Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЙЫВĂÇСЕМ КАШЛАЧЧĂР, САДСЕМ ЕШЕРЧЧĔР

Çакнашкал ĕмĕт-тĕллевпе, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнсан кăна пурнăç илемне туятăн. Тăван тавралăх илемĕшĕн çунакан, ăна ĕçпе çирĕплетекен чăваш ялĕсенче çук мар. Çĕр-çĕр тĕп йывăç-тĕм лартакансем те пур. Ял çыннисем çут çанталăк тусĕсем лартса çĕкленĕ пĕчĕк вăрман-ращана вĕсен ячĕсенех параççĕ. Красноармейски районĕнчи Арçунакассинче Митрофан Лукин çăл куçлă тарăн çырмана çĕр ытла йăмра лартнă. Йывăçсем халĕ те кашлаççĕ. Хăй çĕре кĕнĕ пулин те ял çыннисем паянхи кунчченех «Митрофан йăмрисем» теççĕ.

Кунашкал тĕслĕх - вун-вун. Тăван ялăмра, Трак тăрăхĕнчи Вăрманкасра та йывăç лартакансем пур. Ялăн анат енчи хапхинчен тухсанах Мишша пиччен йăмрисемпе хурăнĕсен ытамне лекетĕн. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн ĕçне халĕ ачисем малалла тăсаççĕ. Галина Никифорова та пуçаруллă. Пакшантар çырминче çăл куç патĕнче темĕн тĕрлĕ йывăç та лартнă вăл. Ку çеç-и? Нумаях пулмасть ял çумĕнче хăй аллă тултарнине халалланă хурăн аллейи çĕкленчĕ. Пахчинче мĕнле кăна çырла тĕмĕ, улмуççи ÿстермест-ши вăл? Чечекĕ те вăтăр-хĕрĕх тĕрлĕ. Унăн пуçарулăхĕпе ĕçченлĕхне тепĕр чухне ăмсанатăн та. Маринăпа Валерий Игнатьевсем те тăван ял илемĕшĕн тăрăшаççĕ. Хăйсен пахчи хыçĕнче пĕчĕк вăрман çитĕнтереççĕ. Лаша вити пулнă вырăнта хыр-чăрăш, лиственница лартнă. Вĕсене пăхса, шăварсах тăраççĕ. Атте те, Анатолий Иванович, ял хушшинче, çырма-çатрара, ĕлĕкхи утар вырăнĕнче питĕ нумай йывăç лартнă: хĕрлĕ хăва, сарă йăмра, çăка. Кашни кĕркунне-çуркуннех канлĕхне çухатать: кÿршĕ-арша, ватă çынсене çурт умĕсене, пĕве хĕррине йăмрасем лартса парать. Вăрманкасăм яланах йăмраллă ял пулнă. Аякран вăрман пек курăннă. Килен-каян унăн илемĕнчен тĕлĕннĕ. Халĕ те йывăçлă вăл. Ял-йыш юлашки çулсенче ватăлнă йăмрасене касса тирпейлерĕ, çамрăк хунавсем лартрĕ.

Аттен юратнă йывăçĕ - сарă йăмра. Çапла, йăмра та хăва пекех тĕрлĕ йышши пулать. Йăмрана кашни чăвашах кăмăллать. «Йăмрасăр ял ял та мар», - тет. Çынна ытларах ырă тăвасчĕ тесе пурăннăнах туйăнать вăл мана. Çуркунне пыл хурчĕсем сĕткен пухаççĕ унран. Çулла, шăрăх вăхăтра, сулхăн парнелет. Пушар тухсан та çурт-йĕре сыхлама тăрăшать. Кĕркуннесенче тураттисенчен милĕк çыхса сурăх-путек валли апат хатĕрлеме пулать. Ватăлсан та çырма урлă каçă пулса выртать. Тем тесен те йăмраллă ял чылай илемлĕрех. Тутар ялĕсем йывăç-тĕмрен чухăнрах. Çурчĕсене питĕ капмар çĕклеççĕ-ха вĕсем. Анчах йывăç лартма темшĕн ÿркенеççĕ. Сад-пахчисене те пан улми йывăççисем илем кÿмеççĕ. Те усăсăр ĕç вырăнне хураççĕ-ши? Хăш-пĕр çамрăк калашле: «Йывăç лартнăшăн укçа памаççĕ вĕт». Паянхи çамрăксенчен ытларахăшĕ пурлăхпа тупăш кÿрекен ĕç патне кăна туртăнать.

Хаçат ĕçĕпе таçта та çитме, темĕн те курма тÿр килет. Хăшĕсем ялсенче кăна мар, ферма территорийĕнче, больница картишĕнче тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿстереççĕ. Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăксем, акă, ферма çуртне юсаса çĕнетнĕ хыççăн ун тавра тĕрлĕ йывăç-тĕм, улмуççи лартса хăварнă. Илемлĕ те, усăллă та! Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи больница картишĕнче те тĕрлĕ йывăç, çав шутра кăвак чăрăш та, çитĕнет. Тирпейлĕн пăхса тăраççĕ вĕсене. Кунта сипленекенсене йывăç-чечекпе киленме беседка та туса панă. Тăрăшсан ĕç пулатех çав.

Йывăç ыйтăвне ахальтен пуçармарăм. Республикăри хула-районсенче тавралăха тирпей-илем кĕртес тапхăр пуçланчĕ. Йывăç лартмалли вăхăт «алăкран шаккать». Çак ĕçе аслисемпе пĕрле çамрăксем те хастар хутшăнасса шанас килет. Ялсем яланах йăмраллă, садсем улмуççиллĕ пулччĕр.

 



"Хыпар"
21 сентября 2010
00:00
Поделиться
;