Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Налук тупăшĕсем бюджета нумайрах кĕччĕр

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем улттă пулчĕç, тĕпре вара налук тупăшĕсем бюджета пырса кĕнипе çыхăнни тăчĕ.

Çак ыйтупа ирхине район администрацийĕн çуртĕнче информаци ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта информаци ушкăнĕн ытти членĕсем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, сывлăх сыхлавĕн “Республикăри клиника больници” патшалăх учрежденийĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ И. В. Мадянов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Устяк, профсоюз организацийĕсен “Чувашрессовпроф” республикăри пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Г. М. Германова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, район прокурорĕ Н. А. Муллин, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ П. Г. Андреев, налук службипе Пенси фончĕн представителĕсем, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене малтанах район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева налуксемпе тÿлевсем кăçалхи 9 уйăхра епле пырса кĕнипе тĕплĕн паллаштарчĕ, налук тÿлевĕсем районăн пĕрлехи бюджетне кĕрессине лайăхлатас тĕлĕшпе районпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем умĕнче тăракан задачăсем пирки чарăнса тăчĕ, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Ĕçлĕ канашлура çавăн пекех федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхне А. Н. Кузнецова, РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн ертÿçине А. В. Петрована, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхне В. В. Долгова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Л. А. Киселева сăмах пачĕç. Ку ыйтупах ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров калаçрĕç.

Канашлу район бюджетне налук тупăшĕсем пырса кĕрессине лайăхлатассипе тивĕçлĕ йышăну турĕ, унта çак енĕпе ирттермелли ĕçсене уçăмлăн палăртса хăварчĕç.

Унтан В. В. Александровпа Н. В. Прокопьева, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ тепĕр темăпа интересленсе, Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексне çитсе курчĕç. Сăмах май, ăна Раççей Правительствин Председателĕн ун чухнехи пĕрремĕш çумĕ Д. А. Медведев хутшăннипе 2006 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçнăччĕ. “Газпром — ачасене” программăпа килĕшÿллĕн хута янăскер, ФСК кĕске вăхăтрах Красноармейскисен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Халĕ кунта республикăпа район шайĕнчи нумай мероприяти иртет. Комплекс ĕçĕ-хĕлĕ пирки хăнасене унăн директорĕ В. В. Никифоров тĕплĕн каласа пачĕ. Шăпах çакăнта хальхинче шкул ачисем хушшинче баскетболла выляса ЧР Президенчĕн кубокне тивĕçессишĕн республикăри зонăри ăмăртусем пуçланчĕç. Çамрăк спортсменсене çавна май Надежда Викторовнапа Владимир Валерьянович ăшшăн саламларĕç, ÿт-пĕве тĕреклетес çĕрте ăнăçусем сунчĕç.

Н. В. Прокопьевапа В. В. Александров малалла Мăн Шетмĕ еннелле çул тытрĕç. Информаци кунĕн темипе вĕсем кунти кану центрĕнче ял тăрăхĕн 2011 çулхи бюджечĕн проекчĕ пирки уçă итлеве пухăннисем умĕнче тухса каларĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Мăн Шетмĕ ял старости Г. В. Власова, сăмахран, вырăнти шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уçма сĕнчĕ. Четрик ял старостине Г. А. Филиппована вара çĕр ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Ăнах ял тăрăхĕн территорийĕнчи “Шатьма” хуçалăх сутнă сĕтшĕн паянчченех татăлманни шухăша ярать (тĕл пулура ку пĕрлешÿ ертÿçи Г. Г. Васильев та пулчĕ. Вĕсем умĕнче Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕ ку енĕпе 1, 5 миллион тенкĕлĕх парăмра-мĕн).

Кунти тĕл пулăва Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. И. Николаева, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ П. Г. Андреев, финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева, Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А. В. Муравьев хутшăнчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
23 ноября 2010
00:00
Поделиться