Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Салтак-интернационалистсем

Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çав тери нумай çын çухатнă хыççăн этемлĕх кун пек йăнăша урăх тумĕ темелле.

Анчах — ку туйăннă çеç. Сăмахран Вьетнамра американецсем иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен 7 хут ытларах бомба пăрахнă. Пирĕн çĕр-шыв та хăш-пĕр чух вăрçăсене е конфликтсене хутшăнкалать. Хĕрĕхĕмĕш тата аллăмĕш çулсен вĕçĕсенче КНРпа КНДРта, 60-мĕш çулсенче Вьетнам ирĕклĕхне сыхласа хăварма пулăшнă, Алжирпа Египетра, Сирипе Кубăра, Анголăпа Никарагуара пулнă. Вĕсем пирки каламан, е питĕ сахал калаçнă. Çав конфликтсене пĕтĕмпе 1, 5 млн çар тата граждан çынни хутшăннă.

Пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсем уйрăмах Афганистанра паллă йĕр хăварнă. Ку çĕр-шыв патша Раççейĕ чухнех лăпкă кÿршĕ пулман, анчах та вĕсемпе туслă пурăнма тăрăшнă. Çакă тĕнче политикишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Совет Союзĕ çавна шута илнĕ те. СССРăн контингентне Афганистана илсе кĕни ку çĕр-шыва хирĕçле ĕç пулман. Анчах та хĕвел анăçри массăллă информаци хатĕрĕсем асăннă пулăма СССР тапăнса кĕни, Афганистана оккупацилени тата ăшă тинĕс çине тухма ăнтăлни тесе хура тĕспе сăрлама тытăннă.

СССР массăллă информаци хатĕрĕсем вĕсен информацилле террорне хирĕç тивĕçлипе хуравлайман. АПШ Совет Союзне хирĕç экономика блокадине ĕçе кĕртнĕ.

Афганистана иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çуралнă ачасем пырсах тăнă. Вунă çул хушши вĕсем патшалăх заданине пурнăçланă — кăна вăл вăхăтра интернационалла тивĕç тенĕ. Вилнĕ е чăлахланса юлнă пĕр çыннăн (хăшĕ вĕсенчен япăхрах палăртма хам çине илес теместĕп) — ку унăн кун-çулĕ çеç мар, ашшĕ-амăшĕсен, çывăх тăванĕсен, юратакансене палăртмасăр, калама çук пысăк хуйхă. Чĕррисем, анчах яланах боевой поста тухакан ачасемшĕн те вĕсен çывăх çыннисем хăраман мар.

Иртнĕ çул Афганистана совет çарĕсене кĕртнĕренпе 30 тата унтан илсе тухнăранпа 20 çул тултарнине паллă турăмăр. Правительствăпа политиксен йăнăшĕпе кунта 15 пин ытла çын пуçне хучĕ, тепĕр 11 пине яхăнĕ чăлахланса юлнă, çак вăрçа чăтса ирттернĕ амăшĕсен куççульне вара мĕнпе виçĕн?

Афганистанра пĕр вăхăтрах 120 пин таран совет салтакĕ пулнă. Вунă çул хушшинче вара — 620 пин. Политбюрон ватăлса çитнĕ членĕсем унта пирĕн çарсем пулман пулсан АПШ çарĕсем пулассине чунĕпе туйнă. Çакă каярах яр-уççăн курăнчĕ те.

Халĕ унта американецсен 79 пин тата НАТОн тепĕр 10 пине яхăн салтакĕ тăрать. Хисепĕпе пахалăхне вара пачах чикĕлемен. Пуля айне паян салтаксем мар, роботсем каяççĕ, ку норма пулса тăчĕ. Çакнашкал туртăм малалла аталанса пырать. Анчахрах океан леш енчен Афганистана тепĕр 30 пин салтак ăсатни пирки пĕлтерчĕç. Кунпа пĕр вăхăтрах, хăйсене хăйсем хирĕçлесе, кĕçех çарсене илсе тухасси çинчен пĕлтерчĕç те.

Пурте ăнланаççĕ, АПШан тĕп тĕллевĕ хăйсен базисемпе Раççее çавăрса илесси пулни пирки калаçаççĕ. Çав вăхăтрах СССРăн Вăтам Азири республикисен территорийĕсемпе усă курса çавăрса илнĕ те ĕнтĕ. Ку мĕнпе пĕтессине пĕлекен çынсем пур-ши? Пурне те пĕлекен Лев Мессинг темшĕн кун пирки нимĕн те каламан.

