Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнĕ пуçлăхсем лава кÿлĕнчĕç

Трак енре - 9 ял тăрăхĕ. Кăçалхи суйлавра улттăшĕнче администраци пуçлăхĕсем улшăнчĕç. Апла тăк вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕ вăй килчĕ. Вĕсем лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пултарĕç-и? Кăна пурнăç кăтартĕ.

Çĕнĕ ултă пуçлăхран иккĕшĕ - Упи ял тăрăхĕнчи Ю.В.Степановпа П.И.Николаева /Мăн Шетмĕ/ - унччен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлесе курнă, опыт пур. Юрий Витальевич пĕр вăхăт ял тăрăхне ертсе пынă, çынсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе сахал мар ырă ĕç тунă. Тĕслĕхрен, Упири кану центрĕн çуртне тĕпрен юсаттарнă. Упи-Тусай автоçула йĕркене кĕрттернĕ. Пайсупина каяканнине тума проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеттернĕ тата ытти те. Халăхра хисеп çĕнсе илнĕ. Ку хутĕнче те ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Полина Ивановна чылай çул Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче ертсе пыракан специалистра вăй хунă. Апла пулсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне ăна вĕрентме кирлĕ мар. Халĕ халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелле çеç.

Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн Э.Ю.Ермаковшăн, Д.Ф.Платоновшăн /Карай ял тăрăхĕ/, А.И.Николаевшăн /Кĕçĕн Шетмĕ/ тата Н.Н.Архиповшăн /Еншик Чуллă/ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ халĕччен туса курманни шутланать. Анчах та вырăнсенче лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тĕллевпех вĕсем çак ĕçе кÿлĕннине тата пуçаруллă пулнине тĕпе хурсан ку çынсене те шанма пулать.

Ял тăрăхĕсен анчахрах суйланнă пуçлăхĕсем çĕнĕ ĕçе пĕчĕккĕн-майĕпен хăнăхса пыраççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш ырă утăм тума ĕлкĕрчĕ те. Тĕслĕхрен, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В.Степанов тавралăха тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕ: 3 пин ытла йывăç-тĕм лартса хăварчĕ, ку енчи халăхпа урамсемпе çырма-çатрари ăпăр-тапăра пуçтарса тирпейлерĕ.

Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Янкас ялĕнче вара иртнĕ канмалли кунсенчен пĕринче виçĕ юплĕ чи пысăк пĕвене /шăрăх çанталăкра унти шыв питĕ хухнă, пĕве хĕрринчи ÿкерчĕк çав тери килĕшÿсĕр: хăрнă йăмрасен хуçăк тураттисем, тĕрлĕ тимĕр-тăмăр тата ытти те куçа тирнĕ/ йĕркене кĕртрĕç, ăпăр-тапăртан тасатрĕç. Çак ырă ĕçе Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Ермаковпа Янкас ял старости Леонид Иванов йĕркелесе ертсе пычĕç. Эдуард Юрьевич ку пĕвене шывне юхтарса кăларсах тасаттарас тĕллевлĕ. Мĕншĕн тесен вăл юшкăнпа тулнă. Унччен пĕве тавра ларакан хăрăк йывăçсене тĕпрен касса йĕрке тумалла. Ку тĕлĕшпе малтан йĕркеленнĕ ушкăн /унта 20 çын кĕрет/ тăрăшма пулнă. Унччен пĕве таврашĕнчен виçĕ прицеп тĕрлĕ ăпăр-тапăр тиесе тухнă.

 



"Хыпар"
20 декабря 2010
00:00
Поделиться