Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ялти пурнăç старостăран нумай килет

Тĕрĕсех, ялти пурнăç çĕнелсе лайăхланасси ял старости хăйĕн тивĕçне чун-чĕре хушнă евĕр пурнăçласа пынинчен те чылай килет. Çакна шута илсех, Трак енре çулленех ял старостисемпе ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен форумне ирттересси йăлана çирĕп кĕчĕ. Кăçал вара ăна ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче вырăна тухса — Упире — йĕркелес терĕç.

Ялсен “хуçисемпе” депутатсем валли малтанах хăйне евĕр экскурси йĕркелерĕç. Вĕсем вырăнти вăтам пĕлÿ паракан тата ятарлă шкулсенче, кану центрĕн çуртĕнче вырнаçнă учрежденисенче — фельдшерпа акушер пунктĕнче, тĕслĕх библиотекăра, этнографи музейĕнче, милицин участокри пунктĕнче пулса курчĕç, хăйсен ĕçтешĕсен ал ĕçĕсен выставкипе, старостăсен юлашки 5 çулхи ĕç-хĕлне сăнлакан фотостендсемпе паллашрĕç. Вырăнти “Çавал” фольклор коллективĕпе халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ”Трак ен” ушкăнăн (ертÿçи — Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Никоноров) тата кунти хут купăсçăсен ансамблĕн ăсталăхне курса савăнчĕç.

Кану центрĕн тĕпрен çĕнетнĕ залĕнче иртнĕ конференцине район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçрĕ. Станислав Андреевич ял старостисен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ, пархатарлă ĕçшĕн вĕсене ăшшăн тав турĕ, район экономикипе социаллă аталанăвĕн пĕлтĕрхи тĕп кăтартăвĕсемпе, 2010—2011 çулсенчи аталану программипе паллаштарчĕ.

Старостăсемпе депутатсем умĕнче ялсемпе экономика обăекчĕсенче çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне йĕркелессипе ял активĕпе пĕрле пурнăçламалли ĕçсем пирки патшалăх пушар хуралĕн районти уйрăмĕн тата Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” Указĕ хамăр тăрăхра епле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Н. Лебедев каласа пачĕç.

Тирпей-илем ыйтăвĕ те, право йĕркине пăсакансемпе кĕрешесси те халĕ ялсенче çивĕч пулни каламасăрах паллă. Ку енĕпе тăракан задачăсене хăйсен сăмахĕсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕн çумĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Ф. Григорьев тата районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ С. П. Батраков туллин çутатрĕç.

Шупуç тата Пайсупин ялĕсен старостисем Р. Д. Репинпа П. Н. Яковлев вара ялта пурăнакансене куллен хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç.

Конференци халăхпа ĕçлессине малалла лайăхлатассипе пĕрлехи йышăну турĕ.

Унта 2010 çулхи ĕçри тĕп енсем тесе ял тăрăхĕсен экономикăпа социаллă аталанăвĕн программинчи кăтартусене пурнăçа кĕртессине йĕркелесси, районăн 75 çулхи юбилейĕпе, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе районăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленессипе çыхăннă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттересси пулнине палăртрĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен тата ял старостисен кунпа пĕрлех çывăх вăхăтрах граждансен пухăвĕсенче çуркуннехи-çуллахи тапăхрта пушар тухасран асăрхаттарас, кăнтăрла та, каçпа та ял çыннисенчен хурал тăрассине йĕркелес, пĕвесем патне пыракан çулсене тирпейлĕ пăхса тăрас ыйтусене пăхса тухмалла, пушара хирĕç кĕрешекен служба ĕçченĕсемпе пĕрле ĕç коллективĕсенче, граждансем хушшинче типĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарма, кăвайтсем чĕртме юраманни пирки калаçусем ирттермелле, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманнисенчен çирĕп ыйтмалла, халăха ялсене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тасатса тирпей-илем кĕртмелли мероприятисене активлă явăçтармалла, апрелĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса майăн 6-мĕшĕччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, çул хĕррисене çÿп-çапран тасатас, чечексемпе йывăç-тĕм лартас, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, обелисксемпе стеллăсене йĕркене кĕртес тĕллевпе вунă кунлăх йĕркелемелле, ял тăрăхĕсен гербĕсемпе ялавĕсене хатĕрлесе йышăнассине вĕçлемелле.

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев чи лайăх старостăсемпе ял тăрăхĕсен активисчĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисем пачĕ. Ку йышра А. М. Матвеев (Çеçмер), В. А. Мефодьев (Санькасси), Н. И. Никитина (Туçи Чуракасси), Ю. А. Ильин (Пшонкă), Н. А. Пименова (Сурăмхĕрри), В. А. Иванов (Малти Карăк), Г. А. Филиппова (Четрик), Г. Г. Гурьев (Çĕнĕ Выççăлккă) тата В. Н. Николаев (Çĕнĕ Йĕкĕт) пулчĕç.

Конференци ĕçне Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн Управленийĕн консультанчĕ Э. В. Краснов хутшăнчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;