Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ачасем савăнчĕç

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Çавăнпах каникулăн пирвайхи кунне шăпăрлансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак эрнере Красноармейски районĕнчи Чатукасси шкулĕнче савăк мероприяти иртрĕ. Ăна çак йĕркесен авторĕпе физкультура вĕрентекенĕ Г.М.Прохоров йĕркелерĕç. Малтанах вĕсем ачасене уяв кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Унтан шăпăрлансене тĕрлĕ вăйăпа паллаштарчĕç. Ăс-тăна аталантармалли, вăй виçмелли, пултарулăха тĕрĕслемелли конкурс чылай пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç. Уяв кунпа вĕçленмерĕ. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем ачасене хăнана чĕнчĕç. Клубпа шкул тачă çыхăнура. Унта кĕçĕннисене саламласа хамăр тăрăхри çыравçăн, Ордем Галин, кĕнекисене парнелерĕç.

Телейлĕ ачалăха мĕн çиттĕр?! Пулас ăрăвăн сывă малашлăхĕ - пирĕн алăра, çавăнпа ăна аслисен упрасчĕ. Çак кун тепĕр çĕнĕлĕхпе асра юлĕ. Шкулта “Çилçунат” кану лагерĕ ĕçе пуçăнчĕ. Унăн ертÿçи - О.П.Иванова вĕрентекен. Унта пурĕ 20 ача çÿрет. Шăпăрлансем пĕлÿ çурчĕ çумĕнчи пахчара вăй хураççĕ. Çапла майпа пĕчĕкрен ĕçпе туслашаççĕ, çĕре юратма, хисеплеме вĕренеççĕ. Çав вăхăтра ыттисем те алă усса лармаççĕ. Экологи бригадин йышĕнче тавралăха тирпей-илем кÿреççĕ, сиплĕ ÿсен-тăран пуçтараççĕ.

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
04 июня 2010
00:00
Поделиться
;