ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ
Владимир Александров, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ
Эпир, Трак енсем, 2011 çула мĕн пур чăвашпа пĕрле ырă, хаваслă та курăмлă туйăмпа, ĕçри çитĕнÿпе кĕретпĕр. Историе ăсанакан 2010 çул кăткăс, тапхăр-тапхăрпа питĕ йывăр, çав вăхăтрах нумай çĕнĕлĕх кÿнĕ çулталăк евĕр асра юлĕ. Юбилейсен çулталăкĕ тесен те йăнăш мар. Районăн 75 çулхи кунне чыслăн паллă турăмăр, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине сумлăн кĕтсе илтĕмĕр.
Кăçал район пурнăçĕ çĕнĕ, ырă нумай пулăмпа палăрчĕ. Агропромышленноç комплексĕн курăмлă çитĕнĕвĕсем малашлăха çĕнĕ тĕллевсемпе талпăнма хавхалану кÿреççĕ. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра та ĕç кал-кал пырать, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти сферăра çĕнĕлĕх чылай пулчĕ. Çĕнĕ çулта район малалла аталанас енĕпе тата пысăкрах тĕллевсем лартрĕ. Çутă тĕллевсем патне тивĕçе чыслăн, мал курăмлăн, пуçаруллăн, чун ыйтнă пек пурнăçласа утсан мĕн палăртни вăя кĕрĕ. Çакна валли пирĕн вăй-хăват çителĕклĕ, ăс-хакăл, опыт пур.
Иртсе кайнă çул пире хастартарах, вăйлăрах, ăслăрах пулма вĕрентрĕ. Вĕсем, паллах, малашлăхри шанчăка çирĕплетеççĕ. Чун-чĕрепе пуян кирек епле çын та йывăрлăхсене çĕнсе утăмлама пултарнине малашне те асрах тытăпăр. Сире Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламласа пĕтĕм чун-чĕререн ырăлăх, тăнăçлăх, ĕçре çитĕнÿсем, тулăх пурнăç, ăнтăлу, телейлĕ пурăнма ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатăп.