Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Продуктивлăха ÿстересси, ăратлăха лайăхлатасси тĕпре пулмалла

Мартăн 31-мĕшĕнче тулли мар яваплă "Волит" пĕрлешÿ никĕсĕ çинче 2009 çулта кашни ĕнерен вăтамран 4 пин килограмм ытла сĕт суса илнисен "çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулăвĕ иртрĕ. Хисепĕпе вăл тăххăрмĕш пулчĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе районти çичĕ хуçалăхри 22 доярка тăватă пинлисен клубне кĕме пултарнă.

1. Ĕне сăвакансем ĕç условийĕсемпе кăмăллă

Малтанах вĕсем Йĕпремри сĕт-çу фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç: кунти сĕт блокне тата ĕне сумалли зала тата витене кĕрсе курчĕç. Асăннă пĕрлешÿн тĕп зоотехникĕ И. Г. Федотова 4 пинлисен клубĕн членĕсене сĕт сумалли технологи процесĕ çинчен каласа ăнлантарчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Кунта 110 ĕне. Паниçкесене кăкармасăрах усраççĕ. Сăвăм вăхăчĕ çитсен вĕсене зала вуникшерĕн-вуникшерĕн кĕртсе яраççĕ. Кашниех хăй вырăнне пĕлет, çавăнта кĕрсе тăрать. Вĕсене виççĕн сăваççĕ, тĕрĕссипе аппарат сăвать-ха. Доярка-дояр ĕне çиллисене çуса сумалли аппаратсем лартса тухать çеç. Продукци, ăна кунта килсех илсе каяççĕ, патшалăха пĕрремĕш сортпа ăсанать. Сĕтри çу хисепĕ 3, 8— 4, 0 процентпа танлашать. Сăвăм хыççăн ĕне сăвакансем каяшсене тасатаççĕ. Çапла, вĕсен ĕçĕ, хăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, йывăр мар. Апата тутлăлантарса парса миксерпа валеçеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ĕç условийĕсем лайăх, укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Шел, паян дояркăна, выльăх пăхакана ылмаштаракан йĕркеллĕ çын тупма хĕн.

“Волит” иртнĕ çула 4 миллион та 29 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Т. Г. Петрова генеральнăй директор пĕрлешÿ аталанса пынипе кĕскен паллаштарчĕ. “Укçа-тенкĕ килесси дояркăсем ĕçленинчен килет. Вĕсем — пирĕн тĕп тĕрек”, — палăртрĕ хăй сăмахĕнче Тамара Георгиевна.

Çак кунсенче “Волитра” çур акине хатĕрленес ĕçсем вăй илсех пыраççĕ.

2. Юбилейлă çулта ĕç кăтартăвĕсене лайхлатмалла

Пĕрлешÿн административлă çуртĕнче тĕл пулу малалла тăсăлчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп спецалист-эксперчĕ Г. Н. Матвеев пирваях выльăх-чĕрлĕх пăхакансен 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 4112 килограмм сĕт суса илнĕ. Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿпе В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче ку кăтарту — 5115—5085, “Красное Сормовора” 4884 килогрампа танлашнă. Геннадий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Правительстви пысăк продуктивлă ĕнесем усранăшăн хуçалăхсене укçа хушса тÿлет: ĕне пуçне вăтамран 3900 килограмм сĕт суса илнисене кашни ĕнешĕн — 3100, 4500 килограма çитернисене — 4200-шер тенкĕ. Паянхи кун 7 пĕрлешÿпе хуçалăх: “Шатьма”, В. Васильева ХФХ, “Красное Сормово”, “Караево”, “Волит”, А. Степанов ХФХ, “Янмурзино” çак хушма укçана илсе тăраççĕ. Ку хăйне май пулăшу мар-и? Çавăнпа вырăнсенче ĕнесен продуктивлăхне хăпартас ыйтăва кун йĕркинчех тытса тăмалла. Чи малтанах пахалăхлă апат ытларах янтăламалла, ăратлăха лайăхлатса пымалла, паниçкесене тулăх рационпа тăрантармалла тата витесенче тивĕçлĕ микроклимат туса хумалла. Сăвакан ĕнесен хисепне ÿстермелли çинчен те манмалла мар. Кун пирки хăй сăмахĕнче тепĕр хут аса илтерчĕ зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт Г. Матвеев. Юбилейсен çулталăкĕнче ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатмалли пирки каларĕ.

Иртнĕ çул районта кашни 100 ĕне пуçне 73 пăру илнĕ. Ку — япăх кăтарту. Çавăнпа ЧР Ял хуçалăх министерствинче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ирттерекен канашлусенче, Геннадий Николаевич каланă тăрăх, пирĕн района “питех те çунтараççĕ”. Йĕркеллĕ пулас пулсан, çĕр ĕне пуçне сахалтан та 85 пăру илмелле. Хальлĕхе ку енĕпе “Волитпа” “Караевора” тата “Шатьмара” çеç лайăх ĕçлесе пыраççĕ-мĕн.

