Халăх художникĕ, хисеплĕ çын
Элли Михайловичпа пуçласа курнăçасси, куçа-куçăн пăхса калаçса ларасси манăн 1988 çулхи ака уйăхĕнче пулчĕ. Ун чухне эпĕ Кĕçĕн Шетмĕ ял Совет ĕçтăвкомĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаттăм. Пÿлĕме райадминистрацин ун чухнехи культура пайĕн пуçлăхĕ В. Серафимов кĕрсе тăчĕ, хăй мĕн ĕçпе ку тăрăха килнине пĕлтерчĕ.
— Вăрнар районĕнчи "Янгорчинăра" Э. Юрьевăн ĕçĕсен выставки ĕçлет. Ентешĕн картинисене Шупашкара турттарса кайиччен хамăр пата, Кĕçĕн Шетмĕне, илсе килсе ял халăхне паллаштармалла мар-ши? Танăшра çуралнă Георгий Николаевăн ĕçĕсене те тиесе килмелле. Иккĕшĕ те Чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ художникĕсем.
Паллă ÿнерçĕсен ĕçĕсен выставкине çав çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче хамăр патра уçма тĕв турăмăр. Пирĕн шухăша район ертÿçисем те ырланă.
Палăртнă кун Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртне халăх йышлă пухăннăччĕ. Хаклă хăнасен хушшинче РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Н. Карачарсков, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Алексеев журналист, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров (хăйĕн концерт программипе куракансене савăнтарнăччĕ), Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, “Ялав” журналăн тĕп редакторĕ Ю. Сементер поэт, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ М. Иванов (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕрен), республикăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Е. Ивановапа (Пшонкă ял клубĕн заведующийĕ) Ю. Миронов баянист (районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ А. Николаев (Ванюшкасси), Э. Юрьев мăшăрĕ, Галина Алексеевна та (пирвайхи хут) Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхне килнĕччĕ.
Чăвашсен паллă художникĕпе Э. Юрьевпа çав çул (1988, ака) пуçласа паллашни нихăçан та асран тухаймĕ ĕнтĕ.
Элли Михайлович ытла та нумай ĕçленипе, ĕçе юратнипе палăрса тăратчĕ. "Эпĕ, чăнах та, чăваш пулса çак тĕнчене килтĕм пулсан, манра чăваш чунĕ пурăнать; чăваш юнĕ тапать пулсан, ĕçĕм вара чăвашшăн пулмасть-им ? — тетчĕ. — Чăваш халăхĕн тĕп палли — тăван халăх ĕçлеме юратнинче, ĕç тĕлне пĕлнинче, пурнăçра мĕн кирлĕ, çавна пултарма тăрăшнинче".
Мăн кăмăллăхпа, хапсăнупа, кĕвĕçÿпе, курайманлăхпа, ăмсанупа, тарăхупа, тавăрупа тулса ларнă ăш-чикпе утса çÿремен вăл çĕр çинче. Ыттисем çинчен, хăш-пĕрисем пек, хурласа шухăшлама, калаçма та хăюлăх çитереймен. Шурă тумне хывса (шурă — тасалăх палли — авт.) хура тум уртса яман, ÿт-пĕвĕнчи ăшăлăхпа ырă туйăмсене сÿнтерме паман. Унашкал хăтланса пурăнма вăхăчĕ те пулман унăн: куллен ĕçленĕ.
— Ĕç усала сирет тата чăваш халăхĕ ĕçе хисеплени — ытла та тĕлĕнмелле кăсăклă. Ĕçлесе эпир ĕçе вĕренетпĕр. Ĕçре кăна çĕнни тупăнса пырать. Хăрамалла мар çеç — куç хăрать те алă тăвать. Хăраман çын кăна вара яланах çĕннине шырать, — хăюллăнах çирĕплетсе калатчĕ Чăваш халăх художникĕ.
Ашшĕпе амăшне яланах ырăпа аса илетчĕ. Вĕсем ачисене ĕçе явăçтарнишĕн ырлатчĕ. 4 ывăлпа 6 хĕре ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнишĕн мăнаçланатчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ аслă пĕлÿллĕ, тăваттăшĕ хăйсене кăмăла каякан ĕç тупма пултарнă. Асли, Сенти, авиатор.
— Хăçан выртса канма ĕлкĕрнĕ-ши вĕсем? Хăш вăхăтра? Пăхатăн: атте хăйĕн ĕç сĕтелĕ хушшинче ларать, тимлесех тем çырать, аннен аллинче — алсиш-чăлха, çĕвĕ йĕппи. Тепре пăхнă çĕре кухньăра кăштăртатать: пысăк çемье валли апат хатĕрлет ĕнтĕ, — тетчĕ.
