Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

В. Антонова фестиваль-конкурс çĕнтерÿçи

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центрта "Восславим женщину" республика конкурсĕн финалĕ иртрĕ. Унăн проектне Чăваш Республикин хĕрарăмсен совечĕ тата республикăри районсемпе хуласенчи хĕрарăмсен совечĕсем ертсе пынипе ĕçе кĕртнĕ.

Фестивале хутшăнакансем умĕнче республикăри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ О. Зайцева тухса калаçнă, республикăри пур амăшĕсене те уяв ячĕпе саламланă, çакăн пек мероприятисене ирттерни кирлех тесе палăртса хăварнă.

Фестивале республикăри 12 районпа 4 хула хутшăннă. Пирĕн район чысне Красноармейскинче пурăнакан Валентина Антонова хÿтĕленĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та Валентина Степановнан чирлеме, кулянса ларма пĕр вăхăт та çук. Вăл Красноармейски ялĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕ, вĕрентÿ тытăмĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕн çумĕ, районти ветерансен Совечĕн тата ветерансен хорĕн членĕ. Унăн пурнăç тĕллевĕ — çемье, тус-юлташсем тата чечексем. Фестивальте В. Антонова куракансемпе жюри умне видеопрезентаципе пултарулăх номерĕ кăларнă. Пултарулăх номерĕнче ăна районти халăх пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн членĕсем пулăшнă.

Конкурсанткăсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. Куракансем пурне те хапăл туса йышăнчĕç. Фестивале хутшăнакансене хавхалантарма мăшăрĕсемпе ачисем, çывăх тăванĕсем те пуçтарăннă. Тĕрлĕ çулсенчи тата тĕрлĕ профессиллĕ аннесем хăйсен ăнăçăвĕсемпе çĕнтерĕвĕсем, юратнă “ĕçĕ”, амăшлăх çинчен каласа пачĕç. Пĕтĕмлетÿре вара фестивале хутшăннисем уйрăм номинацисене, дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

Валентина Антонова фестиваль-конкурсра “Манăн çулсем — манăн пуянлăх” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Эпир ăна саламлатпăр.

Районти хĕрарăмсен совечĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне, вĕрентÿ пайĕн ертÿçине Ю. А. Васильева, “Красноармейское БТИ” муниципаллă учрежденийĕн ертÿçине З. Г. Тарасована, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникне А. В. Петрована, ачасен искусство шкулĕн директорне Н. М. Никонорова, куçса çÿрекен клубăн заведующине Н. А. Филиппована, ветерансен хорĕн членĕсене конкурса хутшăнма пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
10 декабря 2010
00:00
Поделиться