Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Шăрăхра Трак енре те шыв çитмест

Шăрăх та типĕ çанталăк паян кашнинех калаçтарать. Чăн та вăрмансенче пушарсем алхасаççĕ, пĕвесем типеççĕ, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерес çĕрте йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Кăткăслару-тăрура район администрацийĕ те ку ыйтусене кун йĕркинчен пĕртте кăлармасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче, тунти кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри территорири органĕсен ертÿçисемпе тата район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура акă каллех пушар хăрушсăрлăхне йĕркелессипе тата халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Вĕсемпе патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Б. Н. Федотовпа район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ В. И. Тарасова сăмах каларĕç. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ертсе пыракан специалисчĕсенчен отчетсем те итлерĕç.

Çирĕппĕнех калама пулать, çак енсемпе пирĕн тăрăхра та лару-тăру çивĕч. Акă Борис Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 7 уйăхра Трак енре 16 пушар шута илнĕ (пĕлтĕрхи ку вăхăтра 19), вĕсем 523500 тенкĕлĕх (иртнĕ çул 625500 тенкĕлĕх) тăкак кÿнĕ. Вутра 3 çын (пĕлтĕр те 3-ĕн) вилнĕ, 2-ĕн (иртнĕ çулхи 7 уйăхра 1 çын) сусăрланнă. Ÿсĕрсене пула "хĕрлĕ автан" 4 хутчен (пурте пурăнмалли çурт-йĕрте) "ташланă". Чатукассипе Красноармейски ял тăрăхĕсенче вут-кăвар 4-шар хутчен, Пикшик енче 2 хутчен алхаснă. Вĕри çанталăкра типнĕ курăксем çуннипе, пушарсене вăй илтерес мар тесе çеç Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем 80-а яхăн хутчен вут-кăвара сÿнтерме хутшăннă.

Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ĕçре те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кăкăра çапса мухтанмаллиех çук. Сăмахран паян районти 91 шыв башнинчен 15-шĕпе усă курмаççĕ, вĕсем юсавсăр. Ун евĕррисем Пикшик ял тăрăхĕнче уйрăмах нумай: 11-тен 4-шĕ çеç ĕçлет. Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче юсавсăррисем — 3, Упи енре — 2. Районти 37 шыв башнине кăна пушар тухас-тăвас пулсан шыв илме майлаштарнă. Ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 782 çăл, çав шутра обществăллисем — 206 (ку евĕррисем Кĕçĕн Шетмĕпе Красноармейски ял тăрăхĕсенче 40-шер ытла). Килти çăлсем Алманч ял тăрăхĕнче чи нумай шутланаççĕ — 230, Упи енче — 112. Ытти çĕрте вĕсем чылай сахалтарах. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче сăмахран 3 çеç. Пуррисенче те шăрăха пула шыв самаях типет. Канашлура ытахальтен мар Çĕньял Шетмĕ, Уйриçурт, Ыхракасси, Супар, Санькасси, Çырмапуç, Çĕньял Карай, Кăлава, Пайсупин, Кĕрекаç, Кăмакал, Очкасси, Кĕçĕн Шетмĕ, Дубовка, Танăш, Яманак, Хĕлеç, Кивĕ Йĕкĕт ялĕсенче пурăнакансем шывсăр нушаланнине палăртрĕç. Тĕрĕсех. Вĕсенчи йывăрлăха ял тăрăхĕсенче аван пĕлеççĕ, çапах ăна çĕнме тивĕçлĕ мерăсем йышăнаймаççĕ, "чылайăшĕ пысăк укçа-тенкĕ хывассипе çыхăннă", теççĕ. Апла-и, капла-и-халăх ĕçмелли таса шыв ыйтать, пуçлăхсен ыйтăва тивĕçтерме майсем тупса вĕсене пурнăçа кĕртмеллех. Çакна канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров татах тепĕр хут палăртрĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнма вăхăт иккенне каларĕ. "Кунпа пĕрлех сирĕн шыв пахалăхне тĕрĕслеттересси çинчен те манма юрамасть", — терĕ. Пушар хăрушсăрлăхне йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă чухне вара Владимир Валерьянович çак енĕпе ялсенче граждансен пухăвĕсем йĕркелемеллине, типнĕ пĕвесене тасатмаллине, килсем умĕнче катка-пичкепе шыв лартмаллине, сасă сигналĕн хатĕрĕсем пулмаллине, каçхи хурал тăмаллине, ял тăрăхĕсенче муниципаллă пушар хуралне туса хурассипе ĕçлемеллине асăрхаттарса каларĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
24 августа 2010
00:00
Поделиться
;