Тбилисири ÿнер академийĕнчен вĕренсе тухсан (1964 ç.) хаклă ентешĕмĕр Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет ĕçĕсен Управленийĕ йыхравĕпе Шупашкара таврăнать. Тÿрех икĕ ĕçе кÿлĕнет. Пĕри — кĕнеке графикинче (сăрламасăр ÿкермелли ăсталăх), тепри — сăрă çыравĕнче (живопись). Кĕнеке графикипе промграфика тивĕçлĕ шайра марри пăшăрхантаратчĕ ăна.
— Пĕтĕм чун-чĕре хăвачĕпе кĕнеке илемлетес ĕçе кÿлĕнтĕм. Пирĕн кĕнекесем Пĕтĕм Раççейри кĕнеке куравĕсене хутшăнма, преми-дипломсем илсе тăма тытăнчĕç, — тетчĕ. — Тата Чăваш халăх поэчĕ К. Иванов çуралнă кун тĕлне тимĕр укçа хатĕрлерĕм. Укçа-тенкĕ хатĕрлекенсем Раççейре пĕтĕмпе те улттăн кăна, эпĕ çиччĕмĕш пултăм.
Кунсăр пуçне ентеш тĕрлĕрен медальсем, сувенирлă паллăсем, Чăваш халăх депутачĕсен, тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен, лауреатсен кăкăр çине çакмалли знакĕсене ăсталанă, Шуршăлти А. Николаев космонавтăн бюсчĕ умĕнчи картана шăратса кăларнă. Чăваш Республики 70 çул тултарнине халалласа сĕтел çи медаль тунă. Кам вĕрентнĕ? Хăй вĕреннĕ.
— Шупашкар хулин тĕп художникĕнче ĕçленĕ чух хулана чăваш сăнне парас тĕллевпе нумай тăрăшрăм. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне хула урамĕнче чăваш эрешĕн тĕсĕ те пулман. Халĕ кĕпер карлăкĕсем епле илем кÿреççĕ. Гагарин кĕперĕн карлăкĕ манăн. Чи хитре кĕпер, — тетчĕ Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ. — Чăваш тĕрри, унăн кашни эрешĕ чăн-чăн искусство, ĕмĕр вилĕмсĕр ÿнер. Вăл Чăваш тĕнчине пĕтĕм çут тĕнчепе çыхăнтарса тăрать.
Çапла шутлатăп: чăвашлăхшăн, чăнахах та, мĕн тери çунса пурăннă Этем пулнă иккен Элли Михайлович.
Пирвайхи хут Шупашкарта мозаика, чеканка ĕçĕсем курăнма, хула урамĕсене сăн пама тытăннă. Çак ĕçе пуçараканĕ — Элли Михайлович Юрьевах. Анлă енлĕ (пултарулăх пирки сăмахăм) çын пулнă вăл.
Чăвашлăх вăл — нумай тĕслĕ, нумай енлĕ япала. Тĕнче те нумай тĕслĕ, унта та хура е шурă çеç мар тата ытти тĕссем те пур. Кашни тĕсĕн хăйĕн тата миçе тĕс ? Кăвак, шупка-кăвак, кĕрен-кăвак, симĕс-кăвак, хура-кăвак. Сенкер, сенкер-кăвак, çутă кăвак, тĕттĕм кăвак…
Пирĕн асаннесем çав тĕссемпе кĕпе-тумĕсене, хушпу, масмак, сурпан, тĕрĕ эрешĕсем тунă чухне пĕлсе усă курнă вĕт. Мĕнле илемлĕ чăваш тумĕ?! Ытармалла мар.
Чăваш культурине аталантарас, ытти халăхсен культурин шайне лартас тесе Э. Юрьев сахал мар вăй хунă. Республика пуçлăхĕсене ĕнентерме пултарнă. Кремль таранах çитнĕ. Тĕпчев ĕçĕсем, библиотекăсем тăрăх çÿресси, çĕрĕ-çĕрĕпе вуласси, кирлĕ кĕнекесене палланă ÿнерçĕсенчен шыраса тупасси тĕп тĕллевĕ пулнине ĕнентеретчĕ.
Э. Юрьев ыттисене анлă çул çине тухма сахал мар пулăшнă.
— Н. Г. Егоров (Çырмапуç Карай) И. Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри художествопа графика факультечĕн доценчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, А. Трофимов профессор (Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ пулнă, Чăваш наци ÿнер академийĕн академикĕ) тата ыт. те — манăн студентсем пулнă вĕт, — тетчĕ вăл.
Чăваш ачисемшĕн те сахал мар пуçа ватнă, чуна ыраттарнă.
