Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Комисси хуçалăхсен уйăхсене пахаларĕ

Трак енре уй-хирти çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кăтартусене пĕрле пухăнса пĕтĕмлетесси ырă йăлана кĕнĕ. Районшăн юбилейлă çулталăкра та çаплах пулчĕ. Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, эрне кун районти комисси членĕсем ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров йĕркелесе пынипе тата хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем хутшăннипе акнă-лартнă культурăсем уйсенче епле шăтса тухнине пахаларĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен пур хуçалăхра та тенĕ пекех, тăпрара нÿрĕк сахалтарах пулин те, пĕрчĕллĕ культурăсем япăхах мар шăтса тухнă. Халĕ ял çыннин вĕсене апатлантарассипе тата çум курăкран сыхлас тĕллевпе гербицидсем сапассипе вăй хумалла. Çапла тăваççĕ те ĕнтĕ тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре. Кунта та хĕл сиввисене пула кĕр тыррисем пысăк лаптăк çинче пĕтнĕ. Пăсса çуртрисем акса хăварма тивнĕ. Пĕтĕмпе 1621 гектар. Халиччен 300 гектарне минераллă удобренисемпе апатлантарнă тата гербицидсем сапнă. “Ку ĕç малалла пырать”, — тет Е. В. Николаева агроном. Пĕрлешÿре çĕр улми 230 гектар йышăнать. Чатукасси тăрăхĕнчи пусăра халĕ С. Романов, Ф. Яковлев тата О. Чернов механизаторсем хысаксем тăваççĕ. Апла ытти хуçалăхсен камран тĕслĕх илмелли пур. Сăмах май, пĕрлешÿ хастарĕсем халĕ унччен 6 хуçалăхăн пулнă уйсенче вăй хураççĕ.

“Новая силăра” çуртрисем 78 гектар 5 кунра акнă, çав шутра урпа — 38, тулă — 25, сĕлĕ 15 гектар. “Уйсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах сирĕн”, — терĕ В. В. Никитин ертÿçĕне ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ. Валерий Васильевич хăй те тырăсене сухаланă çĕрсем çине акса хăварнин пĕлтерĕшĕ пысăкраххине йышăнчĕ. Вĕсен Супар ялĕ çывăхĕнчи 10 гектар ытларах лаптăк çинчи ыраш уйĕ те — районта чи лайăххисенчен пĕри.

“Гигантра” сивĕсене пула пĕтнĕ 170 гектар кĕрхи тулă лаптăкне пăсса ытти культурăсем акнă. Çуртрисем 700 ытларах гектар йышăнаççĕ, çав шутра урпа — 360, тулă 280 гектар. “Пĕр çул ÿсекен курăксем те пур. Хамăр вăрлăхпах клевер — 200, люцерна — 60, козлятник 40 гектар акрăмăр тата. Хура пусăна тислĕк кăларатпăр. Паян уя опрыскиватель тухать. Шел, пирĕн тăрăхра çумăр çумасть. Калчасем тата паркарах çĕкленмелле те”, — пĕлтерчĕ В. В. Александров ертÿçĕ.

“Восток” пĕрлешĕвĕн “Шупашкар — Канаш” чукун çултан инçех мар 40 гектар йышăнакан хĕреслĕ майпа акнă ыраш уйĕ те, “Янмурзино” ял хуçалăх производство кооперативĕн Пайсупин ялĕ çывăхĕнчи çуртрисем те, тусайсен хăш-пĕр уйĕсем те начар тееймĕн. “Бахчара” пĕр тракторпа “иккĕмĕш çăкăр” пуссинче хысаксем тăваççĕ.

Унччен “Красноармейский” совхозăн пулнă уйсене халĕ 5 хуçалăх акса тăвать. Вĕсен те уйрăм лайăх енĕ пур.

“Красное Сормовăра” çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 1200 гектар акнă. “Вĕсем япăх мар шăтрĕç, çум курăксенчен гербицид сапма тухрăмăр”, каласа парать С. П. Иванов ертÿçĕ.

“Караевăра” çуртрисем акса тунипе пĕрлех çĕр улми лаптăкне 104 гектара çитернĕ. “4 пусăра тĕрлĕ 7 сорт — “розара”, “рамона”, “инноватор”, “жанна”, “вершининский”, “ред скарлет”, “удача” ятлисене — лартрăмăр. Хĕрлĕ кăшман 5 гектар йышăнать. Çум курăкпа кĕрешес ĕçсене эпир те пуçăнтăмăр”, — тет В. И. Семенов агроном.

“Волит”, “Нива”, “Колос” хуçалăхсен уйĕсене те çитсе курчĕç комисси членĕсем.

Курни-илтнине малтанласа Кĕçĕн Шетмĕ çĕрĕ çинче пĕтĕмлетрĕç. Унта 1—2—3-мĕш вырăнсене йышăннă хуçалăхсене палăртмарĕç-ха: вĕсене районти Ака туйра чыслама пăхаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсене çитсе курнисем умĕнче тав сăмахĕсемпе тата сĕнÿсемпе ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров, кунти В. А. Васильев агроном, районти вăрлăх инспекцине ертсе пыракан Э. А. Николаева, ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ А. В. Муравьев, “Гигант”, “Янмурзино”, “Волит” тата “Нива” хуçалăхсен ертÿçисем В. В. Александров, Э. В. Петров, В. И. Петров, И. М. Петров тухса каларĕç. Комисси ĕçĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тухса пыракан Н. И. Антонов та интересленчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 июня 2010
00:00
Поделиться
;