Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кинеми савăнăçĕ

Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕри Нина Трофимова - салтак арăмĕ. Мăшăрĕпе - Георгий Михайловпа - 4 уйăха яхăн çеç пурăнма тивнĕ ăна. Айăпĕ - вăрçă.

Вĕсем пĕр ялтанах. Егор /ялта çапла чĕннĕ, хут çинче - Георгий% Нинăран 9 çул аслăрах. Хитре сăн-питлĕ çивĕч хĕре куç хывнă. 1941 çулта шыв-шур типсен туй кĕрлеттернĕ. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕн çынсем тăрантаспа Трак пуххине кайнă. Пĕр вăхăт пăхса çÿренĕ, ăна-кăна туяннă. Унччен те пулман районти яваплă çын вăрçă тухни, Гитлер пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕни çинчен пĕлтернĕ. Халăх пăлханса ÿкнĕ, пуху самантрах саланнă.

- Эпир киле çитнĕ чух хунеçепе хуняма макăрса ларатчĕç. Вĕсен 6 ывăл пулнă-çке. Тăваттăшне тÿрех фронта илсе кайрĕç. Вĕсенчен Тимофей çеç вăрçăран таврăннă. Захарпа Георгий тата Алексей шăпи хурлăхлă килсе тухрĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Нина Трофимовна.

Г.Михайлов бригадирта ĕçленĕ. Çавăнпа тырă пухса кĕртмесĕр хăйне фронта илсе каймаççĕ тесе шухăшланă.

- Анчах упăшкана çурла уйăхĕнчех повестка пачĕç. Егора кÿршĕри Леонтий Павловпа Супара лавпа леçсе хăвартăмăр. Кĕçех Леонтине хăйне те илсе кайрĕç. Вăл вăрçăран чиперех таврăнчĕ-ха, манăн упăшка вара - хыпарсăр çухалчĕ... - тет тыл ветеранĕ шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса.

Георгий вăрçăччен çар хĕсметĕнче пулнă. Çавăнпа та ăна тÿрех фронта ăсатнă. Çапăçу хирĕнчен мăшăрĕ патне темиçе çыру янă. Пĕринче Калинин фронтĕнче çапăçни тата аманнисене шыв урлă каçарни пирки пĕлтернĕ. Кÿл­­­­­­­­­­­­­çыр­мари Яков Григорьевпа пĕрле çапăçнă Г.Михайлов. Вăрçă хыççăн лешĕ “Егор мана, аманнăскере, вилĕмрен çăлчĕ, хăй çапăçăва каялла кĕрсе кайрĕ”, - тесе каланине пĕлтернĕ Нина Трофимовнăна”. Упăшка питĕ йăвашчĕ, çынна пулăшма васкатчĕ. Вăл колхоза кĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара çук. Егор чăлха-нуски çыхатчĕ, кĕпе-йĕм, костюм çĕлетчĕ, мана туй тумĕ хăех янтăласа пачĕ. Атă-пушмак тăватчĕ, сăн ÿкеретчĕ, каскалама та ăстаччĕ... Пĕрле пурăнма телей пулмарĕ пире”, - тет хурланса салтак арăмĕ.

Мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕ лайăх çынсем пулнă, нумай пулăшнă. Упăшкин шăллĕсем халь пурăнакан пÿрте лартса панă. Платник ĕçне питĕ пултарнă.

Н.Трофимова хăрах çунат айĕнче икĕ хĕр - Клавдия, Любовь - ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă. Клавдия Çĕнĕ Шупашкарта, Люба вара тăван Çĕньял Шетмĕре амăшĕпе пĕрле пурăнать.

Вăрçă хыççăн ĕнесем сунă, чăх-чĕп пăхнă Нина Трофимовна, хастар ĕçшĕн медальсемпе, “Большевик” колхоз Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ĕçри лайăх кăтартусемшĕн аннене ытти ĕçченсемпе пĕрле Хĕвел анăç Украинăна экскурсине илсе кайса килнĕччĕ, - терĕ Любовь Георгиевна. Сăмах май, вăл ветеринари тухтăрĕнче 40 çул вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. - Хăйне хĕрхенме пĕлмест пирĕн анне. Çавăнпах хырăмлăх шыççипе виçĕ хутчен операци турĕç. Суран тÿрленмесĕр каллех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ те. Фермăра ĕçлесе шăнса пăсăлнипе ÿпкине ларнă. Виçĕм çул виçĕ хут больницăра сипленчĕ. Унтан тухаймасть пулĕ тенĕччĕ. Л.М.Дмитриева врач аннене ура çине тăратма пултарчĕ. Çавăншăн тавтапуçах Лия Михайловнăна.

Патшалăх та вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене манмасть. 2009 çул вĕçĕнче Нина Трофимовнăна Шупашкарта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер панă. Куншăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Патшалăх, республика, район ертÿçисене тав тăвать.

- Ĕлĕк нушаланнăшăн халĕ ырă куратăп, - тет ĕç тата тыл ветеранĕ. - Мана çулленех Çĕнтерÿ кунне тата ватă çынсен уявне чĕнеççĕ, парнесемпе чыслаççĕ. Килте те лайăх пăхаççĕ...



"Хыпар"
31 января 2011
00:00
Поделиться
;