Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çула тухсан тимлĕхе ÿстермелле

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Заволжски ЛПУМГ клубĕнче районти водительсен пухăвĕ иртрĕ. Унта çул-йĕр çинчи лару-тăрун пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, кунпа пĕрлех çул-йĕр инкекĕсенчен хăтăлас тĕлĕшпе автотранспорт хатĕрĕсен хуçисемпе автопарк ертÿçисем, тĕп инженерсем умĕнче тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç.

Унта пухăннисем умĕнче чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ, милици капитанĕ В. Ю. Алексеев тухса калаçрĕ. “Пĕлтĕр питĕ йывăр çул пулчĕ, район территорийĕнче 20 авари сиксе тухрĕ, вĕсенче 8 çын вилнĕ, 25-ĕн аманнă. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, аварисен хисепĕ — 11, çул-йĕр инкекĕсенче çын вилесси 40 процент ÿснĕ. Аварисене ытларах ют çĕрти автотранспорт хатĕрĕсен водителĕсем тунă, тăххăрăшне вара — Трак енрисем. Районти предприятисемпе организацисен автопаркĕсен автомашинисемпе иртнĕ çул авари туман”, — палăртрĕ Владислав Юрьевич.

Çул-йĕр инкекĕсем чылай чухне хăвăртлăха кирлинчен ытларах ÿстернипе, çуран çынсем çине кĕрсе кайнипе, транспорт хатĕрне тытса пыма ирĕк паракан удостоверени çук çын руль умне ларнипе, хирĕç килекен автомашина полоси çине тухса кайса унпа пырса çапăннипе çыхăннă-мĕн. Шоссе, автоçулсем çинче хăрушсăрлăх туса хурас тесе, районти ГИБДД ĕçченĕсем иртнĕ çул водительсен коллективĕсенче, шкулсенче çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсемпе калаçусем сахал мар ирттернĕ, райхаçатра материалсем те пичетленĕ. Йĕркене пăснă водительсене, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 2 хут ытларах штрафланă. Анчах инкексен хисепĕ пĕчĕкленмен, тепĕр май, ÿснĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнчи çулсем çинче 2 авари пулнă. “Айăплав çеç хăш чух хăй çимĕçне кÿреймест”, — палăртрĕ Владислав Юрьевич. Çавна май кăçал водительсене чарса асăрхаттару тăвас çул шыраса илнĕ ГИБДД уйрăмĕ, 50 хутчен асăрхаттарнă. Транспорт хатĕрĕсен хуçисен яваплăхне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ операцисемпе рейдсем чылай ирттереççĕ. Кашниех, водитель, çуран çÿрекен çын çул-йĕр правилисене пăхăнса пурăнсан çеç аварисенчен хăтăлма май пурри çинчен тепĕр хут асилтерчĕ Владислав Юрьевич. Вăл хальлĕхе райцентрта, ытти çĕрте те çуран çынсем автоçул çинче ăçта май килнĕ çавăнта утса каçни, çакă вара инкек пулас хăрушлăх кăларса тăратни пирки каларĕ.

Водительсен пухăвĕнче районти çул-йĕр хăрушсăр-лăхĕн комиссийĕн секретарĕ, ял хуçалăх пайĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Чаховский райцентрти Ленин урамĕ çул-йĕр инкекĕн чăн-чăн вучахĕ пулнине палăртрĕ.

— Водительсем çул-йĕр паллисене пăхăнмаççĕ. Ленин урамĕпе вĕсем кăтартнинчен чылай пысăкрах хăвăртлăхпа çÿреççĕ, — терĕ вăл.

Кунпа пĕрлех водительсене питĕ тимлĕ пулма, çул-йĕр паллисене пăхăнма, çул урлă каçмалли вырăнсенче автомашинăна чарсах çуран çынсене çул урлă каçма ирĕк пама ыйтрĕ. Виталий Петрович çавăн пекех шкул автобусĕсен водителĕсен çул-йĕр правилисене алла çирĕп илмелли пирки те асилтерчĕ. “Иртнĕ çул шкул автобусĕсен водителĕсене экзамен тыттартăмăр та Упири В. Иванов çеç ыйтусене тĕрĕс хуравлама пултарчĕ, ыттисен — 5—6 йăнăш”, — пĕлтерчĕ Виталий Петрович.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ В. А. Егоров водительсен вăхăчĕпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли, юсав ĕçĕсенче ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнса вăй хумалли, медаптечкăсене юлашки вăхăтра палăртнă пек хушма эмелсемпе пуянлатмалли, транспорт хатĕрĕсем çинче огнетушитель пулмалли пирки каларĕ. Çавăн пекех вăл водительсене 20 сехетлĕ программăпа ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе, В. П. Чаховский çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе тепĕр çавăн чухлĕ сехет вĕрентмелли пирки асилтерчĕç. Пĕрремĕшĕнче республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕнчен килсе вĕрентеççĕ, иккĕмĕшне — вырăнсенче йĕркелемелле.

Районти водительсен пухăвĕнче çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн “Мотор” ОГТО начальникĕ, милици майорĕ И. Б. Виноградов, халĕ вăл пирĕн район кураторĕ, тухса калаçрĕ.

— Иртнĕ çул республикипе çул-йĕр инкекĕсен хисепĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 7 процент чакнă. Анчах та 5 районта, çав шутра Трак енре те, аварисен тата вилнисен хисепĕ ÿснĕ. Çул-йĕр инкекĕсем ытлари кунсемпе эрне кунсенче, ытларах 16—18 сехетсенче пулаççĕ, — тесе пĕлтерчĕ Игорь Борисович. Кунпа пĕрлех вăл çитес кунсенче техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухманшăн тата руль умне ÿсĕрпе ларнăшăн хуракан штрафсен виçисем ÿсмелли çинчен асилтерчĕ, водительсен чылай ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Юлашкинчен нумай çул аварисĕр ĕçлекен водительсен пĕр ушкăнне ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çак йышра Упи шкулĕн автобус водителĕ В. И. Иванов, А. Я. Карпов (“Красное Сормово”), Ю. И. Клементьев (“Таябинка”), А. А. Тихонов (“Газпром трансгаз Нижний Новгород” пĕрлешÿ филиалĕ — “Заволжское ЛПУМГ”), П. В. Иванов (сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕ) водителĕсем тата ыттисем пулчĕç.

Пухăва пынисене Заволжски ЛПУМГ клубĕ çумĕнчи “Каприз” вокалпа инструментсен ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи — М. В. Дмитриев) хăйсен савăк юррисене парнелесе ыр сунчĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
13 апреля 2010
00:00
Поделиться
;