Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Газ уçлакансем черетлĕ уявра

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче çĕр-шывра Нефть, газ тата топливо промышленноçĕнче ĕçлекенсен кунне паллă турĕç. Çавна май газ уçлакансен стадионĕнче сентябрĕн 3-мĕшĕнче “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” ĕçченĕсен савăнăçлă уявĕ иртрĕ.

Ирхи пĕлĕтлĕ çанталăк та уяв кăмăлне хуçаймарĕ. Кăнтăрла тĕлнелле пĕ-лĕтсем хыçĕнчен тухнă хĕвел пурне те савăнăç çеç кÿчĕ. Уяв сăнĕ çапнă стадиона халăх йышлăн пухăннă. Аякрах мар вырнаçнă суту-илÿ точкисем шашлăк, пылак шывпа ытти кучченеç сĕнеççĕ.

Программа “Газ ĕçченĕсен гимнĕ” юрăпа уçăлчĕ. Сцена çине “Чул хула трансгаз Газпром” филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” директорĕ С. Александров, кунти профсоюз комитечĕн председателĕ Я. Малинин тухаççĕ. Сергей Алексеевич пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. “Пирĕн филиал 25 çул ытла çут çанталăк газĕпе тивĕçтерет. Эсир хăвăр çăмăл мар ĕçе тĕплĕн туса пыратăр, кашни киле ăшăпа хăтлăх илсе çитеретĕр. Ветерансене тав сăмахĕ калатăп, çамрăк специалистсене вара “газ уçлакан” ятне çÿлте тытма сунатăп”, — палăртса хăварчĕ хăйĕн сăмахĕнче. Производствăра малта пыракансем (линипе эксплуатаци службин слесарĕ М. Шмурин, С. Исаков инженер-электрик, А. Артемьев водитель тата В. Григорьев приборист) уяв ялавĕсене çĕклерĕç. Сцена çинчен çавăн пекех ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров, райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева салам сăмахĕсем каларĕç. Газ уçлакансенчен чылайăшĕ чыслă ĕçшĕн С. Александров аллинчен хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсене, укçан премисене илме тивĕç пулчĕç. Хальтерех ĕçе кĕнĕ яш-кĕрĕме вымпелсем пачĕç.

Сцена çине “Заволжский” клуб çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем тухса халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уяв программинче ташă ушкăнĕсемпе “Раштав” ансамбль пулманни кăшт кичемлетрĕ. Мĕн тăвăн-ха? Вĕсем Чул хулана çак уяв концертĕнче хăйсен ташшисемпе савăнтарма кайнă-çке. Ку вара пысăк тивĕç.

Ача-пăча валли те савăнмалли чылай пулчĕ. Вĕсем батут патĕнче кĕшĕлтетрĕç, вертолетсем евĕр карусель çинче ярăнчĕç, “лашасене” чупăва кăларма пултарчĕç.

Каярах кашниех хăйне кăмăла каякан спорт вăййине хутшăнма пултарчĕ, каçхине вара Чăваш енри “Янташ” эстрада ушкăнĕн юррисене итлесе киленчĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
10 сентября 2010
00:00
Поделиться
;