— Ĕнесене пăруланă хыççăн 60—65 кунтан чуптарса хăварма тăрăшмалла. Апла пулсан вĕсене çак вăхăтра лайăхрах тăрантармалла, сăнаса-пăхсах тăмалла, — палăртрĕ Геннадий Николаевич. Çавăн пекех вăл укçа-тенкĕллĕ пулас тесен сĕте йĕркеллĕ çĕре вырнаçтарма тăрăшмалли пирки тепĕр хут асилтерчĕ.

Пăрусене алла чипер илесси пирки тĕл пулура выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л. Г. Яковлева та уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

— Мĕнле ĕне пуласси пăруран килет. Ĕне ытларах чухне каçхине пăрулать. Çавăнпа та пăру йышăнма хатĕр тăмалла. Пăруланă хыççăн 30—40 минут иртсен, пăру мĕн лекнĕ çавна çуллама, çăвара хыпма пуçлать. Çав вăхăтра ăна ĕнери ĕçтерме тăрăшмалла, — асилтерчĕ дояркăсене Луиза Георгиевна.

Вăл тата Г. Матвеев ĕнесем массăллăн пăруланă вăхăтра сĕт-çу фермисенче дояркăсен каçхи дежурствине йĕркелемелли пирки каларĕç.

3. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те кирлĕ

Тăватă пинлисен клубĕн членĕсен тĕл пулăвĕнче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси — тĕп вырăнта. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Малтанах “Волит” пĕрлешÿн тĕп зоотехникĕ И. Федотова сăмах илчĕ. Ирина Гурьевна иртнĕ çул хăйсем апат çителĕклех хатĕрленине, ĕне выльăха çăва ăнăçлă кăларассине, хăйсен тĕллевĕсене пĕлтерчĕ.

— Пирĕн патра пăрусене дояркăсем пăхмаççĕ. Пăруласан тепĕр 1—2 сехетренех вĕсене пăру пăхакан аллине паратпăр, вăл чеченскерсене ĕнери ĕçтерет тата ытти те, — терĕ И. Федотова. — Дояркăсен ĕç укçи сĕтрен, вăл мĕнле пахалăхпа кайнинчен тата продукци хисепĕнчен килет. Сĕт пĕрремĕш сортпа кайсан, маститлă ĕнесем пулмасан, 10 процент хушса паратпăр. Дисциплинăна пăссан, маститлă ĕнесем тупăнсан, 20 процент таран чакарса тÿлетпĕр...

Янмурçинри сĕт-çу фермипе Кÿлхĕрринчи сĕт-çу комплексĕн заведующийĕсен И. Г. Александровпа Г. Н. Васильеван та каласа памалли сахал мар. Иван Григорьевич Упири унчченхи сĕт-çу комплексĕнчи витене реконструкцилеме тĕв туни, Галина Николаевна хуçалăх çавăн пек йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе паян хăйсене çăмăл килменни, çапах та ĕне сăвакансем малашлăха шанса ĕçлени пирки каласа пачĕç.

— Хальхи вăхăтра эпир ĕне пуçне талăксерен 17 килограма яхăн сĕт суса илетпĕр. Рацион тулăх. Унпа килĕшÿллĕн кашнинче сенаж — 30, салат пăтти — 10, утă — 5, пусыпка 7—8 килограмм лекет. Сенаж хатĕрлеме çу кунĕсенче дояркăсем те хутшăнаççĕ. Кăçал ĕнесен вăтам продуктивлăхне 5 пин килограма çитерессишĕн кĕрешĕве тухрăмăр. Халĕ фермăра сумалли 211 ĕне. Çулталăк вĕçнелле вĕсен хисепне 220 пуçа çитересшĕн. Анчахрах дояркăсене аттестацилерĕмĕр, вĕсене пурне те 1-мĕш классность панă. Çавна май ĕç укçи тепĕр 10 процент хушăнать. Уйăхри вăтам ĕç укçи вĕсен 7—8 пин тенкĕне ларать. Ĕç дисциплинине сĕмсĕррĕн пăсакансен тÿлевне 50 процент таранах кататпăр, — пĕлтерчĕ Яманакри сĕт-çу фермин заведующийĕ Е. Г. Алексеева.

4. Клуб членĕсене — громотăсемпе премисем

Тĕл пулу вĕçĕнче тăватă пинлисен клубне кĕме тивĕç пулнисене чысларĕç. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе 2009 çулта ĕне пуçне вăтамран 5115 килограмм сĕт суса мала тухнă Мелания Ивановна Васильева доярка (“Шатьма”) район администрацийĕн — пĕрремĕш, Галина Петровна Анисимова (5085 кг, В. Васильева ХФХ) — иккĕмĕш, И. В. Даниловапа А. В. Маркова (4990-шар кг, иккĕшĕ те “Кр. Сормово”) виççĕмĕш степеньлĕ дипломĕсене тата укçан премисене тивĕçрĕç, тепĕр 18 дояркăна та укçан премисем пачĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
06 апреля 2010
00:00
Поделиться
;