Ăста, янраттар хут купăсна!
Красноармейски районĕнчи Çĕньял Чуракассинче çуралнă Николай Никоноров мĕн ачаранах тăван тавралăх илемне туйса ÿснĕ, çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕ кĕввине ăша хывма тăрăшнă. 9 ачаллă çемьере çитĕннĕскер ашшĕ-амăшĕ юрланине итлеме кăмăлланă. Мĕн тери лайăх-çке пурте пĕрле пухăнса юратнă кĕвĕсене кăмăл туличчен шăрантарсан! Пĕчĕк Николая амăшĕн Александра Гавриловăн /хĕр чухнехи хушаматне хăварнă. - Авт./ сассине илтсен урăх нимĕн те кирлĕ пулман. Таврара унăнни пек уçă та хитре сасă урăх çук пек туйăннă, çывăх çыннине шăпчăкпа танлаштарнă. Питĕ шел, пĕлтĕр вăл куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Музыка тĕнчипе туслашнă пепкисем Александра Гавриловна шăрантарнă халăх юррисене вăхăтра çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Трак енĕн хăйне евĕрлĕхне сăнлакан, чуна пырса тивекен кĕвĕсене вăл нота çине куçарнă.
Арçын ачан туртăмне туйнă хреснашшĕ ăна, 3-мĕш класра ăс пухаканскере, Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицее вырнаçтарнă. Пултаруллăскере вĕрентекенсем тÿрех асăрханă. Пурнăçне ÿнерĕн çак тĕсĕпе çыхăнтарма шухăшланăскер унпа çеç çырлахман. Çирĕп кăмăллă каччă 1987 çулта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ, халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче ăсталăха туптама пикеннĕ. Преподавательсем ăна хавхалантарнă. Вĕсем сĕннипех Николай Хусан патшалăх консерваторине кайнă. Тутарстанра вăл кĕрĕк арки йăваласа ларман - аслисен шанчăкне тÿрре кăлармаллине асра тытса музыка тĕнчине кĕрсе ÿкнĕ. “Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать”, - тенĕ ваттисем. Красноармейски каччи çавăн чухне алла хут купăс тытнă. Ун хыççăн - тăмра, пианино, балалайка... - вĕсен шучĕ те çук.
- Пĕррехинче ман патăма Анатолий Шутиков дирижер пычĕ те: “Коля, тепĕр эрнерен çак хайлава калама вĕренмелле. Хăв тĕллĕн тăрăшса пăх, кайран сана итлĕп”, - терĕ. “Ăçта кайса кĕрĕн? Пÿрнесене вылятма хăнăхтармалла-çке! Ирĕксĕрех инструмента ытамласа тар тăкма тиврĕ”, - студент пурнăçне аса илет вăл. Тепĕр виçĕ уйăхран паллă дирижер хăй аранжировка тунă чăваш хайлавне ăна панă. Николая оркестр солистне суйланă, концертсене чĕннĕ. Каччă консерваторире ăс пухнă хушăрах пĕлĕвне тарăнлатма тăрăшнă. Паллă дирижерсен концерчĕсене, репетицисене çÿренĕ. “Вĕсем мĕнле пурăннине, оркестрпа еплерех ĕçленине пĕлес килчĕ”, - тавра курăмне мĕнле кăна анлăлатман-ши вăл? Тутар халăх инструменчĕсен патшалăх оркестрĕнче çăкăрлăх та пулин ĕçлесе илнĕ, оркестроведени чи юратнă дисциплинăсенчен пĕри пулнă. Хусантан вĕренсе тухнăскер тăватă специальноçпе ĕçлеме пултарнă.
Николай аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн та канăç тупайман - вăй-хăват тапса тăнăран çуралнă тăрăхне таврăннă. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕрле ăс пухнă хĕрпе мăшăрланнă. Халĕ Антонинăпа Николай Красноармейски салинче пурăнаççĕ, икĕ ача ÿстереççĕ.
“Эсир пĕр-пĕрне малтанах асăрхарăр-и?” - ыйтрăм кил хуçинчен. Хăйĕнчен кăшт кĕçĕнрех чиперкке ăна чун пуянлăхĕпе тыткăнланă иккен. “Искусство çыннисем пĕр-пĕрне аякранах туяççĕ, пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ”, - хуравларĕ вăл.
“Çын юратнă ĕçре тăрăшать пулсан уншăн çакă кану вырăнĕнче”, - тенĕ пĕр ăсчах. Сцена çине тухакан Николайăн савăнăçлă сăн-пичĕ те çакнах çирĕплетет. Нестер Янкас ячĕллĕ преми, V “Кĕмĕл сасă” фестивалĕн тата район, республика, çĕр-шыв шайĕнчи ытти конкурсăн лауреачĕ халăх кăмăлне тупма пĕлет.
Красноармейскинчи ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕнче тăрăшаканскерĕн алă усса ларма вăхăт çук. Николай “Трак ен” фольклор ушкăнне, чăваш халăх инструменчĕсен “Хавал” ансамбльне ертсе пыма вăй-хал çитерет. Çак ĕçе çамрăксене явăçтарма тăрăшать.
- Яла таврăнма палăртнăран хама пур енлĕн аталантармаллине туяттăм, - сăмах çăмхине сÿтрĕ вăл. Илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă май уяв сценарине çырса хатĕрлемелле, режиссер ĕçне йĕркелемелле, артиста çаврăнса халăха савăнтармалла...
- Хĕрарăмсем сцена çине тухма именмеççĕ-ха. Çут çанталăкăн вăйлă пайне куракан умне епле майпа кăларатăр-ши? - тепĕр вăрттăнлăха уçтарма тăрăшрăм.
- Тăван ене таврăнсанах, 1997 çулта, хальхи пек интернет таврашĕ çукчĕ. Ял çынни сенкер экран умĕнче те ытлашши ларман. Пĕр-пĕринпе хутшăнса, шăкăл-шăкăл калаçса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явасси йăлараччĕ. Пушă вăхăта кăсăклăрах ирттерме хирĕç маррисене клуба чĕнтĕмĕр. Çапла майпа фольклор ансамблĕ йĕркеленчĕ. Ун чухне пирĕн йыш 30 çынран та иртетчĕ. Арçынсемпе чăнах та чылай калаçма тивет. Халĕ “Хавал” Мускава кайма хатĕрленет. 2010 çулта вăл çĕр-шывра иккĕмĕш хут иртнĕ “Нумай сăнлă Раççей” фестивальте мала тухнă.
“Хавал” ушкăна çÿрекенсен ăсталăхĕ тÿрех курăнать. Вĕсен аллинче сăрнай, шăпăр тата авалхи ытти инструмента курма пулать. Çамрăксене кăткăс çак ĕçре таврари ăста Николай Ериванов пулăшать иккен. Унăн ылтăн алли миçе тĕрлĕ музыка инструменчĕ хатĕрлемен-ши?
Николай Никоноров хăйĕн тивĕçне Трак ен кĕввисене, халăх йăли-йĕркине, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассинче курать. Çĕрĕ-çĕрĕпе çĕнĕ сценарисем хатĕрлесси, репетицисем ирттересси уншăн чун киленĕçĕ çеç.