Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Спортсменсене сивĕ те, çил те хăратаймарĕç

Нарăс уйăхĕн 12—13-мĕшĕсенче, шăмат кунпа вырсарни кун, Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансен Пĕтĕм Раççейри массăллă чупу шучĕпе "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011" ăмăртусем пулса иртрĕç. Малтанхи кун самаях сивĕ тăчĕ. Тепĕр кунне çанталăк çемçетрĕ пулин те, хĕвел тухăçĕнчен вĕрекен сивĕ çил уçă вырăнта пит-куçа самаях чĕпĕтрĕ. Анчах çанталăк кăларса тăратакан кирек епле пăтăрмах та пĕр спортсмена та хăратаймарĕ.

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çине Трак енри 12 шкулти 200-е яхăн вĕренекен тăчĕ.

Тепĕр кунхине вара — çитĕннисем. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса старт илме 200-е яхăн çын килĕшнĕ.

Вăхăт 11 сехет те 30 минут. Йĕлтĕр спортне килĕштерекенсем парада йĕркеленсе тăраççĕ, савăнăçлă пай пуçланать. Ăмăртусен тĕп судйи, район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи А. Лебедев район администрацийĕн ертÿçине В. Александрова командăсем тупăшăва хатĕрри çинчен пĕлтерет. Владимир Валерьянович физкультурăпа спорта килĕштерекенсене, сивĕ çанталăкран хăраманнисене ăшшăн саламларĕ, çивĕч кĕрешÿре ăнăçу сунчĕ, ăмăртусем пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Уява килнисене çавăн пекех ЧР юстици министрĕ Н. Прокопьева, район пуçлăхĕ В. Григорьев тупăшура сумлă çитĕнÿсем сунчĕç. "Паянхи ăмăртун тĕллевĕ кăтарту мар, кашниех йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса хăйĕн инçĕшне чупса тухни, сывлăхне çирĕплетни", — терĕç вĕсем.

Старт параççĕ. Ăмăртăва чи кĕçĕннисем пуçлаççĕ. 2014 метрлă VIP-чупура вара район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев, сывлăх сыхлавĕн" Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Сушко çĕнтерчĕç.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2011" ăмăртура хĕрарăмсенчен çулĕсене кура М. Степанова (20—29 çул), В. Терентьева (райпо, 39 çулччен), В. Иванова (Пикшик вăтам шкулĕ, 49 çулччен), М. Семенова (Красноармейски, 60 çул тата унтан аслăрах), арçынсенчен И. Николаев ("Вольник" спортклуб, 29), Ю. Антонов (39), А. Еремеев (газ уçлакан станци, 49), Ю. Федоров (Карай ял тăрăхĕ, 59), Э. Арсентьев (сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕ, 60 тата унтан аслăрах) хăйсен дистанцийĕсенче çĕнтернĕ. 77 çулпа пыракан К. Шачкинпа (Именкасси) никам та танлашма пултараймарĕ.

Мала тухнисене вара çав кун медальсемпе, дипломсемпе, уяв символикиллĕ спорт калпакĕсемпе чысларĕç, страхлакан "Поддержка" компани парнесем кÿчĕ.

Спортсменсене районти вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем вĕри чей, обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хуракансем тутлă шашлăк, ытти пылак кучченеç сĕнчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 февраля 2011
00:00
Поделиться
;