документацине улшăнусем кĕртмелли кирлĕ техника докуменчĕсене пĕр вăхăтра хатĕрлесе, çавăн пекех приборсене вырнаçтарни пирки газпа тивĕçтерекене — "Газпром-Межрегионгаз Чебоксары" ОООна — пĕлтерсе, пурнăçлать.

2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 261 ФЗ-номерлĕ "Энергие перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ÿстересси тата уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" федераллă саккуна пурнăçлас тĕлĕшпе йăла счетчикĕсене лартас ыйтупа çак адрессемпе ыйтса пĕлмелле:

ООО "Газпром-Межрегионгаз Чебоксары": Красноармейски ялĕ, Васильев урамĕ, 4-мĕш çурт, тел. (83530)2-10-24;

ОАО "Чувашсетьгаз", Красноармейски газ участокĕ, Северный урам-1, тел. (83530)2-13-41.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 марта 2011
00:00
Поделиться
;