Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Лайăх енне улшăнать

Кăçал Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи пурнăç пысăк пулăмсемпе палăрчĕ. Вĕсем ку енчи çынсем ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулнăран, район администрацийĕ пулăшса пынăран пурнăçа кĕчĕç.

Нарăс-ака уйăхĕсенче ял тă­рăхĕн администрацийĕ Ешкилтри, Çирĕклĕри, Кĕçĕн Шетмĕри тата Яманакри çĕнĕ урамсене электроэнерги кĕртме проект хатĕрленĕ. Кун валли вырăнти бюджетран - 300 пин, федераци бюджетĕнчен 9 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Çурла-авăн уйăхĕсенче Кÿкеçри «ЭнергоСетьСтрой» предприяти Ешкилтри çĕнĕ урамра çутă кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Тепĕр ырă пулăм – Яманакри сĕт-çу ферминче ĕне сăвакан икĕ çамрăкăн çемйисене çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕпе пулăшни. Унпа пĕвесем тасаттарма, çăлсем чавма, çул-йĕр юсама та усă курма пултарнă, анчах ял тăрăхĕн администрацийĕнче çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма майсем туса пани кирлĕрех те вырăнлăрах тесе шухăшланă.

Кĕçĕн Шетмĕре халĕччен уçă вырăнта халăх пухăнса канмалли вырăн пулман. Çак ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçалхи юпа уйăхĕнче татса пачĕ, ялта «Шетмĕ ен» кану кĕтесĕ уçрĕ. Вăл кану центрĕ çывăхĕнче вырăн тупрĕ. Тирпей-илем кĕртессипе те нумай вăй хунă. Яманакри Çĕнтерÿ паркĕ тавра çĕнĕ карта тытнă, Ешкилтри клуба юсанă, вăрçăра пуç хунисене асăнса Ванюшкассинче палăк çĕкленĕ...

Яманакри çынсен асĕнче юпа уйăхĕ тепĕр ырă пулăмпа юлĕ. Кунта «Тусай – Яманак - Кушкă - Анаткас» маршрутпа автобус çÿреме тытăнчĕ. Вăл Трак енри кăнтăр хĕвел анăçра тата çурçĕр хĕвел анăçра вырнаçнă ялсене çыхăнтарчĕ. Çак ырлăх район, Упи, Кĕçĕн Шетмĕпе Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пассажирсене турттарас енĕпе çăмăллăх кÿ­­рекен тулли мар яваплă «Пятилетка» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе В.А.Афанасьевпа тачă çыхăнса ĕçленипе çынсем патне çитрĕ.

Автобус ял варрине çитсе пассажирсене лартса каяссине Яманаксем ĕмĕтленме те пултарайман. Шупашкар – Красноармейски трасса çине тухма çывăх мар: сахалтан та 3,5 çухрăм. Ял пурнăçĕ лайăх енне улшăнса пынăшăн савăнаççĕ ку тăрăхра пурăнакансем.



"Хыпар"
13 ноября 2010
00:00
Поделиться