СССР тата АПШ çарĕсем Афганистанра пулнине нимĕнпе те танлаштарма май çук. Енчен те АПШ çемçен каласан пире кансĕрленĕ, Раççей вара тинĕс леш енчи партнерсене вăрçăпа çыхăнман тиевсене турттарма пулăшать. Ун вырăнне Раççее пур çĕртен те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тĕксе кăлараççĕ, çав шутра тĕнче уçлăхĕнчен те.

Хĕвел тухăç Европăри "социализм лагерĕнче" пулнă çĕр-шывсемпе социализмлă хăш-пĕр республикăсем пĕр-пĕрне пÿлсех хăйсен территорийĕсене АПШ базисене вырнаçтарма сĕнеççĕ. Тĕрĕссипе ку çĕр-шывсене оккупациленĕ тата Раççее хирĕç тăратнă. АПШ Раççее хĕстернипе унăн çут çанталăк ресурсĕсене йÿнĕрех хакпа илесшĕн (сăмахран илер Украинăнах). АПШашăн ку çĕр-шывсем Раççее çывăх пулнипе çеç интереслĕ мар. Политбюрон ватă членĕсем СССР халăхĕсене тивĕçлĕ тĕпкĕч хăварман. Раççей халăхне курайманнисене савăнма ун пек çын иуда Горбачев пулса тăчĕ. Афганистанран хамăр çарсене илсе тухасси çинчен пĕлтерсен, ĕçе вырнаçтарма тивĕç правительство тата тĕрлĕ чиновниксем вĕсене мĕнле кĕтсе илчĕç-ха. Салтак-интернационалистсене хÿтлĕхсĕр хăварчĕç, вĕсене пама шантарнă социаллă ырлăх вĕсен çумĕпе юхса иртнĕ. Салтакран килнисем ыйтсан вĕсем час-часах: "Афганистана сире эпĕ яман!" тенĕ. Хăй вăхăтĕнче кун пирки хаçат-журналсенче нумай çырчĕç. Анчах та вăхăт иртнĕ май салтак-интернационалистсен пурнăçĕ лайăхланчĕ-и?

Красноармейски районĕнчи Ванюшкассинчен Афганистана çапăçакан çара 5 ачана илсе кайнă. Вĕсем правительство хушнине чыслăн пурнăçланă. Киле таврăнса çемье çавăрнă, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăннă.

Николай Павлов 1964 çулта çуралнă, 1982—1984 çулсенче салтакра пулнă, сержант. Ăна "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Автобус паркĕнче ĕçленĕ. Арăмĕ Надя. Ывăлĕ Юра.

Валерий Платонов, 1964 çулта çут тĕнчене килнĕ, 1983—1984 çулсенче салтакра пулнă. "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль пур. Водительте ĕçленĕ. Арăмĕ Света. Ывăлĕсем Павел, Витя.

Виталий Платонов, 1966 çулта çуралнă, 1983—1985 çулсенче службăра тăнă. "Çарти пултарулăхшăн" (За ратную доблесть), "Салтак интернационалиста тав тăвакан Афган халăхĕнчен" медальсене тивĕçнĕ. Арăмĕ Вера. Ывăлĕсем Саша, Владимир.

Александр Терентьев, 1987—1989 çулсенче салтак тивĕçĕсене пурнăçланă. Старшина, миномет взводĕнчи разведка отделенийĕн командирĕ. "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль тата ытти наградăсем пур. Тулли мар яваплă "Воддорстрой-Красноармейское" пĕрлешÿре мастерта вăй хурать. Мăшăрĕ Ольга. Ывăлĕсем Женя, Илья, Юрий.

Герман Дмитриев, 1982—1983 çулсенче службăра тăнă. Сержант. Служба йыттин инструкторĕ. Аманнă. "За боевые заслуги" медаль, ытти наградăсем пур. Çÿллĕ тата хăвăрт куçакан лифтсене монтаж тăвать тата ĕçлеттерет. Арăмĕ Фаина. Ывăлĕ Павел.

Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен Раççейри пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин Красноармейски районĕнчи уйрăмĕпе Красноармейски районĕн администрацийĕ локаллă вăрçăсенче интернационаллă тивĕçе пурнăçласа пуç хунисене асăнса Красноармейскинче БМП (пехотăн çар машини) лартасси пирки калаçса татăлнă.

Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Кацовпа Енĕшкассинчи Виталий Степанов салтак-интернационалистсене вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Красноармейскинчи спорт керменĕнче вĕсен ячĕпе çулленех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртет. "Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин республикăри председателĕ Игорь Кашаев чи çамрăк кĕрешÿçĕсене, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесемпе чыслать.

Салтак-интернационалистсем, çÿлерех асăннă обществăлла организацин Красноармейскинчи уйрăмĕн членĕсем Александр Терентьев, Виталий Платонов Демократиллĕ Афганистан республикинче пуç хунисен çемйисене активлă пулăшнăшăн "За ратную доблесть", "За заслуги", "За патриотическое воспитание молодежи" медальсене тивĕçнĕ.

Февралĕн 15-мĕшĕнче, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче салтак-интернационалистсем аслă классенче вĕренекенсемпе — допризывниксемпе — асран тухмалла мар тĕл пулу ирттернĕ. Унта малтанах кĕçĕн классенчи ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Хитре тум тăхăннă Юлия Масловапа Юрий Терентьев "Чăваш ташшине" çав тери çĕкленÿллĕн ташланă. Евгений Терентьев хут купăспа "Оренбургский платок" юрра вылянă. "Салтак юрри" юрласа панă, ĕлĕкрех каччăсене салтака мĕнле ăсатнине сăнласа кăтартнă. Ку йăла пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен пуçласа паянхи кунчченех тăсăлса пырать. Ун чух салтака каякансене рекрутсем тенĕ.

Салтака каякан каччă урапа çинче хĕр-тантăшсем илемлетнĕ тутăрпа тăнă, кĕвĕ çеммипе вăл алăри тутăрсене вĕçтернĕ. Çакна палăртмалла, ку чухне куракансем хĕр-упраç ал ăстисен ĕçне пахаланă. Ку вара вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Салтак чуптаракан урапана мăшăр лаша туртса пынă, хăш чух вĕсене сиккипе чуптарнă. Лашасене лентăсем çыхса илемлетнĕ, туртана ал шăллипе лентăсем çыхнă тата пĕкĕ çине йăс шăнкăравсем çакса янă. (Мана тата пиччесене те салтака çавăн пекех ăсатнă).

Аслă классенче вĕренекенсем, çав шутра хĕр ачасем те, стройпа утнă, çар хатĕрленĕвĕ енĕпе хăйсем мĕн пĕлнине кăтартнă. Темиçе çеккунтрах АКМ автомата салатса пухнă тата ытти те. Вĕсене тимлĕ сăнаса тăрсан ку ачасем вĕреннĕ салтаксене нихăш енĕпе те маххă паманнине куратăн. Ирĕксĕрех Именкассинчи вăтам шкулти аслă классенче вĕреннĕ вăхăта, физкультурăпа çар ĕçне вĕрентекен Петр Павлович (запасри офицер, вăл Йÿçкассинче литература учителĕпе Васса Ивановнапа пурăнатчĕ) пире стройпа утма мĕнле хатĕрленине аса илетĕп. Мосинăн виçĕ линиллĕ винтовкин тытăмне вĕрентни куç умне тухса тăрать. Инçете перекен ку винтовка, унăн прицелĕ лайăх, анчах обоймине пĕтĕмпе 5 патрон çеç вырнаçать, хăй тĕллĕн авăрланмасть. Çавăнпа та хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтереймест. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен пуçласа Хĕç-пăшаллă Вăйсенче СКС карабинсемпе рожоклă-дисклă ППШ (Шпагин) автомачĕсем пулнă. Унтан вĕсене АКМ ылмаштарнă.

Раççей хăйĕн пин çулхи историйĕнче хăш чух тĕрĕс çултан пăрăннă тăк ку çар служащийĕсен айăпĕпе пулса тухман. Офицерсемпе ахаль салтаксем хăйсен халăхне тата çĕр-шывне нихăçан та улталаман.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
28 января 2011
00:00
Поделиться
;