Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Манăн полици мана хÿтĕлĕ-и?

Иртнĕ çулхи çу кунĕсем асрах-ха. Йĕркеллĕ çанталăк, кăмăл та лайăх. Календарь çинче çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ, ытлари кун. Шăпах çак кун, эпĕ 7 çул тултарсан, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланчĕ. Кĕçех атте пирĕнпе сывпуллашрĕ. Урăх ăна эпир кураймарăмăр. Хыпарсăр çухалнă-мĕн.

Епле йывăр пулчĕ пире. Вăрçă чарăннă тĕле çемьери 5 ачаран виççĕн чĕрĕ юлтăмăр. Çав кунсене аса илме те йывăр. Пире, ашшĕсĕр юлнисене, нихăçан та хисепе хумарĕç. Патшалăх та пирĕн çине çурăмпа пăхрĕ. Çав ĕмĕлке пире, вăрçă ачисене, халĕ те "сыхлать".

Календарь çинчи хурапа çырнă куна таврăнам-ха. Темиçен вăрçăран таврăнманнисене хисеплесе лартнă палăк умĕнче ларатпăр. Стелла çинче ман аттепе унăн шăллĕн, Тимахви пиччен тата асаттен шăллĕн Трахвин мучин ывăлĕн, Ванькка пиччен ячĕсем те çырăннă. Суймастăп. Сыпмалли те, çырткаламалли те пур. Ара, асăну кунĕ-çке.

Мĕн ку? Решетке карта урлă пĕç ярса виçĕ милиционер каçса тăчĕ. Ятлаçма-хăратма тытăнчĕç. Пĕри кĕсье телефонĕпе пире ÿкерме пуçларĕ. Апла та, капла та. Эх, нĕрсĕрленчĕ.

Эпĕ мĕн сăлтавпа кунта ларни çине:

— Кайăр çырмана. Унта ĕçĕр! — терĕ виçĕ çăлтăрли.

Шел. Хĕрлĕ кăсăруклисен иртнĕ вăрçăра нихăшĕн те тăванĕсем пуçне хуман пулĕ. Ахăртнех вĕсем 1941— 45 çулсенче вăрçă пулнине те пĕлмеççĕ пулас. Эпĕ мĕн калани вĕсене нимĕнле витĕм те кÿреймерĕ.

Питех те кÿрентĕмĕр.

Халĕ милицирен полици йĕркеленет. Ман шутпа, пире вăрçăран таврăнманнисен палăкĕ патĕнче пире кÿрентернĕ çынсен тумĕсем те, ячĕсем те улшăнмалла мар. Çавăн йышши çынсем ку ята ан тивĕçчĕр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 марта 2011
00:00
Поделиться
;