Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чун-чĕре ăшшипе

Нестер Янкас преми лауреачĕсем - Николай Никоноров тата вăл ертсе пыракан “Трак ен» коллектив - тулашри чăвашсемшĕн - кĕтнĕ хăнасем. Нумаях пулмасть вĕсене Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăка йыхравларĕç.

Пирĕн ушкăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьев йышăнчĕ. Кăмăллă чăваш. Тĕреклĕ хул-çурăмлă. Сăн-питрен пăхсан хĕрĕх çулалла çывхарать-ши? Сăпайлăн сăмахлать.

Ял тăрăхĕн центрĕ аслă çул хĕрринчех вырнаçнă. Алешкин Саплăкра 282 килте 875 çын пурăнать. Ял тăрăхĕнчи тепĕр пилĕк ялĕ кунтан пĕчĕкрех. Çыннисен йышĕ те сахалрах. Акă тутарсем çеç тĕпленнĕ 55 киллĕ Задоровкăра мĕн пурĕ те 124 çын. Тăван ялĕнчи 108 çуртра 354 çемье кун кунлать. Ку тăрăхри кашни яла хытă сийлĕ çул сарнă. Килĕрен тенĕ пекех «сенкер çулăмпа» усă кураççĕ.

- Пирĕн патра хамăрăн çепĕç чĕлхемĕре чунран хисеплеççĕ. Чăвашлăха упраса хăварма вĕрентни пĕлтерĕшлĕ паллах, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Кунтах - почта çыхăну уйрăмĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ валли уйăрнă пÿлĕмсем. Культура çурчĕ вара - иккĕмĕш хутра. Вăл харăсах 150 çын ытла йышăнать. Кунта юрăпа ташă, драма кружокĕсем ĕçлеççĕ. Халăх театрĕпе фольклор ушкăнĕсем пур. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пулăшма ятарлă клуб йĕркелени савăнтарчĕ. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕн территорийĕнчех - виçĕ клуб.

Кăçал Саплăк ял тăрăхĕнче пĕрремĕш хут Акатуй ирттернĕ. Тĕп уçланкăра, вăтам шкулта /вăл 104 çулта/ 203 ача вĕренет. 23 учитель пĕлÿ парать вĕсене. Саплăкри ясли-садике 28 ача çÿрет. Пурне те вырăн тивĕçменрен тата виçĕ ясли-садик уçасшăн.

Чиркĕве çÿрекенсем те йышлă. «Пирĕн халăх Турра та манмасть, сцена çинчен те анмасть, - кăмăллăн пĕлтерет Алешкин Саплăкри культура çурчĕн директорĕ Наталия Васильева. - Хаçат-журналпа та, кĕнекепе те туслă».

Çĕпрел районĕнче юн кунпа эрне кун пĕтĕмпе 4133 экземплярпа /çав шутра тутарла - 2274, чăвашла - 1859/ «Тăван ен» хаçат тухать.

Малтан çичĕ çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ П.Артемьев иккĕмĕш çул ĕнтĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн «тилхепине» тытса пырать. Петр Николаевичăн мăшăрĕ Елена Валерьевна Трак енри Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Пăрăнтăк çынни иккен. Тĕп усадьбăра райпо тытăмĕн - 1, уйрăм çынсен 5 лавкки ĕçлет. Трак енсем уçăлмалла çывăхри лавккана кĕрсе тухрĕç. Сентресем - таварпа пуян.

- Пирĕн пата Шупашкартан та, Чĕмпĕртен те, Шăмăршăран та хăнасем килсех çÿреççĕ. Эсир Трак тăрăхĕнчен сумлă йышпа çитнĕшĕн те эпир тарават, - сăмахларĕ Оксана Григорьева сутуçă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Алешкин Саплăк хăçан пуçланса кайнине, миçе хуçалăх пулнине, ялсенче çамрăксем валли ĕç пуррине ыйтрĕç хăнасем. Кунта çуралса вăй илнĕ литературăпа культура тата искусство ăстисем пирки те кăсăкланчĕç Красноармейскисем. Алешкин Саплăк шăпи пирки мĕн каламалла-ха? Вăл ĕлĕкхи халап-юмах тăрăх 1700 çулта никĕсленнĕ-мĕн. Шурлăхлă çĕр çинче Алеша ятлă чăваш пуçласа пÿрт лартнă. Историрен тутар-монгол пуçтахĕсем чăваша сывлама çук хĕстерни, унтан та кунтан хăвалани паллă. Ирĕксĕрех шурлăхлă вырăна йышăнса пурăнма, ĕçлеме тивнĕ чăвашсен.

Халĕ ултă яла «Корм» агрофирма пĕрлештерет. Тĕп усадьбăра çĕр хаклă, кил вырăнне 80 пин тенкĕ парса туянаççĕ. Çамрăксем Мускава, Хусана, Ульяновск облаçне ĕçлеме çÿреççĕ.

Саплăкран /Алешкин Саплăка ку тăрăхра ытларах çапла калама хăнăхнă/ Çĕпреле - 5 çухрăм, Шупашкара - 200 ытла, Хусана - 300 яхăн, Чĕмпĕре çитме 70 километр каймалла.

Туслă та тăванла, манăçми тĕл пулу сиплĕ чейпе, вĕри апат-çимĕçпе сăйланипе вĕçленчĕ. Каçхине культура çурчĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Сцена çинчи ташă зала куçрĕ.

- Тепре куриччен! - пĕр-пĕрне çупăрласа çула тухрăмăр эпир. - Трак ене те çитсе курăр.




"Хыпар"
25 декабря 2010
00:00
Поделиться