Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çырав пуçланчĕ

Ĕнер Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче (25-мĕшне шута илсе) иртет. Ытти çĕрти пекех, патшалăх пĕлтерĕшлĕ ку пысăк ĕçе пирĕн районта та пуçăнчĕç. Пирĕн районта тĕп ĕçе, халăх çинчен кăтартусене пухассине, 45 тĕп тата стационарлă 6 çыравçă (переписчик) тăвать. 11 инструктор çыравçăсен ĕçне тĕрĕслесе тăрать. Виçĕ çырав участокĕн заведующийĕ инструкторсемпе çыравçăсен ĕçне тĕрĕслет тата районта çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăя хыпарласа тăрать.

Красноармейскинчи Лариса Васильевна Никифорова çыравçă халăх çинчен кăтартусене пухассине вăрçăпа ĕç ветеранĕнчен М. П. Прохоровран тытăнчĕ. Михаил Прохорович Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи 38-мĕш çуртри 8-мĕш хваттерте пурăнать. 86 çулта. Вăй-халтан хавшак мар-ха. Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертÿçин çумĕ. Районăн экономикипе социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн ăна "Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята панă. Вăл çырав хучĕсен ыйтăвĕсене пысăк хаваспа хуравларĕ.

— Çырав ĕлĕкех патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнă. Халĕ те çаплах. Кашни гражданин харпăр хăй çинчен кăтартусем парса патшалăх тĕреклĕхне ÿстерме пулăшать. Ку ĕçе кашниех пысăк ăнланулăх кăтартса хутшăнасса шанатăп, — терĕ ветеран çыравçăсене вĕсен пархатарлă ĕçĕнче ăнăçу сунса.

Çырава малтисен йышĕнче хутшăннă ятпа Михаил Прохоровича районта çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен О. Тимофеева уполномоченнăй, 1-мĕш номерлĕ çырав участокĕн заведующийĕ А. Аркадьев ăшшăн саламларĕç, çырав çинчен калакан асăнмалăх лентăпа, значокпа чысларĕç.

Красноармейскинчи 1, 2, 3-мĕш номерлĕ çырав участокĕсем районти искусство шкулĕн çурчĕн иккĕмĕш хутри пÿлĕмне вырнаçнă. Ĕнер ирхине 9 сехетре кунта çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем пухăнчĕç. Çак вăхăт тĕлне çыравçăсем хăйсен ĕçне пуçăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕрер, икшер килте е хваттерте пулса çырав хучĕн ыйтăвĕсемпе хуравсене илнĕ. Çырав хучĕсене тĕрĕсех çырнă-и? Йăнăшсем çук-и? Çак ыйтусем тавра пычĕ калаçу.

Çырав пуçланнă ятпа пухăннисене Чăвашстатăн çырав енĕпе ĕçлекен штатра тăман службин ертÿçи Г. Евдокимова, ертсе пыракан специалисчĕ Ю. Васильева, районта çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен О. Тимофеева уполномоченнăй саламларĕç, халăх çинчен кăтартусем пухас пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 октября 2010
00:00
Поделиться
;