— Хамра ирĕк пулнă пулсан, эпĕ чăваш ачисене çулсеренех пĕр 5 çула тĕнче тăрăх сапалăттăм. Ан тив, курса, пăхса вĕренсе килччĕр те кайран çанă тавăрсах тарласа ĕçлеччĕр, — тесе сăмахлатчĕ.
Шутлатăн та тĕлĕнетĕн: ăçтан ĕлкĕрнĕ пĕр çыннах, ăçтан вăй-хал та хавхалану тупнă çавăн чухлĕ, тĕнче шайлĕ ĕç тумашкăн? Профессиллĕ пысăк ăсталăх, ювелирла техника, типтерлĕх — акă мĕн палăрать унăн ĕçĕсенче. Живопись, графика, шрифт, эреш ăсталăхĕсем, геральдика (герб-элем), медаль-укçа-знаксем, вексиллографи (ялав), фотографика, дизайн искусствине аталантарассишĕн пĕтĕм вăй-халне, пĕлĕвне панă Элли Михайлович. Ĕçре пĕлсе усă курнă вĕсемпе. Вырăнлă. Халăха килĕшÿллĕ, юрăхлă ĕç тунă.
Чăваш халăхĕ умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕпе Э. Юрьева ĕмĕр асăнса пурăнмалла тунă. "Чăвашсен чаплă çыннисем" ярăмпа тухса тăракан 4 кĕнеке кăларма йышăннă. Тăваттăмĕшĕнче Чăваш халăх художникĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пултарулăхĕпе ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ю. Викторов паллаштарать. Красноармейскисем те паллă ентешне сума суса Кĕçĕн Шетмĕре Э. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейине тума тытăннă. Вăл ялти "Çăл куç" ача-пăча сад çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырăн тупнă. Ю. Батраков предприниматель (Еншик Чуллă) çине тăнипех çуртăн тăррине çĕнĕрен витнĕ, ăшă системине тĕпренех улăштарнă; Лапсарти "Регионстрой" бригади иртнĕ çул пулас музейра тĕплĕн чылай юсав ĕçĕсем тунă, 123 тăваткал метр чухлĕ урайне линолеум сарнă; Э. Юрьевăн кĕçĕн йăмăкĕ Индира 55 пин тенкĕ таса укçа панă тата компьютер техники парнеленĕ. Чăваш Енрен тухнисен Мускаври общество организацийĕн — офицерсен "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" юлташлăхĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, федерацин аслă професси вĕрентĕвĕн "Тип çĕр çинчи çарсен "Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен пĕтĕмĕшле çар академийĕ" çар вĕренÿпе наука центрĕ" патшалăх çар вĕренÿ учрежденийĕн (Мускав хули) профессорĕ И. Н. Николаевпа (Çĕрпÿ районĕ) тĕп хулари çар академийĕн профессорĕ В. Л. Архипов полковник (Çĕнĕ Йĕкĕт) Чăваш халăх художникĕн 487 ĕçне ксерокопи туса илсе килсе пачĕç. Пулас музейăн кун-çулĕпе кăсăклансах тăраççĕ вĕсем, час-часах килсе çÿреççĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Упири ятарлă шкулти И. Клементьев учитель музее 40 рама ăсталаса пачĕ. Еншик Чуллă тата Упи шкулĕсенчи П. Евграфовпа И. Матвеев та ку енĕпе ĕçе кÿлĕннĕ. "Алком" фирмăн ертÿçи, "Трак ен" ентешлĕх председателĕ А. Львов та (Яманак) юсав ĕçĕсем тума гравмасса турттарса килсе пачĕ. Спонсорла пулăшу пачĕ вăл. Асăннă фирмăрах тăрăшакан С. Федоров перфораторпа пулăшу кÿчĕ. В. Горшков тимĕрçĕн ĕçне те палăртмасăр май çук. А. Афанасьев электросварщикпа Н. Марков 126 метр тăршшĕ штангăсем вырнаçтарса çакрĕç. В. Александрова, Н. Александровăна (предприяти рабочийĕсем), Н. Афанасьева (пенсионер), В. Петровапа А. Бажбенована, А. Сергеевана (культура ĕçченĕсем), Д. Федотовпа Э. Гаврилова (Э. Юрьевăн çывăх тăванĕсем) юсав ĕçĕсем тума, Е. Ивановапа (Кăмакал, Шупашкарта пурăнать) Валентина Николаевана (Танăш) укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатăп.
Кăçалхи пуш (мартăн) уйăхĕн 25-мĕшĕнче хаклă ентешĕмĕр, Чăваш Республикин гербĕпе (элем) ялавĕн авторĕ Элли Юрьев çуралнăранпа 75 çул тултарать. Çак паллă куна анлăн паллă тăвас тесен, музейри ĕçсене хăвăртлатасчĕ.