Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Хамăртан нумай килет

- Мĕншĕн пирус тĕпĕсене пуçтармастăр? - калаçăва тÿрех ыйтуран пуçларĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев Красноармейски районĕнчи Яманак ял халăхĕпе тырă йĕтемĕ çинче тĕл пулнă май. - Пушарсен 70 проценчĕ этем айăпĕпе çыхăннă. Пирус туртнипе, эрех ĕçнипе... Чул хула тăрăхĕнче ав 800 ытла кил çунса кайнă. Хамăра хамăр сыхламасан пире кам упрать? Çулталăкне пустуй миçе тенкĕ кăларса пăрахнине шутланă-и? Ялсенче каçхи хурал тăратăр-и?

- Хуралне йĕркелесшĕн-ха, - терĕç пухăннисем ура айĕнчи табак юлашкисене пуçтарса ĕлкĕрейменнишĕн намăсланса.

Ферма - бизнес

«Красное Сормово» хуçалăх çыннисем мĕнлерех шухăш-кăмăлпа пурăннипе кăсăкланчĕ министр. Аптрасах кайманнине, ĕçлекенсене тата çĕр пайĕ пуррисене хуçалăх улăмпа тата тырăпа тивĕçтерме шантарнине пĕлтерчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх фермине те çитсе куртăмăр. Министр выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçпе, ĕне выльăха ĕçмелли шывпа епле тивĕçтернипе интересленчĕ. Хуçа куçĕ тÿрех çитменлĕхсене асăрхарĕ: валашкасенчи çулса панă симĕс масса хĕрсе кайнине, ĕнесен умĕнчи шыв таса маррине тата тĕпне кăна юлнине, ветеринарипе зоотехника ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелеменнине... «Ферма вăл - сирĕн бизнес, сирĕн укçа. Мĕнлерех ĕçлетĕр, çапларах пурăнатăр», - пĕтĕмлетрĕ республика министрĕ.

Район шайĕпе пăхсан Яманаксем начарах пурăнмаççĕ. Вырмана çитес кунсенче вĕçлеççĕ, выльăх апатне ютран кÿмесĕрех çитерессе шанаççĕ. Паянхи куна кашни ĕнерен вăтамран 17 литр сĕт суса илеççĕ. Пĕлтĕр çулталăкри сăвăм ĕне пуçне 4884 килогрампа танлашнă пулсан, кăçал çур çултах 3 пин майлă. Çитес çулхи кăтартăва çитсе унран иртессе шанать ферма заведующийĕ Е. Алексеева. Ун сăмахĕсем тăрăх, дояркăсем уйăхсерен 8-9 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

Илен кунĕ - çĕр улмисĕр

«Таябинка» хуçалăхра министр вырма ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ, çĕр улми уйĕпе паллашрĕ. Шел, кăçал Илен кунĕнче çĕр улми çисе киленесси пулмарĕ. Çĕр улмин йышĕ пур пек, анчах вĕтĕ. Шăварсан тухăçа çăлса хăварма пулать, анчах хуçалăхра мелиораци ĕçне йĕркелемен. Турри вара çумăрне парсан та, памасан та пултарать. Республикипе пăхсан иккĕмĕш çăкăра 54, 5 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хăш-пĕр фермерсем евĕр шăваракан агрегатсемпе усă курсан, паллах, пысăк тухăç илесси иккĕленÿсĕр.

Пуррине - çухатусăр

- Лару-тăру йывăрлансах пырать, шăрăх чакмасть, - палăртрĕ М. Игнатьев уйра журналистсемпе калаçнă май. - РФ Правительство пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Зубков типĕ çанталăка пула шар куракан ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшмалли мерăсем пирки йĕркеленĕ селектор канашлăвне эпĕ те хутшăнтăм. Республикăри 611 ял хуçалăх предприятийĕ синкер тÿснине пĕлтертĕм. Пирĕн тĕп тĕллев вăл - мĕн пуррине çухатусăр пухса кĕртесси, выльăх апачлĕх курăка кашни тăваткăл метр çинчен çулса илесси. Çухатусем пысăк, анчах та патшалăх та, страхлав организацийĕсем те тăкака çĕр проценчĕпех саплаштараймаççĕ. Пирĕн пĕтĕмĕшле тăкак 5, 7 млрд тенкĕпе танлашать. Тăкак пирки мĕнпур материала Раççей ял хуçалăх министерствине ярса панă, выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлес тĕлĕшпе ытти регионсенчен утă-улăм, тырă турттарма пуçланă.

Канашлу вăхăтĕнче М. Игнатьев вак хуçалăхсене те тĕш тырăпа тивĕçтермеллине палăртнă. Тĕслĕхрен, республикăри кашни тăваттăмĕш çемьене выльăх апачĕ валли тырă кирлĕ. Çавна май Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕ килти хушма хуçалăхсене ятран пулăшу парĕ. Зубков халăха пулăшакан хысна предприятийĕсем туса хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Селектор канашлăвĕнчех Зубков тăкак виçине кура Раççей правительстви регионсене икĕ процентлă кредит тата тырă парса пулăшасса, патшалăх резерври тырăпа суту-илÿ тумасса, шар курнă регионсене ăна квотăпа парасса пĕлтернĕ.

Ырра ырăпа вĕрентмелле

Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе паллашса шкул картинчен тухнă чух Михаил Васильевич садри улмуççисен турачĕсене тахçантанпах касса кĕскетменнине, ун таврашĕнчи çĕре кăпкалатманнине асăрхарĕ. «Ачасем çакна кашни кун кураççĕ, апла мĕнлерех воспитани илĕç-ха?» Хамăрăн культура çуккине, курнине те тасатма алă çитменнине, хамăр ÿрĕк-сÿрĕке пула пушар йышши инкексем курнине тепĕр хут аса илтерчĕ министр.

 



"Хресчен сасси"
04 августа 2010
00:00
Поделиться
;