Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Центр инвалидсене пулăшать

Юлашки вăхăтра инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе пулăшас енĕпе хăш-пĕр улшăнусем пулса иртрĕç. 2011 çулччен вĕсемпе социаллă страховани урлă тивĕçтернĕ пулсан, кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа çав хатĕрсемпе “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕ урлă илмелле тунă.

Ку ыйтупа инвалидсен е вĕсене пулăшакансен центра килсе заявлени çырмалла. Заявленипе пĕрле паспорт, инвалидсене реабилитаци тумалли программа, пенси страхованийĕн свидетельстви тата инвалида кăларни çинчен справка пулмалла. Инвалидсем шаннă çыннисен пĕрле паспорт илсе килмелле.

Çÿлте кăтартнă документсене регистрацилесен вĕсене черете тăратни çинчен документ параççĕ. Икĕ эрне хушшинче инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерме палăртатпăр. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче вара сывлăха çирĕплетмешкĕн санаторипе курортсене кайма путевкăсем пур.

Эпир çак адреспа вырнаçнă: Красноармейски ялĕ, Ленин урамĕ, 33-мĕш çурт, 2-мĕш хут, “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” РПУ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
08 февраля 2011
00:00
Поделиться
;